Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм ӗнтӗ: аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, сӑваплӑ ҫынсене эпӗ нумайӑшне тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те ҫавна тума канаш парса тӑраттӑм.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ, 22. пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чирӗсенчен, суранӗсенчен, усал сывлӑшсенчен сыватнӑ, суккӑрсене те нумайӑшне куракан тунӑ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр тарҫине янӑ — ӑна вӗлернӗ; ыттисене те нумайӑшне е хӗненӗ, е вӗлернӗ.5. И опять иного послал: и того убили; и многих других то били, то убивали.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иродиада ӗнтӗ Иоана курайман, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах апла тума пултарайман, 20. мӗншӗн тесессӗн, Иоанн сӑваплӑ, таса ҫын иккенне пӗлсе, Ирод Иоанран хӑранӑ, ӑна хӳтӗленӗ; ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн канашланӑ пек тунӑ, вӑл каланине кӑмӑлласах итленӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13. усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ, чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Вӑл нумайӑшне сыватнӑ, ҫавӑнпа та чирлисем Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе Ун патне талпӑннӑ.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл тӗрлӗ чирпе хӗн куракансене нумайӑшне сыватнӑ; усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ; усалсене Вӑл Хӑй Христос иккенне пӗлнине калама чарнӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫав самантра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ; ҫӗр чӗтреннӗ; чулсем ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ; 52. тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ; вилнӗ сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ; 53. Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсем тупӑклӑхсенчен тухса сӑваплӑ хулана кӗрсе нумайӑшне курӑннӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумайӑшне пултарнӑ, анчах сахалӑшӗ ҫӑлӑнӗ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Паллӑсем пирки ҫапла калатӑп: ҫӗр ҫинче пурӑнакансене нумайӑшне сехӗрленӳ ярса илӗ, ун чухне чӑнлӑх ҫулӗ хупӑнӗ, тӗнчере ӗненӳ чакӗ, 2. вара эсӗ халӗ курса тӑракан, илтессе те тахҫанах илтнӗ тӳрӗмарлӑх ӳссе кайӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ мӗнле килсе тухнӑ: алла-аллӑн тытӑҫура тӑшмансене пӗтерсе тӑкнӑ, нумайӑшне тыткӑна илнӗ.5. Итак случилось, что противники поражены были в рукопашном бое, и многие взяты в плен.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшне ҫӗре чикмесӗрех хӑварнӑскер, вӑл хӑй те ашшӗсен тупӑклӑхне тивӗҫлӗ пулман, уншӑн никам та хӳхлемен, ӑна пытараканӗ те пулман.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумайӑшне тӑван ҫӗршывӗнчен хӑваласа янӑ ҫын хӑй те ютра пӗтнӗ: вӑл, хӳтлӗх тупма шанса, Лакедемони ҫыннисем патне тӑванлӑх шыраса пынӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Лисимах ҫапла тискерленнине курса, пӗрисем чул, тепӗрисем шалча ярса тытнӑ, хӑшӗсем вара, ҫӗртен тусан ывӑҫла-ывӑҫла илсе, Лисимах ҫыннисем ҫинелле ывӑтнӑ, 42. ҫапла майпа вӗсенчен нумайӑшне амантнӑ, тепӗрисене вӗлернӗ, вара пурне те каялла хӑваласа янӑ, Турӑран кулакана хӑйне мул управӑшӗ ҫывӑхӗнче вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Кендевей ӗнтӗ Иамния хулине ҫитнӗ те халӑха вӑрҫа хӗтӗртсе тӑма тытӑннӑ, Иудея ҫӗрне тапӑна-тапӑна кӗрсе, нумайӑшне тыткӑна иле-иле кайса вӗлернӗ; 41. Кедрон хулине те туса лартнӑ, хӑйне патша хушнӑ пек, утлӑ тата ҫуран ҫарне, вӗсем хуларан Иудея ҫулӗсем тӑрӑх кайса ҫӳреччӗр тесе, ҫавӑнта вырӑнаҫтарса тухнӑ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.