Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран the word is in our database.
таран (тĕпĕ: таран) more information about the word form can be found here.
— Мӗн вӑй ҫитнӗ таран тытӑнса тӑрӑр, хӗрлисене Дон урлӑ каҫма ан парӑр, тет.

— Пишет, чтобы из всех силов держался и не давал красным переправляться через Дон.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Лашана вӑйӗ ҫитнӗ таран яратӑп та, тен, лектереймӗҫ!» — шухӑшларӗ вӑл ҫӳҫесем хушшинчен тухнӑ чух.

«Ахну наметом во всю конскую резвость, небось не попадут!» — подумал он, выезжая из кустов.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе каяҫҫӗ, ӗҫме пуҫлаҫҫӗ.

Лошади забрели по колено, стали пить.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Приказра сотньӑсенче чи лайӑх перекен стрелоксене пӗр-икӗ ҫын уйӑрма, ҫав питех те тӗл перекен-тивретекен стрелоксене хӗрлисен пулеметчикӗсене тата сылтӑм ҫыранри хуторсен урамӗсенче курӑнакан хӗрлӗармеецсене пӗтерсе тӑкмашкӑн кирлӗ таран патронсем пама сӗннӗ.

В приказе предлагалось выделить из сотен по одному, по два наиболее метких стрелка, снабдить их достаточным числом патронов, с тем чтобы эти сверхметкие стрелки уничтожали красных пулеметчиков и тех красноармейцев, которые будут показываться на улицах правобережных хуторов.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӗсен приказӗ ҫапла: казаксене ултӑ ҫулхи ачасенчен тапратса йӳтенӗ ватӑсем таран йӑлтах тураса тӑкмалла.

— У них приказ: всех казаков от шести лет и до самых ветхих годов рубить.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вислогузовран Грачев таран.

— С Вислогузова до Грачева.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем ӑна Пруссипе Буковинӑран тытӑнса Дон ҫеҫенхирӗсем таран хӑйсемпе пӗрле ҫӳретрӗҫ, вӑл вара, кавалери чаҫӗн сирӗле пӗлми шӑрши, ҫуралнӑ кил шӑршипе пӗрех чуна ҫывӑх та тӑван пулчӗ.

Казаки пронесли его по всем дорогам от Пруссии и Буковины до донских степей, и он, нерушимый душок кавалерийской части, был столь же близок и знаком, как и запах родного куреня.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫу каҫиччен тарпа касӑла-касӑла вунӑ кӗпе таран хулпуҫҫинчен татӑлса тухатчӗ, халӗ ак ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлатӑп…

За лето десять рубах, бывало, сопреют на плечах от поту, а зараз остаюся нагий и босый…

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ахӑртнех тин кӑна тифпа чирлесе ирттернӗ пулас, — кӑвак каракультен ҫӗленӗ офицер ҫӗлӗкӗ хуплакан пуҫне йӗнер ҫытарӗ ҫинчен те ҫӗклеймест, тӑрантас ҫинче шинельне янахӗ таран пӗркенсе выртать.

Не поднимавший от седельной подушки головы, покрытой серой каракулевой офицерской папахой, он, очевидно, только что перенес тиф, — лежал, до подбородка одетый шинелью.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвна хытах хӗсме пуҫласан, Дон патне ҫитичченех чак, Вӗсене Усть-Хопертан Казански таран сылтӑм енчи хуторсене хӑваратпӑр та, хамӑр, Дон хӗрринче траншейӑсем чавса, оборона тытатпӑр.

Если тебя собьют — отступай до самого Дона, от Усть-Хопра до Казанской очистим им правую сторону, пороем над Доном траншеи и будем обороняться.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Республика реввоенсовечӗ, восстани мӗн таран сарӑлса кайни ҫинчен тӗрӗс пӗлеймен пирки, ӑна путарас тӗлӗшӗпе вӑхӑтра тимлемен.

Реввоенсовет республики, не будучи осведомлен об истинных размерах восстания, не принял вовремя достаточно энергичных мер к его подавлению.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑрса, вут пек тӗлкӗшекен суранӗсене, хӗненипе кӳпчесе тӑртаннӑ шыҫӑсене йӗпетрӗ; ӗҫес килнине ниепле лӑплантарма ҫук пек хыпӑнакан ӑшне кӑштах та пулин кантарма ӗлкӗреймесрен хӑраса, вӑл хӑйӗн юнӗпе хутӑшса кайнӑ шыва ҫине-ҫинех ывӑҫла-ывӑҫла ҫӑтрӗ.

Стоя по колено в воде, Иван Алексеевич мочил жарко горевшие раны и опухоли от побоев, разгребал ладонью смешанную со своей же кровью воду, жадно пил ее, боясь, что не успеет утолить неутишно вполыхавшую жажду.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Иван Алексеевича тепре чӑпӑрккипе туртса касрӗ, питне шӑмми патӗнчен пуҫласа сарлака янах варринчи путӑкӗ таран ҫурса ячӗ.

Он ударил Ивана Алексеевича еще раз плетью, рассек ему лицо наискось от надбровной кости до крутого, с ямочкой посредине, подбородка.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн восстани тӑвакан Тури Дон казакӗсемпе ҫыхӑнмалла иккен те вӗсене самолетсемпе кирлӗ таран патронсем кӳрсе, офицерсене лартса килсе, хӗрлисене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшмалла.

В задачу его входит установить связь с восставшими верхнедонцами и помочь им в борьбе с красными доставкой на самолетах патронов и офицеров.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакӑнта тин вӑл караванне ҫурӑм хыҫне ҫакрӗ, кӗске хӳреллӗ Саратов лашине «кайма пултарнӑ таран» хытӑ ячӗ.

Только там перекинул он ремень карабина через плечо, начал вовсю «выжимать» из куцехвостой саратовской лошаденки несвойственную ей резвость.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашана… кайма пултарнӑ таран яма лайӑх пӗлетӗп.

Знаю, как из лошади… всею резвость выжать.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юшкӑн ҫине чӗркуҫҫи таран кӗре-кӗре ларса, пӗр аллӑ чалӑш пек кайрӗҫ-и те, ҫакӑнта вара сылтӑм фланг енчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ: «Хыҫа ӳкеҫҫӗ!» «Казаксем!», «Хупӑрларӗҫ!»

Прошли саженей пятьдесят, по колено увязая в иле, и вот тут-то с правого фланга покатилось по цепи: «Обходят!», «Казаки!», «Окружили!»

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют юнпа пуҫ тӳпи таран вараланнӑ та, эпӗ ӗнтӗ никама шеллеме пултараймастӑп.

Я так об чужую кровь измазался, что у меня уж и жали ни к кому не осталось.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӗҫне ҫурри таран та кӑларса ӗлкӗреймерӗ — часовой вӑшт ҫеҫ алӑкран чӑмрӗ.

Григорий не успел и до половины обнажить шашку, как часовой юркнул в дверь.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑй таран сӑмакун пулатчӗ!

То-то вокруг него мы ба самогону выпили!

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed