Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Чи хӑрушши вӑл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне ҫар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывӑлӑр ҫав-ҫав вырӑнта вилнӗ», – тесе калани.

Самое страшное — то, в один день к отцу с матерью с военного комиссариата пришли два офицера: "Ваш сын в том-том месте погиб".

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

– Мана ҫакӑн пек культурӑллӑ вырӑнта юрлама май килни питӗ килӗшет.

Help to translate

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

— Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, шав малалла чупать, самана йӗркине пӑхӑнса, ҫӗнӗлле пурӑнма хушать.

Help to translate

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Шкул ачисем хушшинче Анат Тимӗрчкассисем мала тухнӑ, Хирти Сӗнтӗрсем иккӗмӗш вырӑнта, Нӗркеҫсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Help to translate

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Вӑл вырӑнта тӑмасть, малалла чӗнет.

Оно на месте не стоит, вперед зовёт.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть.

Жизнь не стоит на одном месте.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

2015 ҫул тӗлне граждансен 90 процентран кая мар йышӗ хӑйсем пурӑнакан вырӑнта 1 «чӳрече» йӗркепе пулӑшу илме тытӑнӗ.

К 2015 году не менее 90% граждан должны иметь возможность обратиться за услугой по принципу «одного окна» по месту пребывания.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫавӑнпа та республикӑра ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарасси тӗп вырӑнта тӑрать.

Поэтому в республике сделан четкий акцент на развитии детско-юношеского спорта.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Асӑннӑ кӑтарту енӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче 3-мӗш вырӑнта.

По данному показателю среди регионов Приволжского федерального округа республика занимает 3-е место.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

«Ман вырӑнта пулсан, тепри чӗлӗм туртӑччӗ те диван ҫинче выртӑччӗ. Эп чӗриклетсе ҫӳретӗп-ха. Выставкӑсене сиктерместӗп. Сирӗн пата та ҫӳретӗп», – тенӗччӗ ватӑ 1994 ҫулта пирӗн института пырсан.

Help to translate

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Ара вӑл урамсенче пурӑнакансем те ман шутпа хӑвӑртрах ларса каяс тесе Ленин проспектне тухаҫҫӗ, ҫапла май 35-мӗш ку вырӑнта сывлӑш кӑна турттарать.

Ведь жители этих улиц, как мне кажется, чтобы побыстрее уехать, выходят на проспект Ленина, таким образом 35-й в этом месте только воздух возит.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Рецепчӗ: пӗчӗкрех сухана хуппинчен тасатмалла, вӗтӗ вакламалла, ҫур литр шурӑ эрехе ямалла, тӗттӗм вырӑнта 7 кун лартмалла, сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Палӑртса хӑварас тетӗп: Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республики пӗлтӗр федерацин Атӑлҫи округӗнче 1000 ҫын пуҫне тивекен уйрӑлусен чи пӗчӗк шайӗпе 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче республика ку тӗлӗшпе 8-мӗш вырӑнта тӑрать.

Хочу отметить, по данным Росстата, республика в прошлом году вышла на 1 место по наименьшему количеству разводов на тысячу населения в Приволжском федеральном округе, а среди субъектов Российской Федерации мы занимаем 8 место.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хамӑр пурӑнакан вырӑнта йӗрке тума пулӑшакан харсӑр чунлӑ мӗн пур ҫынна тав тӑватӑп!

Благодарю всех неравнодушных граждан за помощь в наведении порядка на нашей земле!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Регион пуҫлӑхӗсен конкуренцие аталантарма пулӑшнин шайне палӑртакан рейтингӗнче республика иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ малти теҫеткери лидерсен шутӗнче тата унта вӑл 6-мӗш вырӑнта тӑрать.

В рейтинге глав регионов по уровню содействия развитию конкуренции республика два года подряд входит в десятку лидеров и занимает шестое место.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Шупашкар ГЭСне пӗвелеме пуҫласан, шыв айне пулакан вырӑнта пурӑнакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшалӑхӑн хӑтлӑ хваттерӗсене пырса кӗнӗ.

Когда начали прудить Чебоксарскую ГЭС, жители мест, которые должны были оказаться под водой, один за другим переселились в уютные государственные квартиры.

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Вырӑнта пӑхаҫҫӗ те: килти пек ӑшӑ, ҫутӑ, таса, чӑлт шурӑ ҫивиттисем, телевизорсем, умывальниксем, туалетсем…

Help to translate

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Потребительсен кооперацийӗ яланах яллӑ вырӑнта ӗҫленӗ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Хӑйне паянхи ӑслӑлӑхра ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш культуринче аслӑ просветитель Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫне тӗпри вырӑнта малалла тӑсатӑп тесе калама вӑтанман «улӑпӑн» ҫав вӗрсе хӑпартнӑ пек хулӑн кӗнекисем хӑй ҫӗре кӗричченех лавӗ-лавӗпе макулатурӑна ӑсаннине курмалла пулмасть-и-ха?

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Чӑваш Республикин «Республикӑри яллӑ вырӑнта пурӑнакансене пирвайхи медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатмалли хушма мерӑсем ҫинчен» указӗпе килӗшӳллӗн, 2013-2015 ҫулсенче республикӑра пурӗ модульлӗ 100 фельдшерпа акушер пункчӗ туса пӗтернӗ.

Help to translate

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed