Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниме the word is in our database.
ниме (тĕпĕ: ниме) more information about the word form can be found here.
Ниме пӑхмасӑр эсир ҫӳллӗ шайра пулатӑр.

Несмотря ни на что, вы везде и во всем окажетесь на высоте.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эппин, ниме пӑхмасӑр ӗҫре хӑвӑра йӗркеллӗ тытма тӑрӑшӑр.

Так что на службе старайтесь держать себя в руках.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ сирӗн лӑпкӑ пурӑнас килӗ, ҫапах пӗлтерлӗшлӗ ӗҫсем тупӑнӗҫ, вӗсене ниме пӑхмасӑр пурнӑҫлама тивӗ.

В это время у вас появится потребность в упорядоченной и размеренной жизни, возможно, будут важные дела, которые надо сделать, не отвлекаясь на разные неожиданности.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере ниме тӑман хутшӑнусем йӗркеленӗҫ.

Этот период в основном способствует завязыванию легких, ни к чему не обязывающих отношений.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапах ниме пӑхмасӑр хастар пулма тивӗ.

Однако придется активно действовать несмотря ни на что.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тата ӑҫтан пӗлетӗн-ха, те лайӑх ҫынсем вӗсем Сарри таврашсем, те ниме тӑман ҫынсем.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак йӑласене хирӗҫ кайсан сана вӗсен ҫилли килсе ҫапӗ те, эсӗ ниме те юрӑхсӑр этеме тухӑн.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Маншӑн пулсан — ниме те пӗлтермест: эп ресторансенче выляман, вӑхӑт та ҫук — кӗҫ лекцисем пуҫланаҫҫӗ, — ал сулчӗ Эльгеев.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Геморрагиллӗ чечче хӑвачӗ умӗнче ҫич-сакӑр ҫул каярах хул кастарни ниме те тӑмасть, — терӗ Ефремов.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Совет пир-авӑрӗ ку диагональ ҫумӗнче — ниме тӑман япала! — терӗ шӗвӗр сӑмса.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Укҫин шучӗ пысӑкчӗ те, хакӗ ниме те тӑмастчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай мӑрса хапхаран тухса кайнине курчӗ те хӑпӑл-хапӑл хатӗрленсе ниме пӑхмасӑр вӑрмана тапса сикрӗ.

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тепӗр чух, асӑрхамасан, выльӑх кӗтӗвӗ пекех хӑваласа каяҫҫӗ, ниме те уяса тӑмаҫҫӗ, — сӗтел ҫине пӗр чашӑк тӑварланӑ кӑмпа лартса пачӗ старик.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери танлӑ ҫын, Баратынский йӑхӗпе мухтанма юратакан хӗрарӑм паян ниме те ӗненмест.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Сутӑнчӑк, хӑравҫӑ, ниме тӑман ҫын, офицер ятне хапсӑннӑ чӑваш!» — терӗҫ пулӗ ӑна Лукинӑн куҫӗсем.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш сасартӑк хӑйне ниме тӑман ҫын пек туйрӗ, анчах юлташне ун ҫинчен пӗлтересшӗн пулмарӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗренисене турттарса килес пулсан, ниме тӑвӑттӑмӑр!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туй туса ирттересси — ниме ӗҫки тӑвасси мар, сӑра-эрех ӗҫнипех ҫырлахас ҫук.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Политика ыйтӑвне ниме кирлӗ мар ялти «тет»-семпе хутшӑнтарни килӗшмест историке.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed