Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лараҫҫӗ (тĕпĕ: лар) more information about the word form can be found here.
Ишӗлмесӗр юлнӑ кӑмакасем хура мӑрйисене пӗлӗтелле кӑнтарса лараҫҫӗ, пур ҫӗрте те ҫунса кӑмрӑкланнӑ юпасем, пӳртсемпе хуралтӑсен ишӗлчӗкӗсем, ҫулҫисем ӗнсе сарӑхнӑ йывӑҫсем…

Help to translate

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурӑнташ-тӑвансем тӗл пулса пӗр-пӗрне сывлӑх сунаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса сулхӑна кайса лараҫҫӗ те уяв пуҫланиччен сӑмаха шӑкӑл-шӑкӑл шӗкӗлчеҫҫӗ, паян хӑшӗ мӗнпе чапа тухма пултарни ҫинчен тӗшмӗртсе калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрин ҫинче тепри лараҫҫӗ.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, сирӗн хушӑра Мӑҫтукпа Хрестук лараҫҫӗ.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте айлӑмра лараҫҫӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел хушшинче Казаковпа Степанов, Карачӑм, Долотов тата майралла тумланнӑ хӗр лараҫҫӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитӗннӗ хӗрсем лараҫҫӗ, ҫамрӑккисем, ҫывӑрма кайиччен, ура ҫинчех тӑраҫҫӗ, аслисем юрланине, вӑйӑ каланине итлеҫҫӗ, хӑйсем те майӗпен-майӗпенех вӗсем пек пулма хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сыснасем чӑнах та урсах кайнӑ тейӗн: хартлатаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, шӑлӗсене шатӑртаттараҫҫӗ…

Help to translate

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавӑн икӗ енӗпе икӗ ҫын пырать, урапа ҫинче тата виҫ-тӑваттӑн лараҫҫӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем вӗри ҫӗрулмине кӗпе аркисем ҫине илеҫҫӗ те айккинелле кайса лараҫҫӗ, сумкисенчен тӑвар е ҫӑкӑр чӗлли, е пашалу кӑларса, ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, хӑлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑкӑртан, айӑкран, хырӑмран чыша-чыша илеҫҫӗ, пылчӑк ҫине тӑсса пӑрахнӑ ҫын ҫине улӑхса сикеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳнта пысӑк кӑмака, шкап, сӗтел, икӗ сарлака йывӑҫ кравать лараҫҫӗ.

Help to translate

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла кашни йывӑҫӗ айӗнче пекех, пӗчӗк кӑна тӑпӑл-тӑпӑл пӳртсем пек, вӗллесем курӑнса лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, ял хӗрринчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиех, тӑват-пилӗк ҫухрӑм та пулӗ, йӑвӑ ӳсекен йӑмрасем акӑш-макӑшшӑн кашласа лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупӑш ӳснӗҫемӗн техника паркӗ те пуянланса пырать, тырӑ-пулӑ упрамалли складсем, ҫӗрулми хранилищисем хӑпарса лараҫҫӗ, ял халӑхӗ валли ӗҫ вырӑнӗ те уҫӑлать.

Help to translate

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

— Хӑмӑшлӑх леш енче Мамич-Бердейпе темле хӗрарӑм лараҫҫӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак сисместӗн те, аҫипе ами сан ҫӗлӗкӳ ҫине пырса та лараҫҫӗ.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килти пианино умне час-часах лараҫҫӗ арҫын ачасем, баяна та пырса туртаҫҫӗ.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

— Каларӑм-ҫке сире, Кӑрмӑшра, Лупин воевода нӳхрепӗнче ман ҫынсем лараҫҫӗ.

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑкран хӑракаласа кӗчӗ те мӑрса хӑй мӗн курнине хӑй ӗненмерӗ — Салтыков наместника хирӗҫ чаплӑ тенкелсем ҫинче ун ывӑлӗпе мӑнукӗ лараҫҫӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed