Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑл the word is in our database.
тӑвӑл (тĕпĕ: тӑвӑл) more information about the word form can be found here.
Пӗр кӗрхи каҫран пуҫласа Коля Лисицын, халиччен хӑйсем туса тӑнӑ хӗҫпӑшала алла тытса, тӑвӑл ӑшне кӗрсе кайнӑ.

А с той осенней ночи, когда впервые схватил в руки оружие, которое до этого лишь делал, попал Коля Лисицын в буран.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫук халь ӗнтӗ ун музыкинче ӗлӗкхи пек асар-писер тӑвӑл, маттурӑн ахӑрттарса яни, сассене кӑмӑла ҫӗклесе ямалла вӗлтӗртеттерсе илни, ӳсӗр ҫын пек пуҫсӑрланса янӑратни; ҫавна пула-ҫке ҫамрӑк купӑсҫӑ Павка ӗлӗк пӗтӗм хулипе чапа тухнӑччӗ.

Нет бесшабашной удали, ухарских взвизгов и разудалой пересыпи, той хмельной залихватистости, прославившей молодого гармониста Павку на весь городок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку тӑвӑл ҫывхарнине хулана пур енчен те мужик тумӗ айӗнче винтовка пытаркаласа кӗрекенсенчен нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ.

О ее приближении знали многие из тех, кто входил в город со всех концов, плохо пряча строевую винтовку под мужицкой «свиткой».

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав ҫекундра тӑвӑл ҫӗнӗрен урса кайса ҫӗкленчӗ.

В эту секунду буря забушевала с новой яростью.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвӑл туллашса уласа вӗрет, туратсем шатлатса хуҫӑлаҫҫӗ, йывӑҫсем кӗрӗслетсе ӳкеҫҫӗ, тулнӑ шыв шавласа ыткӑнать, ҫак самантра мӗн те пулсан илтӗнессе асне те ан ил.

Так как среди шума бури, завываний ветра, треска ветвей, грохота обваливающихся деревьев и рёва бешеного потока нечего было и думать что-либо расслышать.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвӑл ҫав териех урса ҫӗкленчӗ, ун сассипе йывӑҫ хӗвел тухӑҫнелле шартлатнипе юханшыв шавлани те илтӗнмест.

Буря завывала с такой силой, что заглушала и треск деревьев и рёв бушующей реки.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Асса кайнӑ тӑвӑл ҫак минутра тата вӑйлӑрах ҫӗкленчӗ.

В эту минуту буря забушевала с удвоенной силой.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шлюпкӑсене тӑвӑл ҫӗкленсен малтанхи кунах таҫта илсе кайнӑ.

Шлюпки снесло ещё в первый день урагана.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британине» тӑвӑл сакӑр кун хушши, турпаса вылятнӑ пек, вылянтарса ҫӳренӗ.

В течение восьми дней «Британию», как игрушку, швырял ураган.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кальоран тухнӑ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен хӑрушӑ тӑвӑл ашкӑнма пуҫланӑ.

Через три недели после отплытия из Кальяо поднялась страшная буря.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫпаларах тинӗс йӑлт лӑпланчӗ, вара тин кӑна ашкӑнса ирттернӗ тӑвӑл вырӑнне ҫӑмӑл брис вӗрме пуҫларӗ.

К вечеру море совершенно успокоилось, и лёгкий бриз сменил недавно свирепствовавший ураган.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дунканӑн» тӑвӑл вӑхӑтӗнче ваннӑ ҫӗмрӗкӗсене Аделаидӑра тӳрлетме пулать-и-ха?

Сможет ли «Дункан» починить в Аделаиде повреждения, полученные во время урагана?

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ вӗсен пӗр кирлӗ ӗҫ ҫинчен пӗлес пулать: «Дункана» урса кайнӑ тӑвӑл Австралин ӑҫти ҫыранӗсем патне килсе пӑрахрӗ-ши?

Теперь нужно было выяснить одно важное обстоятельство: в какое место австралийского побережья забросила «Дункан» буря?

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Декабрӗн 16-мӗшӗнче ирпе, вунпӗр сехет ҫитерехпе, тӑвӑл лӑпланнӑ пек пулчӗ, вара ҫавӑн витӗр Джон Мангльс малта пӗр ултӑ миль леререх лутра ҫыран курӑннине астурӗ.

Около одиннадцати часов утра 16 декабря ураган как будто ослабел, мокрый туман рассеялся, и в просвете Джон Мангльс увидел в шести милях под ветром низменный берег.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах тӑвӑл ӑна ҫыран хӗррине ҫӗклесе ҫапсан, вӑл вара пӗтӗмпех ҫӗмӗрӗлет.

Но когда буря бросает его на берег, он безвозвратно гибнет…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл ҫывӑхри инкек, вӑл ҫывӑхри крушени: ҫакӑн пек тӑвӑл вӑхӑтӗнче ҫыран хӗррине пырса тӑрас тесе ӗмӗтленмелли те ҫук.

Близость суши грозила судну гибелью, крушением: в такую бурю нечего было и думать пристать к берегу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвӑл яхтӑна ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле ҫӗклентерсе пырать.

Буря несла яхту на северо-восток.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвӑл урмаллипех урать.

Это был ураган.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте ҫутӑласпа тӑвӑл лӑпланасса кӗтеҫҫӗ.

Все надеялись, что с наступлением дня буря утихнет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑнах та вӗсене Шотландин чи лайӑх парус пирӗсенчен тунӑ, анчах мӗнле пир тӳсме пултарӗ кун евӗрлӗ тӑвӑл асса кайсан?

Правда, они были сделаны из лучшей шотландской парусины, но какая ткань могла сопротивляться напору такого урагана?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed