Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыранах (тĕпĕ: ыран) more information about the word form can be found here.
— Хуть ыранах тухса кай, куҫҫуль тӑкмастпӑр! — хура пуҫсем хушшинчен сап-сарӑ хӗвел ҫаврӑнӑшӗ пек сиксе тухрӗ Сыроваткин кладовщик, анчах ӑна малти ретрисем хӑтӑрса илчӗҫ те, вӑл каллех пуканӗ ҫине тӗршӗнчӗ.

— Хоть завтра уходи, слезы лить не станем! — вынырнул рыжим подсолнухом среди черных голов кладовщик Сыроваткин, но на него так зашикали из передних рядов, что он снова прилип к стулу.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӗлхене чарманшӑн ыранах хӗстереҫҫӗ, — терӗ Агашӑ хуллен ҫапах та ҫирӗппӗн.

Меня за мой язык не ныне завтра притянут и прижмут, — тихо, но упорно говорила Агаша.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑн пек анархистла хӑтланакансене ирӗк парас пулсан, вӗсем ыранах, мӗн пур начарринчен тасалатпӑр тесе, пӗр авторитета та хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ҫирӗпрен те ҫирӗп принципсем ҫине алӑ ҫӗклеҫҫӗ, иккӗленӳ сараҫҫӗ, дисциплинӑна аркатса яраҫҫӗ.

Дай волю вот таким анархиствующим — и завтра же под видом очищения от всего плохого они не пощадят ни одного авторитета, поднимут руку на незыблемые принципы, посеют сомнение, расшатают всякую дисциплину.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хамӑн ирӗк пулас пулсассӑн, эпӗ вӗсене партирен ыранах пӑхлӑ шӑпӑрпа шӑлса кӑларнӑ пулӑттӑм.

Да будь моя воля, я бы завтра их поганой метлой из партии вымел…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Атту ыранах, мӗн ахӑртӑн тесе, аса илтерет.

А то завтра над припомнит — чего, скажет, горло драл?

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ыранах пыма хатӗр! — терӗ Мажаров.

— Да и готом хоть завтра! — сказал Мажаров.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ыран каймӑн, Николай ыранах вилсе выртӗ, вара юлни те ахалех пулать.

Завтра не уедешь, а Николка, глядишь, завтра же и помрет, — только задержит.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Николай паян вилмесен те ыранах вилме пултарать, унпа уйӑрӑлма лекет лекетех, хуть пӗр кун малтан, хут пӗр кун кайран уйӑрӑл, пурӗ пӗр мар-и?

Да и не все ли равно, днем раньше или днем позже, расставаться с ребенком?

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ыранах фронт талккӑшӗпе сарӑлса каять.

Фронт завтра расползется.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн ыранах, пӗр куна та тӑсмасӑр, уй-хир ӗҫӗсене те, электростанцине те пӗрлех туса пыма решени йышӑнмалла.

Он должен был уже завтра, не затягивая и на день, принять решение о совместном проведении как полевых работ так и на электростанции.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыранах тухса каймалла, Калугинӗ ун пек статья ман ҫук тесе ларать, сана пӗр пус та параймастӑп, тет.

Завтра надо выезжать, а Калугин говорит, что у него нету такой статьи и он не может мне выдать ни копейки.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нимӗнле ҫу та, паллах, илместӗн эсӗ, анчах ыранах тухса каятӑн.

Никакого масла ты, конечно, не получишь, а выедешь завтра.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах акӑ мӗн, вӑл хуласене эпӗ ыранах тухса кайма пултаратӑп, мӗн кирлине йӑлтах илсе килме сӑмах паратӑп, анчах манӑн, кӑмӑл тумашкӑн, хампа пӗрле, — тӳрех калатӑп ӗнтӗ, — пӑртак ҫу илсе каймалла…

Да, так вот в чем суть вопроса: я могу выехать в эти города хоть завтра и даю слово, что все оборудование будет представлено, но мне нужно, для ясности, взять с собой, — буду называть вещи своими именами, — некоторый вес сливочного масла…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыранах ӑна чӗркуҫҫи ҫине тӑратаҫҫӗ.

Завтра же поставят его на колени.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ҫуркуннен тӗкӗ-ҫӳҫӗ те юлмасть акӑ — ыранах сивӗтет», — шутласа хучӗ хӑй ӑшӗнче Пантелей Прокофьевич.

И Пантелей Прокофьевич решил: «Прищемило весну, завтра саданет мороз».

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ан ман, юлашки йывӑҫшӑн колхозсем ыранах банк урлӑ укҫа куҫарччӑр.

Не забудь, чтобы колхозы завтра же перечислили через банк остальные деньги за лес.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыранах килсе сӗлкӗ ҫакӑпӑр та, алшӑлли ыйтӑпӑр…

— А завтра пожалуем и с паляныцей, да и потребуем рушники…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыранах ответ илӗпӗр, — терӗ вӑл, — вара урӑх нимле консультаци те кирлӗ пулмӗ.

— Завтра же, — сказал он, — мы получим ответы, и тогда никакой другой консультации не потребуется.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта кайма пачах кирлӗ мар, ыранах кай Пятигорск хулине.

Совсем не надо туда ехать, а завтра же поезжай ты в Пятигорск.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ мӗскер, кай та Тутаринов валли документ хатӗрле, вӑл ыранах тухса кайма пултартӑр…

Вот что, иди и заготовь Тутаринову документы, чтобы он смог выехать в край завтра же…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed