Шырав
Шырав ĕçĕ:
Клеверӑн типӗтнӗ 6-10 чечек пуххине тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла.Высушенныех 6-10 букетик цветов клевера нужно отпустить в 1 стакан кипятка.
Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Пыршӑлӑх ӗҫӗ пӑсӑлсан 2 апат кашӑкӗ типӗтнӗ ирга ҫырлине тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, хупӑ савӑтпа 2 сехет лартмалла, сӑрӑхтармалла, тӗпӗнчине пӑчӑртаса юхтармалла.
Иргара йӳҫек сахал // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№
Ҫирӗкӗн /ольха/ типӗтнӗ йӗкелӗ вар-хырӑмпа пыршӑлӑх аптратсан питӗ усӑллӑ.При болях в желудке и кишечнике очень полезна сушёная шишка ольхи.
Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№
51. Бегемот теекенскерне Эсӗ виҫҫӗмӗш кунхине типӗтнӗ ҫӗрӗн пӗр пайне панӑ, вӑл ҫавӑнта, пин-пин сӑрт-туллӑ вырӑнта, пурӑнтӑр тенӗ; 52. левиафана шывӑн ҫиччӗмӗш пайне панӑ та ӑна сыхласа хӑварнӑ; Ху кама ҫитерес тетӗн, хӑҫан ҫитерес тетӗн, вӗсем ҫавна валли апатлӑх пулччӑр тенӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Виҫҫӗмӗш кунхине Эсӗ шывсене ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайӗнче пуҫтарӑнса тӑма хушнӑ, ҫӗрӗн ултӑ пайне типӗтнӗ, ун ҫинче Сан умӑнта вӑрлӑх акса тырӑ-пулӑ тума ӗҫлемелле пулнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине эрех тултарнӑ такмак, пӗр савӑт ҫу тыттарнӑ, хутаҫҫине ҫӑнӑх, типӗтнӗ улма-ҫырла тата таса ҫӑкӑрсем чикнӗ, ҫак апат-ҫимӗҫе чӗркесе тарҫин хул-ҫурӑмӗ ҫине хунӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ вӗсен ҫулӗ ҫинчи Хӗрлӗ тинӗсе типӗтнӗ, 14. вӗсене Син тата Кадис-Варни ҫулӗпе илсе кайнӑ; вӗсем ҫав пушхирте пурӑнакансене пурне те хӑваласа янӑ; 15. вара аморрейсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, Есевон хулинче пурӑнакансене пурне те хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тухнӑ та Иордан урлӑ каҫса пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ӗмӗрлӗхе йышӑннӑ, 16. унти Ханаан, Ферезей, Иевусей, Сихем халӑхӗсене тата пӗтӗм гергесейсене хӑваласа ярса вӗсем ҫак ҫӗрте нумайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ; 19. вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иессей Давида, хӑйӗн ывӑлне, каланӑ: пиччӳсем валли пӗр ефа типӗтнӗ тӗш тырӑ тата вунӑ ҫӑкӑр ил те хӑвӑртрах тапӑра пиччӳсене леҫсе пар; 18. ку вунӑ чӑкӑтне пинпӗве леҫсе пар та пиччӳсен сывлӑхӗ ҫинчен, вӗсене мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗл, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ; 11. Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ; 12. вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те арҫын е хӗрарӑм хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулма сӑмах парас пулсассӑн, 3. унӑн вара эрех те, хӑватлӑ шӗвек те ӗҫмелле мар, эрехрен тунӑ сӗрхе те, ӗҫмелли шӗвекрен тунӑ сӗрхе те сыпса пӑхмалла мар, иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленине нимӗн те ӗҫмелле мар, чӗрӗ иҫӗм ҫырли те, типӗтнӗ иҫӗм ҫырли те ҫимелле мар; 4. назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та иҫӗм ҫырлинчен мӗн тунине — вӑрринчен пуҫласа хуппи таранчченех — нимӗн те ҫиес те, [ӗҫес те] пулмасть.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр; 11. сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ; 12. силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр, 13. тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр; 14. хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗрӗс типӗтнӗ милӗк апачӗ выльӑхшӑн питӗ усӑллӑ.
Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№