Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑвашла пуплевӗшсене вырӑсла куҫарма вӑхӑт ҫук е ку ӗҫ сирӗншӗн йывӑртарах пулсан, укҫӑ-тенкӗпе те пулӑшма май пур.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 700 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27866.html
Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 700 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27866.html
Пире, тен, вӑрманти партизансенчен йывӑртарах та пулӗ ӗҫлеме.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫын кӑмӑлӗ мӗн чухлӗ вӑйлӑрах, хуйхӑ пулсан, ӑна ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӳрех калатӑп сана, ку йывӑр ҫын, биографийӗ те унӑн Ефимов биографийӗнчен йывӑртарах.Это, скажу тебе, трудный дядя, и беда в том, что у него биография потяжелее, чем у Ефимова.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Калӑпӑр, пирӗн стройкӑна туса пӗтерсен, ӑна тепӗр ӗҫе, тата та йывӑртарах ӗҫе куҫарӗҫ, тейӗпӗр.Предположим, наша стройка закончится и его переведут на другую, более трудную.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Мӗн чухлӗ йывӑртарах, ҫавӑн чухлӗ чӗре лӑпкӑрах пулмалла.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак ӗҫе тума тип ҫӗр ҫинче те йывӑр, нефтепровода пролив урлӑ хывмашкӑн темиҫе хут йывӑртарах.Трудная даже на суше, укладка его во много раз усложнялась в проливе.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун патне кӗме нарком патне кӗрессинчен те йывӑртарах.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл яланах манран йывӑртарах ӗҫ ыйтатчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ку ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫе ҫӗнӗрен тӑвассинчен те чылай йывӑртарах.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Новинскран тухса кайма йывӑртарах, кирек мӗнле кайма хӑтланнине те Батмановпа Беридзе, тен, тӗрӗс мар ӑнланӗҫ, тӑшманла сиввӗн пӑхӗҫ, эпӗ мӗншӗн кайма шутланине ӑнланмӗҫ, эпӗ урӑхла тума пултарайманнине ӗненмӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Сирӗн ҫулхи ҫынна хуралта тӑма та, операцисене ҫӳреме те йывӑртарах, атӑ юсакан пире ҫав тери кирлӗ.В вашем возрасте тяжеловато стоять на посту и ходить на операции, а обувь чинить нам дозарезу нужно.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Йывӑртарах кӑшт, — тӳрех каларӑм эп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Тӑшман ҫывӑхнерех ҫитме тӑрӑшас пулать, — терӗ командир Арон сӑмахне итлемесӗрех, — кайран ҫывхарма йывӑртарах пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Ниушлӗ халичченех мирлешеҫҫӗ вара? — терӗ Гальцин вырӑсла, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илсе, штабс-капитаншӑн пулсан ӗнтӗ ку: «Французла калаҫма йывӑртарах пулать пулас, сире, вырӑслах калаҫар мар-и луччӗ?..» тенӗнех туйӑнчӗ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Малтан вӑл кӗлтесене алӑ вӗҫҫӗн йӑтрӗ, унтан хулпуҫҫи ҫине хурса, унтан хӑй ҫумне пӑчӑртаса, ҫапах кашни кӗлте ӑна малтанхинчен йывӑртарах туйӑнчӗ.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чӑн та ӗнтӗ, юлашки вӑхӑтра ӑна йывӑртарах килнӗ, вӑл ӗнтӗ чылай тискерленсе кайнӑ.Правда, ему туговато пришлось за последнее время, и он порядком одичал.
ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Автанне вӗлерсен, вӗсене тата йывӑртарах килнӗ.
Автанпа тарҫӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах чӳлмекҫӗ патӗнче ӗҫ ӗлӗкхинчен те йывӑртарах пулнӑ.
Лашапа хуҫисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.