Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апрель вӗҫӗнче вӗсем ҫӗр хута Дон урлӑ кимӗпе каҫрӗҫ.В конце апреля ночью они переправились на баркасе через Дон.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр каҫхине вара леш хамӑра апат-ҫимӗҫ кӳрсе паракан казак килет те, вӑл пире, кимӗ ҫине лартса, Дон урлӑ каҫарать, — ӗҫӗ те пӗтнӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хыпарӗсем пӑшӑрхантараканнисемех пулмарӗҫ: Фомина Дон сулахай енче шыраҫҫӗ иккен; Рубежнӑйра хӗрлӗармеецсем пуласса пулнӑ, анчах Фомин килӗнче ухтарнӑ хыҫҫӑнах каялла таврӑнса кайнӑ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем ҫапла шутласа хучӗҫ: утрав ҫинче тепӗр эрне пурӑнмалла та Дон леш енне каҫса лашасем тупмалла, унтан кӑнтӑралла ҫул тытмалла.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн тараватсӑр ҫути, ҫил шыва вӗтӗ хумлӑн кӑтрашкалантаракан вырӑнсенче йӑрӑм-йӑрӑм хуран йӑлтӑртатса, Дон тӑрӑх сивӗ шурӑ ҫулӑм пек сапаланса юхать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннисене аса илсен, самантлӑха ун чӗрине вӗри тунсӑх хыпса илсе ҫунтарчӗ, чунӗ Михаила курайманнипе тӑвӑнса вӗрерӗ, анчах вӑл ҫакна йӑлтах пусарчӗ те, мӗн пурне-ҫукне темиҫе хут аса илес мар тесе, Дон хӗрринчи сӑртсем ҫинелле урӑхран тек мӗнле те пулин пӑхас марччӗ тесе тӑрӑшрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чылайччен йӑваланса выртрӗ вӑл чӑнкӑ ҫыран айккинче, инҫете-инҫете сарӑлса кайнӑ шыв анлӑшӗ ҫинелле, Дон хӗрринчи хӗвел шевлиллӗ, ҫутӑ кӑвак тӗтрепе витӗннӗ шурӑ тӑмлӑ сӑрт юпписем ҫинелле кичеммӗн тӗмсӗлсе пӑхрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуркуннесенче Дон хӗрринчи сӑртран йӗри-тавра шыв хупӑрласа илнӗ утрав инҫетрен курӑнса ларать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуркуннепе, Дон таппи айлӑм вырӑнсенчи пӗтӗм улӑхсем тӑрӑх акӑш-макӑш сарӑлса кайсан, сулахай енчи ҫӳллӗ ҫыранӑн Рубежнӑй хуторӗ тӗлӗнчи пӗр пысӑк мар лаптӑкӗ ҫурхи шыв айне пулмасӑр юлать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем, ним чӗнмесӗр йӗнерӗсене хывса, тӑватӑ лашана пӗр ҫирӗкрен кӑкарчӗҫ те, йӗнерсене ҫӗклесе, чӑтлӑхрах вырӑнсемпе кашкӑрсем пек умлӑн-хыҫлӑн, пӗр йӗрпе, Дон еннелле утрӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫӗрлеччен вӑрманта ларатпӑр, унтан Дон урлӑ кимӗпе каҫатпӑр та малтанлӑха Рубежнӑйра пытанса пурӑнӑпӑр, унта ман тем чухлех пӗлӗш-хурӑнташ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шурӑ ҫӑлтӑрлӑ ӑмралӑхӗ ҫине кӑпӑк сирпӗнтерсе ҫывхаракан лашана та, пит-куҫӗ хӗремесленсе кайнӑ ҫамрӑк юланута та, ун хыҫӗнче — Дон хӗрринелле сарлакан тӑсӑлакан тӗтреллӗ ҫеҫенхире те Григорий ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ самантри пек темле сиссе юлмалла мар хӑвӑрт асӑрхарӗ…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ кӑна юлать: сулахайран атакӑлакансен сайрарах речӗсем витӗр сирпӗнсе тухмалла та Дон хӗрринелле тармалла.Оставался единственный выход: прорваться сквозь редкие ряды атакующих слева и уходить к Дону.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон ямасть.

Ҫыран хӗрринчи шыв тапса хӑпарнӑ тӗле ҫатансем пӑрахса, вӗсем лашасене пӗрерӗн ҫавӑтса каҫрӗҫ те, Дон леш енче стройпа йӗркеленсе тӑрса, разведка кӑларса ячӗҫ, ун хыҫҫӑн вара Елански станица еннелле кайма тапранчӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Апрель уйӑхӗнчи янкӑр хӗвел ҫутинче шыв кӗмӗл пек ҫиҫсе йӑлтӑртатать, анчах кӳпчесе кайнӑ хӗллехи ҫул пӑртан аршӑн ҫӳллӗш хӑпарса тӑнӑ вырӑнта Дон ҫав-ҫавах ҫирӗп тытӑнса тӑрать-ха.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Рыбнӑй хуторӗнчен тӑварахра банда Дон урлӑ каҫрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон ҫеҫенхирӗ — аслӑ, кунта, улахрах вырӑнта, ҫын ҫӳремен ҫулсем те нумай, ҫулла та хӳтлӗх тупма пулать…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон хӗррине анчӗҫ те хӑйсем Овчинников хыҫӗнчен хӑваласа кайнӑ чиркӳ площачӗ патне ашӑпа вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.Спустились к Дону и наметом прискакали к церковной площади, откуда начали погоню за Овчинниковым.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Перкелешнӗ сасӑсене илтсенех вӑл тӳрех Дон хӗррине чавтарнӑ, пӑр тӑрӑх вӑрмана, унтан Базки хуторне тарса ӳксе, тепӗр куннех Вешенскинчен аллӑ ҫухрӑмри Усть-Хопер станицине вӗҫтерсе ҫитнӗ.