Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫлакан (тĕпĕ: пурнӑҫла) more information about the word form can be found here.
Шупашкарта ҫак кунсенче иртнӗ кинофестивале культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗтӗмлетрӗ.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӗҫе мӗнле йӗркеленипе вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова паллаштарчӗ.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Петрова вӗренӳ заведенийӗсенче паха пӗлӳ парассишӗн пурнӑҫлакан ӗҫсене тишкерчӗ.

Временно исполняющая обязанности Министра образования Светлана Петрова оценила работы отвечающих за качество образования в образовательных заведениях

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл ҫавӑн пекех «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тӑван литературӑна халӑхра сарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем /«Хыпарта» ҫеҫ — «Кӗнеке ҫӳлӗкӗ», «Пурӑнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чӑваш тӗнчи» страницӑсем тухса тӑраҫҫӗ/ ҫинчен те чарӑнса тӑчӗ.

Она также отметила работу Издательского дома "Хыпар" по пропоганде родной литературы среди народа (только в "Хыпар" выходят такие страницы как "Книжная полка", "Живет в деревне писатель", "Культура", "Литература", "Чувашский мир").

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов республикӑра шыва кӗмелли сезон тапхӑрӗнче шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтересси пирки чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ун пирки ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова пӗлтерчӗ /тӗплӗнрех 3-мӗш стр./.

Help to translate

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова шӑпах ҫав ыйтупа — Чӑваш Ен Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленни ҫинчен — сӑмах илчӗ.

Как раз с этим вопросом - о подготовке к Единым Государственным экзаменам - выступила исполняющие обязанности министра образования и молодежной политики ЧР Светлана Петрова.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗрлехи информаци кунӗ ЧР конкурентлӑ политика тата тарифсен службин ертӳҫинчен Альбина Егоровӑран, райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Масловӑран, Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗнчен Владимир Вершининран йӗркеленнӗ ушкӑншӑн та тухӑҫлӑ иртрӗ.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Паянхи тӗлпулу хыҫҫӑн вырӑнти влаҫпа алла-аллӑн пурнӑҫлакан проектсен шучӗ ӳсессе шанатӑп, — терӗ Михаил Волков.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Банк хутшӑннипе республикӑра пурнӑҫлакан сумлӑ инвестици проекчӗсем те пур.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Юлашки вӑхӑтра ВТБ дирекцине «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статусӗпе ертсе пынӑ.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакна палӑртас тетӗп: кӑҫал вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене проектлас, тӑвас, юсаса ҫӗнетес енӗпе пурнӑҫлакан полномочисене патшалӑх влаҫӗн органӗсене панӑ.

Хочу отметить, что в этом году полномочия органов местного самоуправления по проектированию, строительству, реконструкции автомобильных дорог местного значения переданы органам государственной власти.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республикӑра патшалӑх гарантийӗсен программисене пурнӑҫлакан патшалӑхӑн мар медицина учрежденийӗсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланса пырать.

Ежегодно в республике растет число негосударственных медицинских организаций, участвующих в реализации программы госгарантий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Шухӑшӗ ансат – тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма май парать.

Идея проста - только честный и вдохновенный труд приносит блага, как материальные, так и духовные, является способом самоутверждения и самовыражения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кунта РФ Оборона Министерствин представителӗсем, ӗҫе пурнӑҫлакан влаҫӑн регионсенчи органӗсем, Чӑваш Енрен вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ С.Кудряшов, Муркашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫумӗнчи «Родина» ятлӑ ҫарпа патриот клуб руководителӗ В.Львов, Шупашкарти 37-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ҫумӗнчи музей руководителӗ В.Яковлев хутшӑннӑ.

Help to translate

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Чӑваш Республикин ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Чепрасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — республикӑра пурӑнакансем уявсенчи мероприятисен хальчченхинчен те йышлӑн, хастар хутшӑннӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, Конкурент политикипе тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Маслова хутшӑннӑ.

Help to translate

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

- Мӗн ҫамрӑкран тытӑнсах хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакан ертӳҫӗсемпе ӗҫлеме тӳр килни тата вӗсен шанӑҫӗ хавхалантарчӗ, ӗҫе юратса пурнӑҫлама хистесе тӑчӗ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне мӗнле хатӗрленни ҫинчен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed