Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑна the word is in our database.
Хӑна (тĕпĕ: хӑна) more information about the word form can be found here.
Алексей Адашев, боярсен хыҫӗнче сӗтел хушшине лартман хӑна пек шӑлне ҫыртса тӑраканскер, хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсем хушшинче: «Тата тепре хӑна тӑвасшӑн-и пире Иван патша е хаклӑ парнесем парасшӑн-и?» — тесе шӳтлеме хӑтланчӗҫ, анчах чӗрисем кӑрт-кӑрт тапрӗҫ.

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан мӑрсан хӑна пӳлӗмне кӗмелли алӑкӗ умӗнчи картлашка патне пырса тӑчӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чулхуларан анса Хӑна килне ҫитнӗ хыҫҫӑн аслӑ князь Шигалее хӑйӗн ҫумӗнчех тытрӗ, Едигер патне ҫыру та ҫыртарчӗ-ха тата.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑна шанма йывӑр, ҫапах та сеидпа хан тата княҫсем юлашки сӑмахра мӗн калассине Хӑна килӗнче тем пекех кӗтрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫурла уйӑхӗн вун тӑххӑрмӗшӗнче аслӑ князь Шигалей кӑшт маларах йышӑнса хунӑ Хӑна килне ҫитрӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воротынский стремяннойӗ ӑна пӗрле утнӑ май чаплӑ ҫуртсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ — кунта Шигалей пурӑнать, кунта Шереметев воевода вырнаҫнӑ, ку акӑ — хӑна ҫурчӗ, унпа юнашарри — тутар княҫӗсен пӳрчӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне хӑйсен тусӗсем патӗнче хӑна пулса ҫӗр каҫсах каяҫҫӗ вара.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӗнтӗ килте канса пурӑнакан ҫын ҫеҫ, хӑна ҫеҫ пулса тӑчӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Хӗл кунӗнче мӗнле хӑна пулма пултарать атте патӗнче? — шутларӗ мӑрса ывӑлӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасемпе турхансене ял хыҫҫӑн ял паратчӗ, сӑлтавпа та, сӑлтавсӑр та Хусана чӗнетчӗ, хӑна тӑватчӗ, вӗсен ывӑлӗсене тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарма тарӑшатчӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑллӗ пулсан каллех хӑна тума лекет, парнесем пама лекет.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан систерсе хунипе-тӗр, хӑна пӑхакансем княҫсене ӗҫкӗпе ашкӑнма памарӗҫ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, курбан байрам пуҫланнӑ ятпа хӑна тӑвасшӑн вӑл княҫсене?

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, хайхи кӗтнӗ хӑна тинех килсе ҫитрӗ.

Help to translate

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Настаҫ кинемин чун-чӗри ҫавнашкал: кушакӗ ют пулин те вӑл ӑна чи хаклӑ хӑна пырса кӗнӗ пек кӗтсе илчӗ; тутлӑ апат ҫитерчӗ, ӑшшӑн-ӑшшӑн ачашларӗ, ҫывӑрма кӑмака ҫине кӗрӗк сарса пачӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

— Эхей, кун пек хӑна килсех тӑтӑр, — савӑнӑҫлӑн ялкӑшать Петӗр.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Аллисене ӑшӑтнӑ хӑна сӑмсине йӑвалать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Тавтапуҫ сире, кӗтмен хӑна пултӑм — терӗ Баранов юлашкинчен, тухса каяс шутпа ура ҫине тӑрса.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed