Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм симӗс ҫӑра мӗлкесемпе тата хӗвелӗн ылтӑн пӑнчисемпе чӑпарланнӑ ҫутӑ чӗнтӗрӗсенче кӳллӗн вӗтӗ-вӗтӗ кӑвак татӑкӗсем ҫиҫеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тӗксӗм ешӗллӗхре сывлӑм йӑлтӑртатать, кайӑксен тӗлӗнмелле чипер сассисем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ тейӗн; вӗсен кӗвви-ҫемминче ачаш, кахал вӑрану илтӗнет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шейх ҫивчӗше кӑтартрӗ: вӑхӑт та, усӑ курни те тӗксӗм, сӑрӑ хурҫӑ ҫинче пӗр йӗр те хӑварман.Шейх обнажил клинок; время и употребление не оставили на тусклой, серой стали никаких следов.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ватӑсем урисене хуҫлатса сумлӑн-стайлӑн вырнаҫнӑ; кашнин тӗлӗнче — хаклӑ чулсемпе капӑрлатнӑ тӗксӗм сафьян туфлисем.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӑраллӑ тӗксӗм пусма — питӗ ансӑрскер, чӑнкӑскер — ҫӳлелле тӑсӑлать; унпа улӑхмалли анлӑш хавхаллӑн та сехреллӗн хуп-хура, ҫавӑнпа та Гент, темӗнле хӑюллӑ пулсан та, улӑхма пуҫличчен шӑнӑрӗсене ҫирӗплетрӗ, кӑмӑлне хытарчӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент хапха патнелле утрӗ те унта ту тайлӑмӗ еннелле аллисене тӑса-тӑса хӑлаҫланакан наҫилккеҫӗсен ушкӑнне курать, тайлӑмпа — ҫаврӑнса пӑхмасӑр — тӗксӗм кӳлепе тӗк те ҫил вӗҫтерет.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсен кӗтесӗсенче тупӑсем валли хӑтланӑ амбразурӑсем тӑртаннӑ, кашни стена варринчех — тӗплӗ сыхлакан хапхасем: тӗксӗм йывӑҫран, араб стилӗпе пӑхӑртан тата эрешлесе тунӑ капӑрчӑксемпе.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кӑвак ҫӳҫӗ типшӗннӗ пичӗ тавра тирпейсӗррӗн вӗлкӗшет, пуҫ купташкин шӑмми пӗркеленчӗк тӗксӗм ӳтпе витӗннӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫӳллӗ, тикӗс куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ ҫийӗн тӳррӗн выртаҫҫӗ; пысӑк сӑмсин чӑсланкӑ линийӗ — профильпе — питех те хӑйне евӗрлӗ чунне кӑтартакан сарлака ҫамкин чике йӗрне тӑсать, ҫемҫе, тӗксӗм куҫӗсем кӑштах хӗсӗннӗ, тимлӗ, ҫакӑ паллӑ мар ҫыннӑн нумай пӗлес ӑнтӑлулӑхне кӗретӗнех палӑртать.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑрӑм, тӗксӗм сухалӗпе мӑйӑхӗ хаяр-сивлек ҫӑварне хупласа хунӑпа пӗрех, анчах ҫӳлти пайӗ — сӑн-пит чунӗ — йӗрсен ҫиҫӗмлӗхӗпе те ҫыпӑҫулӑхӗпе уйрӑлса тӑрать.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн тӗксӗм ҫутӑра ҫиҫнӗн курӑнакан питне тимлӗрех тӗпчесен тин ҫак вӑхӑтӑн япӑх кӑмӑл-тӑрӑмне туятӑн.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак пӳлӗм е пӗчӗк зал, пӗртен пӗр люстрӑн шуранка тӗксӗм ҫутипе, — ку ӳпӗнтернӗ конус евӗр ҫакӑнса тӑракан янкӑр таса шарсен чӑн-чӑн ахах-мерчен пуххи, — мана хӑй ҫине куҫ илтерми пӑхтарать; эпӗ унӑн селӗм хӑтлӑхне киленсе сӑнатӑп, акӑ ман хыҫра тата мӗн те-тӗр ҫук-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм та куратӑп: Дюрок кресло ҫинчен ҫӗкленчӗ, аллине алӑк еннелле тӑсрӗ; унта алӑк йӗрӗ тӗлӗнче шурӑ кӗпеллӗ пиҫӗ хӗр чарӑнса тӑнӑ, сӑнӗ ҫунать, анчах лӑпкӑ, малалла тӳп-тӳррӗн, хӑюллӑн ярса пусрӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тӗксӗм мӑйӑр йывӑҫҫипе сӑрнӑ ҫак читлӗхре пысӑках мар симӗс диван ларать; вӑл мана хама малалла еплерех тытмаллине кӑтартакан темӗнле уҫӑ пулассӑн туйӑнать; ытарлӑ-ши… ҫапах — уҫӑ, мӗншӗн тесен пачах кирлӗ мар ҫӗрте ларакан дивансене эпӗ халиччен курман; анчах вӑл пур тӑк, эппин, хӑйӗн тӗллевӗпех ахӑр, урӑхла каласан — ун ҫине вырнаҫмалла.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак вырӑна хальлӗхе тӗпчес мар, малтан анлӑрах хутлӑха чупса-пӑхса ҫаврӑнас терӗм май килнӗ таран, — малалла ӑҫта ҫул тытассине палӑртмашкӑн пӗтӗмӗшле мӗнле те пулин курӑм кирлех-ҫке-ха; ҫавӑнпа та коридорӑн аякри вӗҫне ҫитме хыпаланатӑп, ҫула май икӗ айккипе те уҫӑлса пыракан тӗксӗм хутлӑхсене пӑхкаласа иртетӗп: унта малтанхи евӗрлӗ пусмасем пур, уйрӑмлӑхӗ те — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӳлелле улӑхать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ыттисем те йӑл кулӑпа витӗнчӗҫ, Дюрок кӑна ҫаплипех тӑрать, — кӑштах тӗксӗм сӑнпа, ҫак шӳте сӳрӗккӗн йышӑнса; эпӗ тарӑхнӑран хӗрелнине асӑрхарӗ те ҫывӑхах пырса тӑчӗ, манпа Ганувер хушшине ларчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Мана чӑрмантармаҫҫӗ пуль тетӗп, — терӗ те Том хӗвӗнчен тӗксӗм кӗленче кӑларчӗ, унти шӗвеке виҫӗ хутчен шӑмпӑлтаттарса ҫӑварне сумлӑн ӳпӗнтерчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Командирсем виҫҫӗн пулчӗҫ: сухалӗсене яп-яках хырса янӑ лӑпкӑ чех Голда, тӗксӗм унтер Сухарев, тата ҫирӗм виҫӗ ҫулхи савӑнӑҫлӑ йӗкӗт, хуткупӑс калама тата ташша та пит пӗлекен, ӗлӗк кӗтӳре пулнӑ Федя Сырцов.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗксӗм икс кӳлепе — пӗр-пӗрне хирӗҫ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӗксӗм, ӑмӑр, тимлӗ Блюм вӗсене кантӑкран сӑнать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Икӗ ҫурта ҫунать: пӗри чӳрече тӗлӗнче, лутрашка тӗксӗм шкап хӗрринче, тепри — хирӗҫле стена ҫумӗнче, капӑр витӗ сарнӑ ҫавра сӗтел ҫинче.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.