Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Ирхине хулана таврӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ; 19. Вӑл, ҫул хӗрринче пӗр смоква йывӑҫҫи курса, ун патне пынӑ; ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупайман та ҫапла калать ӑна: сан ҫинче ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр, тет.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Вӑл вӗсене сыватнӑ.14. И приступили к Нему в храме слепые и хромые, и Он исцелил их.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2. ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3. пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пынӑ та чӗркуҫленсе ларсах Унран темӗскер ыйтнӑ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Ун патне пӗр ҫын пынӑ та каланӑ: эй ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн? тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн чухне Ун патне ачасене илсе пынӑ — Вӑл аллине вӗсен пуҫӗ ҫине хурса кӗлтутӑрччӗ тенӗ; анчах вӗренекенӗсем ҫакна хирӗҫ пулнӑ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун патне фарисейсем пынӑ та Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе каланӑ: ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӑл ҫапла тунине курнӑ юлташӗсем, питех те пӑшӑрханса, мӗн пулса иртни ҫинчен хӑйсен патши патне кайса каласа кӑтартнӑ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Петр Иисус патне пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! хама хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрекен тӑвана манӑн миҫе хутчен каҫармалла? ҫичӗ хутчен-и? тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ыйтнӑ: Ҫӳлти Патшалӑхра чи асли кам? тенӗ.1. В то время ученики приступили к Иисусу и сказали: кто больше в Царстве Небесном?
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем Капернаума ҫитсен, Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли хырҫӑ пухакансем пырса каланӑ: сирӗн Вӗрентекенӗр хырҫӑ памӗ-ши? тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑн чухне, хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, вӗренекенӗсем Иисус патне пырса каланӑ: эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.19. Тогда ученики, приступив к Иисусу наедине, сказали: почему мы не могли изгнать его?
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус вара вӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: тӑрӑр, ан хӑрӑр, тенӗ.7. Но Иисус, приступив, коснулся их и сказал: встаньте и не бойтесь.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе, хӑйсене тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.1. И приступили фарисеи и саддукеи и, искушая Его, просили показать им знамение с неба.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; 31. халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл вара ҫапла хуравласа каланӑ: Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ, тенӗ.24. Он же сказал в ответ: Я послан только к погибшим овцам дома Израилева.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ Ӑна: кунтан яр ӑна — вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать, тенӗ.И ученики Его, приступив, просили Его: отпусти ее, потому что кричит за нами.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Иисус патне Иерусалимран кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: 2. Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.