Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурса (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
— Наробразран, — ӑнлантарса пачӗ мӑнтӑр хӗр, хутне сӗтел ҫине хурса.

— С Наробраза, — объяснила толстуха и положила на стол бумагу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тӗттӗм ҫӗртех пире хӗрес хурса ҫывӑрма выртать.

Она крестит нас в темноте и ложится:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке ӑна йӗре-йӗре вӑрҫрӗ, анне, тӗксӗмленсе, ӑсран кайса, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӗр сӑмах хушмасӑр выртрӗ.

Тетя Даша ругала ее и плакала, а мать лежала рассеянная, мрачная, перекинув на грудь черные косы, и не говорила ни слова.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана полкри цырульник эмеллесе тӑчӗ, мӗншӗн тесен крепӑҫре урӑх лекарь ҫук; ку лекарь, тавах турра, хӑйне ӑслӑ вырӑнне хурса тем те пӗр хӑтланса пӗтермерӗ.

Меня лечил полковой цирюльник, ибо в крепости другого лекаря не было, и, слава богу, не умничал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ну, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫырӑва вуласа тухса, паспӑрта айӑккалла илсе хурса, — каланине пурне те тӑвӑпӑр: сана … полка офицер туса яратпӑр, санӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле ан пултӑр, эсӗ ыранах Белогорск крепӑҫне кай, унта лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ старик Миронов капитан командинче пулатӑн.

Ну, батюшка, — сказал он, прочитав письмо и отложив в сторону мой паспорт, — все будет сделано: ты будешь офицером переведен в … полк, и, чтоб тебе времени не терять, то завтра же поезжай в Белогорскую крепость, где ты будешь в команде капитана Миронова, доброго и честного человека.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ытла ахальтен, пӗрер пусшар хурса кӑна выльӑпӑр, выляса илессишӗн мар, тет.

По одному грошу, не для выигрыша.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку кӗнекене вӑл, паха кӗнеке вырӑнне хурса, юратса вулатчӗ, ун пек чухне вара, хӑйне ҫӗклентерсе, хӗрӳлленсе мӑкӑртатса вуласа ларатчӗ.

Эта книга имела всегда сильное на него влияние: никогда не перечитывал он ее без особенного участия, и чтение это производило в нем всегда удивительное волнение желчи.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ пуҫа унӑн чӗрҫиттийӗ ҫине хурса, йӗрсе ятӑм.

Я заплакал, уткнувшись в ее колен.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗшне тытса уҫрӑм та, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: Пурне те, мӗн май пур таранах, лайӑх турӑмӑр: суранланса пӗтнӗ ӳтне хурса килнӗ, пулине кӑкӑрӗнчен кӑларнӑ.

Я распечатал первую, она была следующего содержания: «Все устроено как можно лучше: тело привезено обезображенное, пуля из груди вынута.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ун упӑшкинчен пӗртте кулмарӑм; вӑл ӑна ашшӗ вырӑнне хурса хисеплет, упӑшки тесен тата улталӗччӗ те-и…

Я не позволил себе над ним ни одной насмешки: она его уважает, как отца, — и будет обманывать, как мужа…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор ман ҫине пӑхрӗ те, аллине ман чӗре ҫумне хурса, хаваслӑн: —эсир паллатӑр ӑна! — тесе пӗлтерчӗ.

Доктор посмотрел на меня и сказал торжественно, положив мне руку на сердце: — она вам знакома!..

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вернер ман пӳлӗме кӗнӗ чухне эпӗ диван ҫинче алла пуҫ айне хурса, мачча ҫинелле пӑхса выртаттӑм.

Я лежал на диване, устремив глаза в потолок и заложив руки под затылок, когда Вернер взошел в мою комнату.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.

Говорит он скоро и вычурно: он из тех людей, которые на все случаи жизни имеют готовые пышные фразы, которых просто прекрасное не трогает и которые важно драпируются в необыкновенные чувства, возвышенные страсти и исключительные страдания.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хул пуҫҫи ҫине кашниех пӗрер ҫыхӑ хурса, вӗсем ҫыран хӗрринелле тухрӗҫ, часах эпӗ вӗсене куҫран ҫухатрӑм.

Взяв на плечи каждый по узлу, они пустились вдоль по берегу, и скоро я потерял их из вида.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫавӑн пек калакан ҫынсем нумай, вӗсен хушшинче чӑнласах калаканнисем те пур пулӗ; йӑлӑхса ҫитесси вӑл, хай, модӑ пекех, обществӑн ҫӳлти сийӗнчен пуҫланса, аялти сийне анать те, ӑна вара ҫӗтӗлсе пӗтичченех сӗтӗреҫҫӗ; ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра чӗререн салхуланнисем ҫав инкеке, шӑпа вырӑнне хурса, пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, — терӗм эпӗ.

Я отвечал, что много есть людей, говорящих то же самое; что есть, вероятно, и такие, которые говорят правду; что, впрочем, разочарование, как все моды, начав с высших слоев общества, спустилось к низшим, которые его донашивают, и что нынче те, которые больше всех и в самом деле скучают, стараются скрыть это несчастье, как порок.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл тӑшман самолётне прицелти хӗрес варри тӗлӗнче тытрӗ те, икӗ пуҫ пӳрнине те гашеткӑсем ҫине хурса, ун патнелле вӑркӑнса пычӗ.

Он поймал самолет в паутинный крестик прицела и несся к нему, держа оба больших пальца на гашетках.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Капитан Чеслов, сывлӑмлӑ курӑк ҫине картта сарса хурса, эскадрильери лётчиксене ҫӗнӗ вырӑн хӑш тӗлте пулмаллине тата унта мӗнле каймаллине кӑтартрӗ.

Капитан Чеслов, разложив на росистой траве карту, показывал летчикам эскадрильи маршрут и точки нового положения.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑйне ларса пыма хаҫат ҫыххинчен канлӗ кресло пекки туса, офицер хӑй янахне темле йывӑр та хура тӗслӗ, ҫиелтен ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ тӗлӗнмелле туя ҫине хурса, тӗлӗрсе пычӗ: сайра-хутра, вӑраннӑ пек пулса, йӗри-тавралла телейлӗ сӑнпа ҫаврӑнса пӑхса, вӗри те тутлӑ шӑршӑллӑ сывлӑша пӗтӗм кӑкрипе шалалла туртса пычӗ.

Устроив себе из газетных тюков удобное кресло, офицер дремал, опираясь подбородком на странную тяжелую, черного дерева палку, украшенную накладными золотыми монограммами, и изредка, точно очнувшись от этой дремы, счастливо оглядывался кругом и жадно вдыхал всей грудью жаркий, душистый воздух.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Шкулти ҫирӗп йӗркесем тӑрӑх, ҫывӑрмалли пӳлӗмсенче кӑнтӑрла пулма пачах та юраман, анчах Алексей пушмаксене хывмасӑрах кровать ҫине, аллисене пуҫ айнелле хурса выртрӗ, ҫапах никам та: шкулти дежурнӑй та, иртсе ҫӳрекен командирсем те, унӑн хуйхине пӗлсе, ӑна пӗр сӑмах та каламарӗҫ.

Вопреки правилам школы, строжайше запрещавшим пребывание в спальнях днем, он лежал в ботинках на кровати, заломив под голову руки, и никто — ни дежурный по школе, ни проходившие мимо командиры, знавшие о его горе, не решались сделать ему замечание.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Самолёта тытса пырса, Наумов ручкӑна хӑй ҫинелле туртрӗ, вара шӑрчӑк евӗрлӗ пӗчӗк машина, — ҫурҫӗрти фронтсенче «лесник», центральнӑйсенче «капустник», кӑнтӑртисенче «кукурузник» тесе ачаш ят панӑскер, — пур ҫӗрте те салтаксем шӳтлесе чӗннӗскер, анчах пур ҫӗрте те ватӑ, ӗҫре тӗрӗсленнӗ, кулӑшларах, боевой тус вырӑнне хурса хисепленӗскер, пур совет лётчикӗсем те тахҫанах ларса вӗҫме вӗреннӗ машина, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарма тытӑнчӗ.

Машинально управляя, Наумов взял ручку на себя, и маленькая эта машина, похожая на стрекозу, ласково поименованная на северных фронтах «лесником», на центральных — «капустником», на юга — «кукурузником», всюду служащая мишенью для добродушных солдатских острот и всюду уважаемая, как старый, испытанный, чудаковатый, но боевой друг, машина, на которой все летчики учились когда-то летать, — круто полезла в воздух.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed