Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсир: «тырӑ вырас вӑхӑт тата тӑватӑ уйӑхран ҫитет» теместӗр-и?35. Не говорите ли вы, что еще четыре месяца, и наступит жатва?
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӳмине этем виҫипе виҫсе тухса ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике кӑларчӗ, ангел виҫи те этем виҫи пекехчӗ.17. И стену его измерил во сто сорок четыре локтя, мерою человеческою, какова мера и Ангела.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хулине тӑватӑ кӗтеслӗ лартнӑ; унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрех.16. Город расположен четвероугольником, и длина его такая же, как и широта.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак юрра ҫӗр ҫинчен ҫӑлса илнӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та вӗренеймерӗ.и никто не мог научиться сей песни, кроме сих ста сорока четырех тысяч, искупленных от земли.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3. вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ: 17. эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ: 12. аминь!
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ: 5. Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 6. Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 7. Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 8. Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: 3. хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан тӑватӑ чӗрчун енчен сасӑ илтӗнчӗ, ҫав сасӑ каларӗ: пӗр хиникс тулӑ пӗр динари тӑрать; виҫӗ хиникс урпа та пӗр динари тӑрать; анчах йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе ан тӗкӗн, терӗ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗр пичетне хӑпӑтса илнине куртӑм тата тӑватӑ чӗрчунран пӗри аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑ сасӑпа: кил кунта! тенине илтрӗм.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗ.И двадцать четыре старца пали и поклонились Живущему во веки веков.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӑватӑ чӗрчун вара: аминь! терӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӑхрӑм та — акӑ тӑватӑ чӗрчун варринчи аслӑ пуканпа ватӑ ҫынсем хушшинче ӗнтӗ пуснӑ путек пек Путек тӑрать; Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑ, ҫак куҫсем — Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.