Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтнӗ (тĕпĕ: пӗт) more information about the word form can be found here.
— «Хыпарсӑр ҫухалнӑ, пӗтнӗ», теҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ялти тимлӗ ҫынсем сӑнанах ӗнтӗ, ҫуркунне юр кайса пӗтнӗ вӑхӑтра е кӗркунне ҫумӑрӗ эрни-эрнипех лӳшкесе ҫунӑ кунсенче, ҫырма хӗрринчи ҫӗрсем мӗнле катӑла-катӑла ишӗлсе сарӑлнине!

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫӳҫӗсем шап-шурӑ, пичӗсем пӗркеленсе пӗтнӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллинчи пуртти те юнланса пӗтнӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнпа вараланса пӗтнӗ кӗпе ӳт ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, типсе хытса пырать, хуп пек каптӑртатать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Куҫ умне Тимофей Михайловичӑн юнланса пӗтнӗ кӗлетки тухса тӑчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Часах ларакан тенкел айӗнчен хура сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ милӗкпе витре туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юлташӗсем саланса пӗтнӗ ӗнтӗ: хӑшӗ Ҫӗпӗрте, хӑшӗ Ҫурҫӗрте, пӗри тата таҫта космодром таврашӗнче ӗҫлет.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Нумаях юлман вӗсем, чылайӑшӗ ҫӗршыв тӑрӑх саланса пӗтнӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эп ӑна мухтарӑм, анчах пӗтнӗ юратӑва тепӗр хут ҫӗнетме вӑй ҫитереймерӗм.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫӑрӑлса пӗтнӗ ҫулсем ҫинче тертленнӗ хыҫҫӑн асфальт ҫинче ытла та канӑҫлӑ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫӗнӗ тырӑччен кивви пӗтмест, пӗр пичкери сӑра пӗтнӗ ҫӗре тепри йӳҫет, аш-какайпа ҫӑва тухатпӑр, спасра така пусатпӑр.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Пурӑнатпӑр ҫавнашкал сиплешкелесе, ҫӗнӗ тырӑччен кивви пӗтмест, пӗр пичкери сӑра пӗтнӗ ҫӗре тепри йӳҫсе ҫитет, ашпах ҫӑва тухатпӑр, спасра така пусатпӑр.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Халлӗхе ман сирӗнпе ӗҫ пӗтнӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Анукӑн пӗтнӗ пуҫӗ ҫавӑнта пулӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни ҫулах камӑн та пулин хӑййи маларах ҫунса пӗтнӗ, пуслӑхӗ хӗвеланӑҫ еннелле ӳкни те пулман мар.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эккей, э, сывлама та памаҫҫӗ-ҫке… Кусем ҫаратса кайнӑ хыҫҫӑн тата мӗн тӑрса юлӗ? Никама та кирлӗ мар пархатарсӑр пурнӑҫ ҫеҫ. Мӗн тесе шеллемелле-ха ӑна? Хирӗҫ чупса тухас та, ан тив, пӑшалӗпе печчӗр — ӗҫӗ те пӗтнӗ!» — пӗтӗм чун хавалӗпе тӑвӑлланса тӗвтурӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтнӗ пуҫӑм ҫав пулать вара! — кула-кула каларӗ те Аркади хӑйра ларкӑчӗ ҫине хӑпарчӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашши пӗтнӗ сан, тимӗрҫӗ пичче! — тахӑшӗ ҫивӗччӗн хуравларӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed