Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнӑ (тĕпĕ: вырт) more information about the word form can be found here.
Ҫулӑн икӗ айккипе ансӑр анасем тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй вӑл алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче ҫӗтӗк сӑхман витӗнсе выртнӑ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тен, хӗрӳ эс ыталаса илессе ҫех кӗтсе выртнӑ?

Может, она только и ждала, когда ты ее обнимешь.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Прапорщикпа фельдфебель чупса ҫитнӗ ҫӗре Ваҫукпа тепӗр салтак, вӑл та чӑваш ҫамрӑкӗ, юр ҫинче выртнӑ, Григорьев сӑмсинчен юн кайнӑ пулнӑ; ыттисем, тӗркӗшӗве хутшӑннисем, нимӗн те курман-илтмен пек пулса тӳрленсе тӑма ӗлкӗрнӗ.

Когда подбежали прапорщик и фельдфебель, большинство дерущихся успели занять свои места и вели себя как ни в чем не бывало; на снегу остались лежать Васюк и солдат, на которого он упал, тоже чуваш. У Григорьева из носу шла кровь.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те канма выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларнӑ ӗнтӗ, пӗр хут пусма кӗпепе ҫеҫ, ярханах, тур каҫартӑр та, кӗпи витӗр пӗтӗм кӗлетки палӑрса тӑрать.

То ли прилегла отдохнуть, то ли, наоборот, только что встала ото сна — в тоненьком прозрачном белом платьице, сквозь которое видно все ее прелестное тело.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑҫ сулхӑнӗ аяккалла шунипе Укка хӗвел питне тухса выртнӑ та — ӑна та туймасть, ыйӑха туртать кӑна.

жена так сладко спала, что не чувствовала, как тень от березы отошла в сторону и по лицу загуляло солнце.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан анне кӑмака питлӗхне уҫса пӑхни, тӗпелти сакка шӑлса типӗтни; ҫӑкӑрне пӗрерӗн кӑларса тӗпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ӑна кӗл ҫыпӑҫасран таса тутӑр таткипе шӑлса илни; шакӑр тухса выртнӑ ҫӑкӑра ҫӳхе ал шӑллипе витсе хуни.

И вот наконец мать открывает заслонку и, загодя протерев чистой тряпкой лавку, начинает один за другим вынимать из печи душистые караваи. Она постукивает их по донышку — проверяет, готовы ли, отряхивает лишнюю золу белой тряпкой и укладывает звонкие головки в ряд, укрывает тонким полотенцем.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уявра вара кӑмака ҫине юнашар хӑпарса выртнӑ та туртнӑ ыйӑха.

А в праздники забираются на печку и спят сладко-сладко.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа Романов Макар больницӑра уйӑх ҫурӑ выртнӑ пулнӑ.

И не зря Макар Романов провалялся в больнице полтора месяца.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав кӗске самант хушшинче Янтул путвалта пачах сывлӑш ҫуккине туйса илчӗ, урай варринче ӑна тум-тир купи выртнӑ пек курӑнса карӗ.

так что увидеть удалось немногое: посреди пола высилась куча какого-то тряпья, Яндулу показалось, что оно шевелится…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепрер сехет выртнӑ пулсан ӑна чиперех тинӗсе юхтарса кайӗччӗ.

Через час-другой он вполне мог утонуть вместе с ним.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна уйран ҫине те темӗн ярса пачӗҫ иккен, мӗнле ӳсен-тӑран пулчӗ-ши ку тесе аса илме хӑтланса выртнӑ ҫӗртех Янтул ҫывӑрнӑ кайнӑ.

В уйран ему, по всей вероятности, добавили какую-то траву, потому что его сразу потянуло в сон.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырӑ турӑ, ырӑ тур амӑшӗ, пӳлӗхҫӗ, пӳлӗхҫӗ амӑшӗ хӑрпан, хӑрпан амӑшӗ хӑт, хӑт амӑшӗ юсав, юсав амӑшӗ ырӑ уйӑх-хӗвел, пире тӑрантаракан илпеклӗ ана-ҫаран, пах-тӑр юман-йывӑҫ — пулӑшӑр мана, ҫуралнӑ кӗтесе, атте-аннем утса ҫӳренӗ, вилсен унпа витӗнсе выртнӑ ҫӗре-шыва тупса парӑр, йӑлӑнатӑп, тархаслатӑп сире, — пӗли-пӗлми кӗлӗсене мӑкӑртатать Янтул.

«Добрые боги, пюлех, хырбан, хыт, юсав, щедрые луна и солнце, леса и поля, нас кормящие, деревья-богатыри, все-все — помогите мне обрести землю, по которой ходили мои отец-мать, помогите найти их могилы, умоляю вас, прошу вас…» — знаючи-не знаючи молится Яндул.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван тӑрӑх шуса анса каска ҫине выртнӑ Савтепи куҫҫуль витӗр тепре йӗкӗт ҫине пӑхрӗ.

Савдеби сквозь слезы долго-долго смотрела на любимого, потом сказала:

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, ҫын (Ухтиван) вилме выртнӑ?

А вдруг Ухтиван уже приготовился умирать?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ватӑ лаша ҫурӑмӗ ҫине месерле выртнӑ та вӑл урисене ик еннелле уснӑ, лаши асӑрханса утнӑ май ҫемҫен лӑнк-лӑнк-лӑнк туса силленсе пырать.

Удобно распластавшись на спине старой лошади. Ноги покачиваются в такт конскому шагу. Лошадь ступает осторожно, медленно.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ӳсӗр ҫын паттӑрланса киремет йывӑҫӗ патне пырса шӑнӑ тет те ҫур ҫултан шӑнкӑрт ҫеҫ вилсе выртнӑ

Рассказывали, как один пьяный мужик помочился на ствол священного дерева — и через полгода его не стало…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ кун тӑнсӑр пулса выртнӑ.

Два дня в беспамятстве провалялся.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лаша урисене пуҫтарса, тирпейленсе выртнӑ та ачасем ҫине пӑхать…

Лошадь лежала, подобрав под себя ноги, и во все глаза смотрела на ребят…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫне хупать кӑна — вилме выртнӑ лаша курӑнса каять.

умирающая от голода лошадь

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed