Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шывне ӑсрӗ те Хуракуҫ, витрине кӑларнӑ чух ыйтать: «Сан пиччу хӑҫан килет?» — тет.Зачерпнула Смуглянка воды, вытаскивает ведро, а сама спрашивает: «Когда твой брат приедет?»
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Танксене хирӗҫ тунӑ укреплени евӗр, пӗренесем темӗн ҫӳллӗш купаланса, Кубань шывне пӳлсе лартнӑ.Бревна высоким и широким завалом, похожим на противотанковое укрепление, перепрудили Кубань.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫемен шывне чарчӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Урапи карчӗсемпе илет-и шывне?
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей ӑна ҫак шыв ҫинчен ҫав тери нумай каласа кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ун Кубань шывне авантарах курас килнӗ.И хорошенько рассмотреть реку, о которой так много говорил ему Сергей.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Станица тӗлӗнче Дон, сылтӑмалла пӑрӑннӑ евӗр, тутар уххи пӗкечийӗ пек кукӑрӑлса илет, унтан Базки ятлӑ хутор тӗлӗнче каллех мӑнаҫлӑн тӳрленет те, тӗл-тӗл сенкерӗн йӑлтӑртатса выртакан симӗсрех тӗслӗ шывне сылтӑм енчи тусен шур чуллӑ хысакӗсем ҫумӗпе те сулахай енчи сайра станицӑсем аяккипе кӑвак тинӗсе — Азов тинӗсне — ҫитех илсе каять.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Питӗ аван пулчӗ-ха ку, мӑшкӑлтӑк шывне ҫавӑнта тӑкас!» терӗ те анне, вӗри шыва тӳрех чашлаттарчӗ.— Вот кстати, сюда вылить помои! — сказала и вылила горячие помои.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Апат хыҫҫӑн анне чӳлмек ҫурӗ те, мӑшкӑлтӑк шывне ӑҫта тӑкас-ши тесе, ун-кун пӑхкалама пуҫларӗ, мӗншӗн тесен тӑкма вырӑнӗ ҫук, пур ҫӗрте те йӑран.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫумӑр шывне ӗҫнӗ ҫулҫӑсемпе курӑксем, юлашкинчен, хӑйсем ҫийӗнчен хӗллехи сывлӑшпа сывлакан апрель сулхӑнне сирсе пӑрахнӑ.Напоенные влагой листья и травы наконец сбросили с себя отдающую зимой апрельскую прохладу.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Кондратьева тата тусем ҫинчен юхса анакан пӗчӗк юханшывсем интереслентернӗ, вӗсен шывне ҫӗнӗрен тунӑ пӗвесене яма палӑртнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтра машина сӑртран анчӗ те, кӗпере, Кубанӗн анлӑн сарӑлнӑ шывне, ҫыран леш енчи садсен тӗксӗм мӗлкисене ҫутатрӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шывне виҫҫӗмӗш хут улӑштарчӗ ӗнте амӑшӗ, анчах шывӗ Володя ҫинчен вистенсе анакан хӑрӑмпа часах хуралать.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫапла, эпир тахҫанах тинӗс шывне сыпса тӑраннӑ пулӑттӑмӑр, — шӳт тунӑ Манто пичче…«Да, дело наше было бы полная труба и даже с морской водой», — шутил дядя Манто.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пысӑк каткасенче юлнӑ тӑварланӑ хӑяр шывне ӗҫме тытӑнса пӑхнӑ.Пробовали пить огуречный рассол, сохранившийся в больших кадках.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрачасем ҫапӑҫу вырӑнне карта ҫинче Халхин-Гол шывне кӑтартма ыйтрӗҫ.Девочки просили показать на карте место сражения, реку Халхин-Гол.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ким пиччен хӑрах алли сӗтел ҫинчен усӑнчӗ, тепри пуҫ пӳрнипе самантлӑха сӗтел хӗрринчен ҫакӑнчӗ, сулланакан урасем пек икӗ пӳрни курӑнса кайрӗ те, юлашки самурай Халхин-Гол шывне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ытлашши ывӑннипе ӳкес патнех ҫитсен, ҫӑварӗнчи шывне сурса: — Итле-ха, Бычков, — тет, — эс хӑрах уру ҫинче тӑр, эп кӑшт канам.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшпӗр килсенче винограда пӑрса шывне юхтараҫҫӗ те сывлӑша чапра шӑрши тулать.На некоторых дворах уже жали виноград, и запах чапры наполнял воздух.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫӑкӑрне мана пачӗ, унтан шывне пӗр-ик ҫӑвар сыптарчӗ те (манӑн питӗ ӗҫес килетчӗ) старик патне илсе кайрӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кӑшт тӑрсан, кимӗпе тинӗс хушшине виҫсе пӑхрӑм та канал алтма шут тытрӑм: шыв патне кимме илсе пыма май ҫук пулсан, шывне кимӗ патне илсе пырӑп, терӗм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.