Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппанпа Макҫӑм Кашкӑр Палюкне тытса Хура кӗпер айне пӑрахнӑ.
XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хуллен ращаналла шӑвӑнасшӑнччӗ, тӑма хӑтланчӗ те ӑшчикӗ вут ҫине пӑрахнӑ пек ҫунма тапраннӑран, каялла йӑванса анчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унӑн ҫинҫе те чӑлт-шурӑ пирне таҫта тусанпа хӑрӑм ҫине пӑрахнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем аттене вӗлерес пек хӗненӗ те аслӑ ҫул ҫине кӑларса пӑрахнӑ.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнта пӑрахнӑ ҫынна выҫӑ йӗкехӳресем чӗрӗллех кӑшласа-ҫисе вӗлернӗ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗчӗҫ те тӗлӗнчӗҫ: Иван, кӗпине хывса пӑрахнӑ та, калумпа вутӑ ҫурать, Санюк вӑл ҫурнине шаршан туса купалать.
Санюк патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл крепостник ывӑлӗ пулнӑ, хӑйсен килӗнче ӗҫлекен хӗре юратса пӑрахнӑ.
Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— «Халӑх, каҫар мана. Эпӗ ку таранччен сире суйса-улталаса пурӑнтӑм. Халӗ, Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, капла пултараймастӑп», — тенӗ те — хӗресӗпе рясине хывса чиркӳ урайне пӑрахнӑ.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑявсене салтса тӑлӑпа уҫсан, унта ҫӑварне, алсапа пӑкӑланӑ, хӑйне тилхепепе ҫыхса пӑрахнӑ ывӑлу выртнине курах кайрӑмӑр.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Следстви вӑрахчен пынӑ хыҫҫӑн 1927 ҫулта суд йышӑннӑ приговор тӑрӑх, Шаккура вӑрӑ-хурахла тискер ӗҫӗсемшӗн Хусанта персе пӑрахнӑ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл икӗ лавне унта тӑратса хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшпе лавкка патне пырса чарӑннӑ, икӗ хуралҫине те тӑлӑпӗсемпе хупласа ҫыхса пӑрахнӑ та Хусан хӗррине ӑсатнӑ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗрӗссипе, ӗнтӗ ӑна ҫунакан ҫуртсем патне ҫӗклеме те пӑрахнӑ: пӗрех усси ҫук.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй икӗ аллине те сарса пӑрахнӑ, месерле выртать.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, хӑлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑкӑртан, айӑкран, хырӑмран чыша-чыша илеҫҫӗ, пылчӑк ҫине тӑсса пӑрахнӑ ҫын ҫине улӑхса сикеҫҫӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Панчукӑн кӗсри уйӑх каялла хӑм пӑрахнӑ чух вилсе кайрӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унта пырса тӗкӗнчӗ, кунта пырса ҫапӑнчӗ — пур ҫӗрте те ҫыхса пӑрахнӑ пӑлхавҫӑсем.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫитменнине вӗсене ҫыхса пӑрахнӑ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Виллине вӑрмана чавса чикмен ӗнтӗ, шыва пӑрахнӑ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Каярахпа Кӗркке ҫакна пӗлчӗ: Али-Акрама ҫармӑс мӑрсисем ӗнер тӗттӗм пулнӑ-пулманах касса пӑрахнӑ иккен.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӑван шӑллӗ, ман усал пичче Исмаил пӑвса пӑрахнӑ ӑна.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.