Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хама (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
— Пӗлсе тытатӑп-и эпӗ хама, Вера? — терӗм эпӗ ун умӗнчен иртсе кайнӑ чух.

— Довольна ль ты моим послушанием, Вера? — сказал я, проходя мимо ее.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ хама хаваслӑ тытни хӗре илӗртсех каймасть.

Моя веселость девушку не заражает.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗнтӗ ӳсӗр улпут ҫинчен те, иртнӗ вӑхӑтра хама мӗнле тытни ҫинчен те, Грушницкий ҫинчен те эпӗ пӗрре те асӑнтармарӑм.

Я не намекал ни разу ни о пьяном господине, ни о прежнем моем поведении, ни о Грушницком.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлетӗп, эпир часах акӑ каллех уйрӑлатпӑр, тен, ӗмӗрлӗхех те пулӗ: иксӗмӗр те мӗн виличченех тӗрлӗ ҫулпа уйрӑлса кайӑпӑр, ҫапах та эпӗ ӑна ҫав тери ӑшшӑн аса илеп; эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен яланах каланӑ, ҫавӑнпа вӑл, хама ӗненсех каймасть пулин те, шанса тӑрать.

Я знаю, мы скоро разлучимся опять и, может быть, на веки: оба пойдем разными путями до гроба; но воспоминание о ней останется неприкосновенным в душе моей; я ей это повторял всегда и она мне верит, хотя говорит противное.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ телей шырас тапхӑртан иртнӗ ӗнтӗ, чун-чӗре хавалӗпе кама та пулин хӗрӳллӗ савас вӑхӑт урлӑ каҫнӑ ҫав; маншӑн халь хама юратаканнисем ҫеҫ пулччӑр, унта та пурте мар, ӗмӗрлӗхе пӗрре ҫывӑхланни те ҫителӗклӗ пулӗччӗ тетӗп: мӗн тӑвас, мӑнтарӑн чӗрен йӑли ҫавӑн пек-ҫке.

Да, я уже прошел тот период жизни душевной, когда ищут только счастия, когда сердце чувствует необходимость любить сильно и страстно кого-нибудь, — теперь я только хочу быть любимым, и то очень немногими; даже мне кажется, одной постоянной привязанности мне было бы довольно: жалкая привычка сердца!..

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапла майпа манӑн ӗмӗт нимӗн чухлӗ те пӑтрашмасть, хама та савӑнӑҫлӑ пулать…

Таким образом, мои планы нимало не расстроились, и мне будет весело…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑраскалӑм хама кичем ан пултӑр тесе тӑрӑшать те-ха.

Явно судьба заботится о том, чтоб мне не было скучно.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ хама шӑнасем кансӗрлеҫҫӗ терӗм те, шӑплантӑмӑр.

Я отвечал, что меня беспокоят мухи, — и мы оба замолчали.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Савӑнса хӗпӗртекенни пурри мана шартлама сивӗпе сивӗтет, эпӗ вара хама, енчен час-часах мӑран флегматикпа тӗл пулмалла пулсан, ҫав тери шухӑша парӑнма юратакан ҫын пулнӑ пулӑттӑм, тетӗп.

Присутствие энтузиаста обдает меня крещенским холодом, и, я думаю, частые сношения с вялым флегматиком сделали бы из меня страстного мечтателя.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Суккӑр ача ҫаратни ҫинчен, вун сакӑр ҫулхи хӗр хама кӗҫ-вӗҫ шыва путарма тӑни ҫинчен пуҫлӑхсене каласа панӑ пулсан, ытла та кулӑшла пулмӗччӗ-ши вара?

И не смешно ли было бы жаловаться начальству, что слепой мальчик меня обокрал, а восьмнадцатилетняя девушка чуть-чуть не утопила?

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна илемлӗ теме ҫук, анчах манӑн илем тӗлӗшпе те хам малтанах пӗлсе тӑрасси, хама хам ӗнентерес йӑлам пур.

Она была далеко не красавица, но я имею свои предубеждения также и насчет красоты.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пуҫӑмра: асӑрханса тарас, тенӗ шухӑш вӗлтлетрӗ, — ку суккӑр ача, хам шухӑшланӑ пек, ытла суккӑрах та мар пулӗ-ха, куҫа шур илнӗ пек тума май ҫук-ши, тесе, эпӗ юриех хама ӗнентересшӗн пултӑм, мӗне кирлӗ-ши тата куҫа шурӑ илтермешкӗн.

В голове моей родилось подозрение, что этот слепой не так слеп, как оно кажется; напрасно я старался уверить себя, что бельмы подделать невозможно, да и с какой целью?

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!..

Но дурной каламбур не утешение для русского человека, и я, для развлечения вздумал записывать рассказ Максима Максимыча о Бэле, не воображая, что он будет первым звеном длинной цепи повестей; видите, как иногда маловажный случай имеет жестокие последствия!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗнле ответ пачӗ вӑл сире? — тесе ыйтрӑм та эпӗ, ҫавӑнтах хама аван мар пек пулчӗ:

Что она вам ответила? — спросил я его, и тут же самому стало нехорошо.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ вара хама малтанах вӑтам ҫулсене ҫитнӗ пек туйӑннӑ лётчик пӗр ҫирӗм виҫҫе те тин ҫитейнине ӑнлантӑм.

Я с удивлением убедился, что хозяину моему, казавшемуся минуту назад человеком средних лет, едва ли было и двадцать два, двадцать три года.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та хама хам ӗненмерӗм; вӑл хӑйӗн урисене урайне пӑрахнӑ иккен.

Я оглянулся и увидел такое, чему сам не поверил, он оставил на полу свои ноги.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана.

разумеется, это им плохое утешение — только дело в том, что это так. В первой моей молодости, с той минуты, когда я вышел из опеки родных, я стал наслаждаться бешено всеми удовольствиями, которые можно достать за деньги, и разумеется, удовольствия эти мне опротивели.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакӑн ҫинчен калама тытӑнтӑм та эпӗ Печорина: «Итлӗр-ха, Максим Максимович, — терӗ вӑл, — чӗрем телейсӗр манӑн: хама ҫавӑн пек пӑхса ӳстернӗ-ши вара, турӑ мана ҫавӑн пек тунӑ-ши, пӗлместӗп; ҫакна ҫеҫ пӗлсе тӑратӑп акӑ: ыттисене инкек кӳретӗп пулсан, эпӗ хам та вӗсенчен кая мар телейсӗр.

Вот об этом-то я и стал ему говорить. «Послушайте, Максим Максимыч, — отвечал он, — у меня несчастный характер; воспитание ли меня сделало таким, бог ли так меня создал, не знаю; знаю только то, что если я причиною несчастия других, то и сам не менее несчастлив;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире тӳррипех калас пулать, манӑн кил-йышӑм ҫук: аттепе анне ҫинчен эпӗ пӗр вун икӗ ҫул хушши нимӗн те пӗлместӗп, авланма хӗрарӑм палӑртса хуманшӑн ӗлӗкрех чухлаймарӑм, халь ӗнтӗ килӗшсех те каймасть; эпӗ хама йӑпатакан ҫынна тупнӑшӑн хӗпӗртенӗччӗ.

Надо вам сказать, что у меня нет семейства: об отце и матери я лет двенадцать уж не имею известия, а запастись женой не догадался раньше, — так теперь уж, знаете, и не к лицу; я и рад был, что нашел кого баловать.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тӳррипех калатӑп, — терӗ вӑл малалла, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, — хама пӗр хӗрарӑм та нихӑҫан та ҫавӑн пек юратманшӑн калама ҫук ӳкӗнтӗм эпӗ.

— Да, признаюсь, — сказал он потом, теребя усы, — мне стало досадно, что никогда ни одна женщина меня так не любила.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed