Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран the word is in our database.
кайран (тĕпĕ: кайран) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтан кайран вара эпир аван пурӑнма пуҫларӑмӑр.

С тех пор мы стали хорошо жить.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран эпир тата начартарах пурӑна пуҫларӑмӑр: лашамӑра та, юлашки сурӑхӑмӑрсене те сутса ятӑмӑр.

После этого мы стали еще беднее жить; продали лошадь и последних овец.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран вара мана аван пӑшалах илсе пачӗҫ, ӳлӗм пеме чармарӗҫ.

И с тех пор мне дали ружье и позволили стрелять.

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран эпӗ суккӑр ыйткалакансенчен хӑрами пултӑм.

И с тех пор я перестал бояться слепых нищих.

Пӗр ача хай суккӑр ыйткалакансенчен хӑрама чарӑнни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран эпӗ лашасене хӗрхенекен пултӑм.

С тех пор я вырос большой и всегда жалею лошадей.

Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран вара эпир вӗсене час-часах кая-кая пӑха пуҫларӑмӑр.

И тогда мы опять стали часто на них смотреть.

Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран эпӗ пиччене темӗн пек юрата пуҫларӑм; халӗ эпӗ уншӑн вилме те хатӗр.

А теперь как вспомню про брата, кажется бы жизнь за него отдал.

Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анчах вӗсене касмаллаччӗ, ҫавӑнпа касса тухрӑм, кайран тин вӗсене касмалла маррине пӗлтӗм.

Но надо было рубить, и я рубил; потом уже, когда было поздно, я узнал, что не надо было уничтожать их.

Ватӑ тирек // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл хай кашкӑр туласан кайран ултӑ эрнерен ҫухалчӗ.

Стало быть, волк, точно, был бешеный.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран ӑна никам куракан-тӑвакан та, илтекен те пулмарӗ.

И никто не видал и не слыхал про него.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӗрмери ҫынсенчен хӑтӑлсан кайран Булька та нумаях пурӑнаймарӗ.

Булька тоже недолго жил после того, как он спасся от колодников.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла вара, ҫак каҫхине малтан эрех ӗҫесси, кайран — шурӑ ҫынна асаплантарасси!

Итак, в программе вечера первым номером стоял пунш, а вторым — пытка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл епле тухса пынине кайран пӗлтӗм вара: эпӗ килтен тухса кайсан, вӑл чӳрече хашахине ҫӗмӗрсе чӳречерен тухнӑ иккен.

Я узнал потом, что он после меня пробил раму и выскочил из окна.

Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кайран хай ҫерҫи йӑлтах курӑнми пулчӗ; чӗкеҫсем йӑвана йӑлтах сӗрсе, питӗрсе лартрӗҫ.

А потом и ничего не стало видно; ласточки совсем замазали его в гнезде.

Ҫерҫипе чӗкеҫсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран вара вӗсем урӑх нихӑҫан та кушакне хире илсе тухман.

И уж больше не брал его с собой в поле.

Кушак ҫури // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран вара йытӑпа арӑслан пӗр шӑкӑлкере пурӑна пуҫланӑ.

С тех пор собачка жила в одной клетке со львом.

Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кайран, ӑша тарӑнрах илме, уйрӑммӑн ларса та шутлӑпӑр.

Help to translate

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Акӑ, выртӑн та кунта пӑртак канкаласа, кайран хуть те — купӑс каласа сик…

Полежишь, подлечишься малость, а там хоть под баян пляши.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кайран та, килелле таврӑннӑ май, юлашки шанчӑкне упраса, тен, хӑратмалла-шӳтлемейле, ҫул ҫинчен ӑҫтан та пулин сиксе тухӗ-ха тесе, хуллен, васкамасӑр утрӗ.

И потом, когда медленно шла домой, нарочно отстав от подружек, все ожидала, что вот-вот вынырнет из переулка, свистнет разбойно, чтоб напугать ее.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту лӗпӗртетеҫҫӗ, лӗпӗртетеҫҫӗ темиҫе ҫул, юратам, савам пекки тӑваҫҫӗ пӗр-пӗрне, кайран пӑхатӑн та — хӗрӗн те упӑшки расна, лешӗн те арӑмӗ урӑх.

А то некоторые по несколько лет вместе гуляют, друг на друга не надышатся, а поглядишь после — он на одной женат, она за другого замуж выскочила.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed