Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кирлех (тĕпĕ: кирлӗ) more information about the word form can be found here.
Материалсем нумайӑшӗ ҫитмеҫҫӗ, тен, вӗсем паян кирлех те мар пулӗ, анчах часах кирлӗ пулӗҫ, вара строительствӑра ирӗксӗрех чӑрмавсем сиксе тухӗҫ.

Многих материалов нехватает, они, может быть, пока и не нужны, но скоро понадобятся, и тогда неизбежны задержки в строительстве.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шухӑшласа пӑхӑр-ха, фронтран темиҫе пин ҫухрӑмра тӑвакан нефтепровод тепӗр ҫултан тин ӗлкӗрет пулин те, вӑл кирлех тата вӑрҫӑра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать пулсан, фашистсене хирӗҫ пыракан вӑрҫӑн пӗтӗм планне малтанах витӗр пӗлсе туни курӑнать!

Подумайте: если нефтепровод, отстоящий от фронта на несколько тысяч километров, нужен и занимает в войне определенное место, хотя и поспеет только через год, то какая мудрость предвидения заложена в общем плане войны с фашистами!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тыл мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен калаҫма кирлех те мар, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне.

— Незачем говорить о роли тыла в войне, — продолжал он.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирлех пулсан — виҫӗ ҫул, пилӗк ҫул, вунӑ ҫул!

Если нужно — три года, пять лет, десять лет!

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирлех пулсан — ҫулталӑк!

Если нужно — год!

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗнпе строительство ҫинчен халь калаҫни кирлех те мар.

Толковать с вами сейчас о строительстве не к чему.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Орудисем пире мӗн пулсан та кирлех.

Орудия нам нужны во что бы то им стало.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӑл ӗҫ валли эпӗр 100, 200, кирлех пулсан 300 ҫын та уйӑрса яма пултаратпӑр.

Для этой работы можно выделить 100, 200, наконец 300 человек.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кунта эпӗ ытла кирлех мар.

Здесь я особенно не нужен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Анчах вӑрманта дисциплинӑна тытса тӑма — вӑл кирлех.

Но для сохранения дисциплины в лесу — это нужно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Мӗнех вара, памасан та хӑрамалли ҫук, — терӗ капитан: — тӗрӗссипе каласан, кунта, лаша кирлех те мар, ҫапах та ыйтса пӑхма юрать, паян ыйтса пӑхам-ха эпӗ.

— Что ж, откажет — не беда, — сказал капитан, — тут-то лошади, по правде, и не нужно, а все попытать можно, я спрошу нынче.

19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Вилме кирлех пулсан, мана пӗтерме кирлӗ пулсан, петӗр мана, турӑҫӑм, — шухӑшлама тытӑнчӗ вӑл, — хӑвӑртрах пӗтер; анчах та манра ҫук харсӑрлӑх, ҫирӗплӗх кирлӗ пулсан, пар мана вӗсене, хӑтарсам-и ӗнтӗ намӑсран, чӑтса ирттерме пултараймастӑп эпӗ ӑна, анчах вӗрент мана, мӗн тумалла ман эсӗ хушнине пурнӑҫа кӗртес пулсан».

«Ежели нужно умереть, нужно, чтоб меня не было, сделай это, Господи, — думал он, — поскорее сделай это; но ежели нужна храбрость, нужна твердость, которых у меня нет, — дай мне их, но избави от стыда и позора, которых я не могу переносить, но научи, что мне делать, чтобы исполнить твою волю».

14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

• Ну, мӗн тӑвас ӗнтӗ, кирлӗ пулсан, кирлех пултӑр, Елена Павловна, — ассӑн сывласа илчӗ Иван Евдокимович, — сан ачасемшӗн вӗренесси, паллах, чи кирли.

— Ну, что ж, надо так надо, Лена Павловна, — вздохнул Иван Евдокимович, — учеба для твоих, конечно, первое дело.

Мишӑн ӗҫӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ман хамӑн та ӑна тепӗр хут илтес килет, хам шутпа пӗчӗккисен те ҫакнашкал ӗҫ ҫинчен пӗлме кирлех пулӗ тесе шутлатӑп.

И мне охота еще раз послушать, а этим малым, как я думаю, про такие дела знать непременно надо.

Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗр ҫапла иккӗн пӗрле пурӑнни конспираци енчен питех майлах марччӗ, анчах та кунти пек инҫетри чӑтлӑх кӗтесре ытлашшипех сыхланма та кирлех пулман пире.

Правда, наша совместная жизнь не совсем отвечала правилам конспирации, но в этом глухом районе мы в маскировке не нуждались.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Халӗ ӗнтӗ ҫавна тума кирлех пулнӑ.

Теперь это вдвойне стоило сделать.

LХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Анчах ку кирлех мар, — терӗ вӑл татах, ответ пулассине кӗтмесӗр.

— Но это не важно, — продолжала она, не дожидаясь ответа.

LXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мана ҫавӑн пекле туйӑнать, анчах вӑл кирлех мар.

Мне кажется так, но это не важно.

LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эпӗ мӗн шухӑшлани кирлех мар.

— Не важно, что я думаю.

LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл хӑйӑ ҫутмарӗ — ҫутӑ кирлех пулман.

Света он не зажег — в этом не было надобности.

LI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed