Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
…Анчах манӑн пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен пысӑк улшӑнусем пулчӗҫ, эпӗ хам сисмесӗрех йӑнӑш ҫул ҫине кӗрсе кайрӑм, кайран, хам йӑнӑш ҫулпа шала, инҫете кайнине курсан, хама хам чараймарӑм.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ермилова Зинаида Григорьевна, Ермилов П. В. арӑмӗ, кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳксе вилнӗ (медицина кӑтартни).

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

…Тепӗр вырсарникун утара Ермолаев хӑйӗн машинипе кӗтмен ҫӗртен тепӗр хут килчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ялта ӑна тепӗр кӗтмен тӗлпулу кӗтсе тӑнӑ иккен.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫакӑн пек кӗтмен ыйту Ермолаева тӗлӗнтерчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Иккӗмӗш талӑкра кӑна вӑл кӗтмен ҫӗртен хытӑ кӑшкӑрса янӑ иккен.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Георгий хӑй те, ҫак кӗтмен хыпара илтсен, малтанлӑха ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пырсан-пырсан шыв ҫинче пулӑсем епле сиксе вылянине пӑхрӗҫ, хӑва хушшинче кӗтмен ҫӗртен шӑпчӑк юрласа ярсан, чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ӑна ҫак кӗтмен тӗлпулу хытӑ хумхатса яни уҫҫӑнах курӑнчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Профессор хӗрачасене тав тума тӑнӑччӗ сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен, чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл ман ҫине пӗр самант темле пысӑк япала калас пек пӑхса тӑчӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен ҫапла ыйтрӗ:

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тӗтреллӗ, чӗлтӗртетсе ҫеҫ тӑракан ӑсра кӗтмен ҫӗртен лесникпе унӑн арӑмӗ, вӗсен хӗрӗпе ачи тухса тӑчӗҫ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл ун ҫинчен кӗтмен ҫӗртен кӑна аса илчӗ-ха.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мӗн тери кӗтмен япаласем!

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аньӑшӑн вара пачах та кӗтмен вӑрттӑнлӑх уҫӑлчӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аня кунта сасартӑк, пачах та кӗтмен ҫӗртен, анчах хӑй тӑршшӗпех кӗтсе тӑнӑ япалана курчӗ, курчӗ те шартах сикрӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тата вунӑ утӑмран Аня кӗтмен ҫӗртен икӗ хурӑн хушшинче сак курчӗ, тӗлӗнчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Илтетӗн-и, кирлӗ мар!.. — йӑлӑнчӗ Аня, унтан, пачах та кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк йӗрсе ячӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Кӗтмен ҫӗртен ҫав ҫут шевле тем сӑлтавпа куҫран ҫухалчӗ, тӗксӗмленчӗ — ах, начарччӗ!..

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed