Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сулахай енче, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ҫутатакан шурӑ ракетӑсем тӳпенелле вӗҫе-вӗҫе хӑпарнӑ.Левее то и дело вздымались к небу белые осветительные ракеты.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӗрарӑмсем ӗҫлеме пӑрахса хӗвелтухӑҫ енне ҫаврӑнчӗҫ, тӳпенелле пӑхма пуҫларӗҫ.Все женщины, бросив работу, обернулись на восточный край неба.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӳпене ерипенех пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ: йӗри-тавра вӗсем, хӑмӑрскерсем, стенасем пек тӳпенелле кармашса тӑраҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӑрӑшсен шӗврешке тӑррисем, тӳпенелле карӑннӑ та, ҫилпе хумханаҫҫӗ, аялта вара, мӑклӑ та упасарриллӗ ҫӗр ҫинче, шӑп.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Инҫетрен ҫил хӑваласа килнӗ ҫутӑ пӗлӗтсем, аял хӗррипе кӑвакрах тӗслӗскерсем, горизонтран тӳрех ҫӳлелле, шурӑхса кайнӑ тӳпенелле улӑхаҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Округ мухтавӗ — Хӑмӑш-Бурун завочӗ тӗлӗнче вӑрӑм вут ҫулӑмӗсем тӳпенелле явӑнаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Модель тӳпенелле чӑнкӑ хӑпарса кайни пӗли-пӗлми куракансене савӑнтаракан пустуй эффект ҫеҫ пулчӗ, мӗншӗн тесен мотор вӑйӗ ахаль пӗтет, мотор моделе аякка илсе кайма пултараймасть, ҫӳлелле хӑпарса вӑйне ҫухатнӑ пирки вӗҫев тӑршшӗ те кӗскелет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Самолет вӗҫнине Пирогов тата Ленин урамӗсенчи шкулсем патӗнчен те курчӗҫ пулӗ; тен, кайӑкҫӑ Кирилюк та, пуҫне тӳпенелле ҫӗклесе, тӗлӗнмелле аппарат вӗҫнине пӑхса савӑнать пулӗ; ҫав моделе лейтенант Шмидт ячӗпе тӑракан шкулта вӗренекен пӗчӗк тусӗ тунине те пӗлмест ӗнтӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗк арҫын ачасемпе хӗрачасем лапталла выляҫҫӗ; вӗсем пӳскине янкӑр тӳпенелле ҫапса яраҫҫӗ те ҫуйӑхса плошадь тӑрӑх чупса ҫӳреҫҫӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Салтаксен чи юратнӑ вырӑнӗ патне, пӑтӑ ҫывӑхне, пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать, ҫӑварне чӗлӗмсем хыпнӑ салтаксем, пӗрре вӗри тӳпенелле палӑрми хӑпарса ҫӳлте шурӑ пӗлӗт пек ҫӑрӑлакан тӗтӗм ҫине, тепре шӑратнӑ кӗленче пек таса сывлӑшра чӗтренекен ҫулӑм ҫине пӑхса, казаксемпе казачкӑсенчен, вӗсем пӗрре те вырӑссем пек курӑнманнишӗн йӗкӗлтесе, кула-кула калаҫса йӑпанаҫҫӗ, Килсеренех салтаксем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ахӑлтатса кулни илтӗнет, хӑйсен ҫурчӗсене хӳтӗлекен тата шывпа савӑт-сапа памасӑр хирӗҫекен казак майрисем хаяррӑн та хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тӳпенелле пӑхать те вӑл — тусене аса илет.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Назанский хӳрере месерле выртнӑччӗ те ҫӳлелле, тӳпенелле, вӑрахчен пӑхрӗ, унта пач хускалман ылттӑн пӗлӗт катрамӗсем кӗренленме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ялан тенӗ пекех, ҫакӑ служба хыҫҫӑн, ӗнтӗрӗк ҫапнӑ вӑхӑт тӗлнелле пулать, ун чухне вӑл садри ҫывӑрма пуҫланӑ йывӑҫсен ҫӑра лӑссисем айӗпе шӑппӑн-шӑппӑн уткаласа ҫӳрет, пӗчченскер те тунсӑхлаканскер, каҫхи нӑрӑсем сӗрленине итлет тата тӗттӗмленсе пыракан кӗрен лӑпкӑ тӳпенелле тинкерет.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хысакра чарӑннӑскер, вӑл куҫӗсене ҫӳлелле, тӳпенелле ҫӗклерӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен хушшисенче унта та кунта яштака, тӳп-тӳрӗ тирексем, кӗлтумашкӑн тейӗн, турачӗсене тӳпенелле кӑнтарнӑскерсем, тем ҫӳллӗш хӑпарса тӑраҫҫӗ, ватӑ каштансем хӑйсен тӗреклӗ тӑррисене, чатӑр пекрех саркалантарса, анлӑн та мӑнаҫлӑн ывтӑнтарнӑ; йывӑҫсем пуш-пушах-ха, ҫара вуллисем хуран ҫех курӑнаҫҫӗ, ҫапах та куҫа, аран кӑна пулин те, вӗсем чи малтанхи тӗклӗ, савӑнӑҫлӑ симӗслӗхпе саралма пуҫлани палӑрать ӗнтӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫӗсене тӳпенелле ҫӗклесе те аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе тытса: «Тупа тӑватӑп, тупа тӑватӑп, эпӗ вӗсем патне юлашки хут килнӗ, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче хӗрӳллӗн. — Текех ҫакнашкал хур тӳсессӗм, мӑшкӑл курассӑм ҫук. Тупа тӑватӑп!»
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Егорушка, ҫурӑмӗ ҫине выртса, аллисене пуҫӗ айне хурса, тӳпенелле пӑхса пычӗ.Егорушка лежал на спине и, заложив руки под голову, глядел вверх на небо.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Юлашкинчен пачӑшкӑ йӑл кулса ячӗ те тӳпенелле пӑхрӗ, псалтырьне кӗсйине чикрӗ, вара: — Finis! — терӗ.Наконец он улыбнулся, поглядел вверх на небо и, кладя псалтирь в карман, сказал: — Fini!
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑҫал хӗлле вара урӑх япала шухӑшласа кӑларчӗҫ; ӗлӗкхи примадоннӑсем «Грецири икӗ философ илем ҫинчен тавлашнине», ыттисем пулӑшнипе, хӑйсем евӗрлӗ улӑштарчӗҫ; вӑл ҫапла пуҫланать: Катерина Васильевна тӳпенелле пӑхать те, хытӑ хуйхӑрнӑ пек ассӑн сывласа, ҫапла калать: «Турӑпа тан Шиллер, ман чуна хаваслантаракан!»
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӗн те пулин тӳпенелле вӗҫсе хӑпарнине сисмерӗр-и эппин? — тӗпчерӗ вӑл.— А вам не показалось, будто что-то взлетело на небо? — спросил он.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.