Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑварах тимӗр пичке, мӑкӑлтанса пӗтнӗ лейка выртать, сар ҫу тӗслӗ тавот тултарнӑ кивӗрех витре, хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ хӳтлӗх ларать, улӑм, кӗске кӗрӗк выртать, кунтах ҫӗре шалча тӑрӑнтарса лартнӑ, ун ҫине фанер татки ҫапса хунӑ та, мазутпа «1-мӗш №-лӗ трактор бригади», тесе ҫырса хунӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйӗн ҫынран ютшӑнакан типшӗм те мӑн сӑмсаллӑ, сар ҫӳҫлӗ ачине хӑнисене кӑтартнӑ чух, вӑл кирек хӑҫан та хаваслансах мухтаннӑ:
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫук, вӑл сар аист пекех «ҫухалчӗ».
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ача-пӑча, шкултан тин ҫех тухайнӑ сар сӑмсаллӑ Чӗпӗ, ҫавӑ вара пухура чи пӑрахӑҫ атӑҫӑ пекех ӗҫе-ӗҫе лартать.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав вӑхӑтра Николаевсен алӑкӗ сасартӑк уҫӑлчӗ те сар ҫуттӑн тӗтреллӗ пысӑк пайӑркине самантлӑха тӗттӗмелле ярӑл-л вӑркӑнтарчӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Сар хӳреллӗ хӗрлӗ тилӗ… ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ та йытӑ пек вылять…
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫапма чарӑнсан, сар ҫӳҫлӗ Дымов ҫӗр ҫинчен пӑяв евӗрлӗ темле япалана пушшипе ҫӗклерӗ те лавсем еннелле ывӑтрӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унтан аякрах та мар, халӑх хушшинче кӑтра сар ҫӳҫлӗ Соколов тӑрать.Невдалеке над толпой возвышалась русокудрая голова Соколова.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсене эп Пловдиври ҫирӗм сар пикепе те улӑштармастӑп.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Турӑ сӑвап кӳтӗрччӗ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене, таса Серафимӑпа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Рипсимне; хулӑлламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Ровоама — шуйттан илтӗр вӑл майрана…
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун пек сар пикене ӑҫтан шанса илес пур ху ывӑлна?
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Сӑвап кӳтӗрччӗ турӑ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене: Серафима госпожапа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Римсимие; хулӑнламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Парашкева госпожана — ҫилле илмен хӗре, ҫылӑхсӑр майрана — Ровоама хаджие турӑ ҫырлахтӑрах…
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Сан хӗрӳ, хуҫа, чӑн-чӑн сар пике иккен!
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вырнаҫса ларчӗҫ те пӗр-пӗринпе нумай пӑшӑлтатрӗҫ, хуҫа ывӑлӗпе статски ытларах калаҫрӗҫ, сар сынни сахал калаҫрӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрлӗ пурҫӑн, сар пурҫӑн…
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Княҫсем — вӗсем пуҫӗсене сар пурҫӑнпа илемлететчӗҫ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йывӑҫ тӗмисем ҫийӗн сар тутӑрлӑ пуҫ курӑнчӗ, тутӑрне чиперех ҫыхнӑ ӗнтӗ.Над кустами поднялась голова в желтом платке, уже повязанном, как надобно.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Сар тутӑрли, яланхи пекех, чӗнмесӗр, мӑйне тӑсса, хӑй хырӑмне тинкерсе пӑхса ларатчӗ, анчах тепӗр чухне сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех, ӳркевлӗ те хулӑн, хӑйӑлти арҫын сассипе хурлӑхлӑн сӑвӑласа юрлама тытӑнатчӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Лилисем хыҫҫӑн сар чечексем ӳкме пуҫларӗҫ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951