Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Давид Кис ывӑлӗнчен Саултан пытанса пурӑннӑ чухне ун патне Секелага ҫак ҫынсем те пынӑ, вӗсем ҫапӑҫура пулӑшнӑ хӑюллӑ ҫынсем пулнӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, филистимсен тапӑрӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Давид патне чул ту ҫине, Одоллам ту хӑвӑлне, хӑпарнӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид вӗсемпе Хевронра Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; вара, Самуил урлӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе, Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ҫыннисем Давид патне Хеврона пуҫтарӑнса пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ.1. И собрались все Израильтяне к Давиду в Хеврон и сказали: вот, мы кость твоя и плоть твоя;
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем хӑйсен ялӗсенче пурӑннӑ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫичӗ куна килсе тӑнӑ.25. Братья же их жили в селениях своих, приходя к ним от времени до времени на семь дней.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем тытса тӑракан ҫӗрсем тата пурӑнакан ҫӗрӗсем ҫаксем пулнӑ: Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; тухӑҫ енче — Нааран, анӑҫ енче — Гезерпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; Сихем тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем — Газӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем патне ҫитиччен.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Симеон ывӑлӗсемех пилӗкҫӗр ҫын Сеир тӑвӗ патне кайнӑ, вӗсене Иший ывӑлӗсем — Фелатия, Неария, Рефаия тата Узиил — ертсе пынӑ; 43. вӗсем унта сыхланса юлнӑ амаликсен йӑлкӑмне аркатса тӑкнӑ та, хӑйсем паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Каярах Есром Галаад ашшӗн, Махирӑн, хӗрӗ патне кӗнӗ, ӑна хӑй утмӑлта чухне качча илнӗ, вӑл вара ӑна Сегува ҫуратса панӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе ҫитернӗ.20. И взял их Навузардан, начальник телохранителей, и отвел их к царю Вавилонскому в Ривлу.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Патшана ӗнтӗ ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ, ӑна ҫавӑнта сут тунӑ: 7. Седекия ывӑлӗсене ун куҫӗ умӗнчех чиксе пӑрахнӑ, Седекияна хӑйне суккӑрлатнӑ, унтан тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Вавилона илсе кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата вӑл Иудея патшисем Иерусалим таврашӗнчи тата Иудейӑри ытти хуласенчи тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме суйласа лартнӑ апӑссене — Ваала, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене, тӳпери пӗтӗм ҫара пуҫҫапса, тӗтӗрсе пурӑннӑ чӳк пуҫӗсене — хӑйсен ӗҫӗнчен кӑларттарнӑ; 6. Астарта юпине Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхӑмӗ патне, илсе тухнӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ, кӗлне хура халӑха пытаракан ҫӑва ҫине сапаласа тӑкнӑ; 7. вӑл аскӑнлӑх ҫурчӗсене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумне вырӑнаҫнӑскерсене, аркатса тухнӑ; ҫав ҫуртсенче хӗрарӑмсем Астарта валли тумтир тума пир-авӑр тӗртнӗ пулнӑ; 8. суя турӑсен апӑсӗсене пурне те Иудея хулисенчен хӑваласа кӑларнӑ, чӳк пуҫӗсем тӗтӗрекен тӳпем вырӑнсене — Гевӑран тытӑнса Вирсавия таранах — ирсӗрлентерсе тухнӑ; ҫавӑн пекех хула хапхи патӗнчи парне кӳмелли тӳпем вырӑнсене те аркатнӑ: хула пуҫлӑхӗн Иисусӑн хапхи умӗнчине те, ҫавӑн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патша вара йыхрав янӑ та ун патне Иудӑран тата Иерусалимран мӗнпур аслӑ ҫын пуҫтарӑннӑ.1. И послал царь, и собрали к нему всех старейшин Иуды и Иерусалима.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурава патша патне ҫитернӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ та унпа калаҫнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шафан ҫыруҫӑ патша патне пынӑ, ӑна ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: санӑн чурусем Ҫуртра тупӑннӑ кӗмӗле илнӗ, ӑна вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ ӗҫлеттерекен ҫынсене панӑ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.