Шырав
Шырав ĕçĕ:
Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Акӑ халӗ те Пугачев, инҫете пӑхмалли трубана куҫӗ патне тытнӑ та, Берды слободин урамӗн вӗҫӗнче казаксем ҫапӑҫнине сӑнать.
«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тӑрать, сӑнать.
Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл тӑтӑшах витен тепӗр пуҫне, офицерсен кӗсресем хушшине лекнӗ учӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр тапӑҫкаланӑ ҫӗре пырса сӑнать.Он чаще бывал в одном конце конюшни, где не ладили офицерские кони, попавшие в общество кобылы.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дарья, куҫӗсене хӗвелтен аллаппипе хӳтӗлесе, упӑшкин тусан чаршавӗ хыҫӗнче вӗлтӗртетекен шурӑ кӗпи ҫинчен куҫ илмесӗр, пӗр вӗҫӗмсӗр сӑнать.Дарья из-под ладони следила за белой, занавешенной пылью рубахой мужа.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Калаҫу, паллах, тӗрлӗрен пулать, пурне те аса илме ҫук, — Егор ҫаплах сысна курӑкӗн ҫулҫине сӑнать, ӑна чӗрнипе чӗре-чӗре пӑхать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Дозор пӗлмен вырӑнсене ҫивчӗ куҫпа пӑхкаласа сӑнать.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Яша пичче хӑйӗн машини ӗҫсӗр тӑрса япӑхса кайнине салхуллӑн сӑнать, анчах «чертопхайкӑн» шатӑрти моторне ӗҫлеттерме командовани хушман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӑнланса пӗтермелле мар ытарайманлӑхпа пӑлханса сӑнать вӑл кукӑртан ҫил евӗр вирхӗнсе тухса, станци патне пӗтӗм хӑвачӗпе вӗҫтерсе килекен вӗр-ҫӗнӗ, пурӗ те пилӗк вакунлӑ ялтӑркка пуйӑса, унӑн хӑй умӗнчи рельсӑсем сивӗ ҫутӑ пӑнчӑсем пӑрахакан вутлӑ куҫӗсем мӗнле хӑвӑрт ӳссе пынине тата вӗсем еплерех хӑватлӑн ҫунма пуҫланине, ҫавскер, станцӑра чарӑнмасӑрах иртсе кайма хатӗр пеклӗн курӑнать пулин те, чӑшӑлтатса та кӗмсӗртетсе, мӗнлерех час чарӑнма пултарнине — «ыткӑнса пырса, ту хысакне ҫатӑрласа тытнӑ улӑп пекех», — шухӑшлать Ромашов.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Дымов, пуҫне чышкисемпе тӗревлесе, хырӑмӗ ҫинче выртать, вут мӗнле ҫуннине сӑнать; ун ҫине Степка мӗлки сике-сике ӳкет, ҫавна май Дымовӑн илемлӗ пичӗ пӗрре тӗксӗмленет, тепре сасартӑк ҫутала-ҫутала каять…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Акаци сулхӑнӗнчи шыҫмак этем хырӑмӗ мӗнешкел хӑвӑрт-хӑвӑрт хӑпарса аннине сӑнать.Толстяк в тени акации глядел, как быстро поднимались и опускались их животы.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Половцев чӗнмерӗ, вӑл хӗҫӗн хурҫи ҫине сывлать, ун ҫинчи кӑвакрах сӗм епле сарӑлса майӗпен пӗтсе пынине сӑнать, унтан вара хӗҫе сӑрӑ толстовка аркипе шӑлать те ӑна кивӗ йӗнне сыхлануллӑн, ҫемҫен чиксе хурать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов, кулкаласа та хӑй тӗлӗннине пытармасӑр, шарламасӑр, ӑна киленсе сӑнать.Размётнов, улыбаясь и не скрывая своего восхищения, молча любовался ею.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл пӗтӗм тимлӗхӗпе хӗрлӗ автана сӑнать.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Мов» шырать, шӑршлать, пурне те сӑнать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Решетке витӗр кӑларнӑ хоботне вӑл мӑнкӑмӑллӑн сулласа тӑрать, ҫынсене сӑнать.Просунув хобот сквозь прутья клетки, он солидно покачивает им, наблюдая за публикой.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Чечексем ҫинче лӗпӗшсем вӗлтӗртетеҫҫӗ, — Пепе пуҫне ҫӗклет те, хӗвел хӗртнипе куҫне хӗссе, вӗсене тинкерсе сӑнать; вӑл кӑшт ӑмсанса, салхуллӑнрах пӑхать, ҫапах, вӗсем хушшинче ҫак ҫӗр ҫинче хӑйне асла хурса, ыррӑн кула-кула илет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич ирхи апат ҫирӗ, Маша французла мӗнле вуланине итлерӗ, Агафья Матвеевна пӳлӗмӗнче пӑхса ларкаларӗ: лешӗ Ваничка курткине енчен енне вуншар хут ҫавӑркаласа саплать, ҫав хушӑрах кухньӑна чупкалать, унта кӑнтӑрлахи апат валли сурӑх ашӗ мӗнле ӑшаланнине сӑнать, пулӑ шӳрпи пӗҫерме вӑхӑт мар-ши, тет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956