Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Хыпарҫӑсем, Олоферн патне ҫитсе, ӑна ҫак сӑмахсене пӗлтернӗ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Олоферн патне ҫакӑн пек килӗшӳ сӗнсе хыпарҫӑсем янӑ: 2. акӑ эпир, аслӑ Навуходоносор патша чурисем, сан уру умне ӳкетпӗр — пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан Килики ҫӗрне ярса илнӗ те хӑйне хирӗҫ тӑракансене пурне те ҫапса салатнӑ, ун хыҫҫӑн Арави ҫӗрӗн мал енче кӑнтӑралла выртакан Иафет чикки патне ҫитсе 26. Мадиан ывӑлӗсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ, вӗсен кил-ҫуртне ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗтӗвӗсене ҫаратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Олоферн, хуҫи патӗнчен тухсассӑн, хӑйӗн патне пур аслӑ пуҫлӑха, ҫулпуҫсене, Ассири ҫарпуҫӗсене чӗнтернӗ те, 15. хӑйӗн хуҫи хушнӑ пек, вӑрҫӑ вӑрҫма чи вӑйпитти ҫынсене — ҫӗр ҫирӗм пин ҫуран ҫын тата вуникӗ пин ухӑллӑ юланутҫӑ — суйласа илнӗ, 16. вӗсене ҫапӑҫӑва тухакан ҫар евӗрлӗ йӗркелесе тӑратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун патне ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнакан пур халӑх та, Евфрат, Тигр тата Идаспис юханшывӗсем хӗрринче пурӑнакан пур халӑх та, Ариох айлӑмӗнче пурӑнакансем те, Елим патши те пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ Хелеуд ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма темӗн тӗрлӗ халӑх пухӑннӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Товия арӑмӗпе, ачи-пӑчипе Екбатана хӑй хунӗ Рагуил патне куҫса кайнӑ.После того Товия с женою своею и детьми своими отправился в Екбатаны к Рагуилу, тестю своему,
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, вара хӑй патне ывӑлне, ывӑлӗн ултӑ ывӑлне чӗнсе илнӗ те каланӑ: ывӑлӑм, эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, кунҫулӑм кӗскелсе ҫитрӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ Турра мухтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хама кунта Янӑскерӗ патне хӑпаратӑп, мӗн-мӗн пулса иртнине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хурӑр, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ — Рафаил, сӑваплӑ ҫынсен кӗллисене Турӑ патне ҫитерекен, Святой мухтавлӑхӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сӑваплӑ Ангелран пӗри пулатӑп, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем патне хӑнана Ахиахар тата хӑйпе пӗртӑванӗн ывӑлӗ Насвас та ҫитнӗ; 18. вӗсем Товия туйне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн уявланӑ.17. И пришел Ахиахар и Насвас, племянник его, 18. и весело праздновали брак Товии семь дней.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗнтӗ кинӗ патне пынӑ та ӑна пиллесе каланӑ: сывлӑх сунатӑп сана, хӗрӗм!Когда подошел Товит к Сарре, невестке своей, благословил ее и сказал: здравствуй, дочь моя!
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Савӑнса та Турра тав туса, Товит ӗнтӗ кинне кӗтсе илме Ниневи хапхи патне тухса тӑнӑ.15. И вышел Товит навстречу невестке своей к воротам Ниневии, радуясь и благословляя Бога.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайсан-кайсан вӗсем Ниневи хули патне ҫитнӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товия каланӑ: ҫук, аттем патне хамах яр, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хунӗ каланӑ ӑна: кӑштах пурӑн-ха ман патӑмра, эпӗ сан ҫинчен аҫу патне хыпар ярӑп, тенӗ.8. Тесть же сказал ему: побудь у меня; я пошлю к отцу твоему, и известят его о тебе.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем иккӗшӗ те ирхине ирех тӑнӑ та пӗрле ҫула тухса Рагуил патне туя ҫитнӗ.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Рафаил вара кайнӑ, Гаваил патне ҫитсе чарӑннӑ, ӑна ҫыру панӑ; лешӗ ӑна пичет пуснӑ михӗсем илсе килсе тыттарнӑ.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Товия ӗнтӗ Рафаила чӗнсе илсе каланӑ: 2. Азария тӑванӑм, хӑвпа пӗрле пӗр чура, икӗ тӗве ил те Миди ҫӗрне Рага хулине Гаваил патне кай; эсӗ унтан манӑн кӗмӗлӗме илсе килӗн, тата ӑна хӑйне те ман патӑма туя ертсе кил.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каҫхи апат хыҫҫӑн Сарра патне Товияна илсе кӗнӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Рафаил вара Рагуила ҫав калаҫӑва каласа панӑ, Рагуил ӗнтӗ Товияна каланӑ: ӗҫ те ҫи, савӑн, манӑн хӗре эсӗ илме тивӗҫлӗ, ҫапах та эпӗ сана тӳррине каласа парам: 11. эпӗ хам хӗрӗме ҫичӗ ара ҫитиччен качча патӑм, анчах ҫиччӗшӗ те туй каҫах, ун патне кӗрсенех, виле-виле выртрӗҫ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.