Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та, столовӑйне ҫитсен, унӑн ывӑнни хӑвӑрт иртсе кайрӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗлсе ҫитсен, мана юратӗ-ха тесе, сана эпӗ илсе кайма шутланӑччӗ, йӑнӑшрӑм иккен.Я решился тебя увезти, думая, что ты, когда узнаешь меня, полюбишь; я ошибся:
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ту тӑррине ҫитсен, юр курӑнса кайрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вара халӗ, ҫак кун ҫитсен, икӗ нимӗҫе ҫапса антарсан, каллех истребительсен ҫемйин чӑн-чӑн членӗ пулса тӑрсан, вӑл, ыттисем пекех, штаб начальникӗ патне пырса тӑчӗ, хӑй миҫе самолёт ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗ, ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен каласа пачӗ, унтан хӑй ертсе пынӑ лётчике мухтаса илчӗ те, паян ҫапӑҫуран таврӑнманнисем ҫинчен шухӑшласа аяккалла, хурӑнсен хӳттине кайса ларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах сывпуллашмалли самант ҫитсен, кашнинчех тата тепӗр хут ҫаврӑнса килме шут турӗҫ.Но когда наступало время прощаться, каждый раз решали обернуться еще раз.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах вӗҫмелли черет Мересьева ҫитсен, хӑйӗн протезӗсене чӗнсемпе управлени педалӗсем ҫумне ҫирӗплетсе лартса сывлӑша ҫӗкленсен, вӑл тӳрех ку лаша уншӑн, урасӑр ҫыншӑн, ытла та ҫивӗч пулнине, унпа питех те асӑрханса пымаллине сисрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче хуллен калаҫнӑ, хӑш-пӗрисем палӑрмаллах пӑлханнӑ, чӗлӗм нумай туртнӑ, пӗр старший лейтенант кӑна ковёрсем тӑрӑх хӑйӗн тӗлӗнмеллерех, кӑштах сиккелекен уттипе калле-малле утса ҫӳрерӗ, Начальник патне пынисем пурте унта кӗрсе тухсан, — хӑй черечӗ ҫитсен, Мересьев тӳрех ҫаврака питлӗ майор ларакан сӗтел умне хыттӑн утса пырса тӑчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьевӑн урисем татӑкки ҫинчен калакан вырӑна вуласа ҫитсен пулас, вӑл васкасах Алексее пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — ларӑрсам, мӗншӗн ура ҫинче тӑратӑр, тенӗ пек пулчӗ ӗнтӗ вӑл, — унтан каллех хутсем ӑшне путрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Санатори патнелле ҫитсен, вӑл пысӑк крыльца патӗнче тӑракан ҫынсем лӑках ларса тулнӑ икӗ автобус тавра пухӑннӑ шавлӑн калаҫакан халӑх хушшинче ҫухалчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Памятник патне ҫитсен вара вӑл хӗвелпе ӑшӑннӑ симӗс сак ҫине ҫав тери тулли кӑмӑлпа ларчӗ те, тӳсме ҫук ыратакан юн анса тулнӑ, чӗнсем ыраттарса пӗтернӗ урисене часрах малалла тӑсса хучӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Трофим, Настя патне ҫитсен, ӑна пӗр мӑшӑр пӗчӗк те чӑпар ҫӑпата тыттарнӑ, лешӗ ӑна уншӑн аллӑ пус панӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл пӗр эрне маларах, отставкӑра пурӑнакан бригадир вилсен, ӑна пытарма кайнӑ чухне, шӑп застава патне ҫитсен, вӗсен ҫине чӗреслетсе ҫумӑр йӑтӑнса анни ҫинчен шухӑшланӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ун чухне эпӗ хам ашкӑнса тунӑ айӑп мӗн таран пысӑккине те питех аса илмен, чиркӳрен пӑрӑнсанах ҫывӑрса кайса, тепӗр кун ирхине виҫҫӗмӗш станцӑна ҫитсен тин вӑраннӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫурҫӗр ҫитсен Мария упӑшкин черккипе хӑй черккине шаккаса илнӗ, унӑн сывлӑхӗшӗн, вӑл часрах таврӑнмалла пулассишӗн, вӑл ирӗклӗ пурнӑҫ киличчен пурӑнмалла пулассишӗн ӗҫнӗ.
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Оккупаци вӑхӑтӗнчи йывӑр самантсем ҫитсен те ыттисенчен уйрӑлса кая юлмарӗҫ.И не отступили перед трудностями в тяжелые времена оккупации.
Елинексем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тепри тата, ҫав хут листисене илсе кайса, вӗсене хӑҫан та пулин, вӑхӑт ҫитсен, каллех ҫут тӗнчене кӑлармалла тума тӗплӗн пытараканни?
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Алӑк патне ҫитсен вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те, Мересьева савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса хӑварчӗ:
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950