Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ the word is in our database.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) more information about the word form can be found here.
Тата тӑватӑ хутчен туй кӗрлеттермелле-ха Мадияновсен, апла-тӑк вӗсене ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр тата нумай-нумай хут кукамайпа кукаҫи пулма сунатпӑр.

Help to translate

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗтсе илнӗ 84 ҫулти Александра Степанова, тӑватӑ ҫул каялла кӑна ӗҫрен кайнӑскер, ҫакӑн пек ырлӑх хӑйӗн тӗлне йӑтӑнса аннине ниепле те ӗненеймест.

Дождавшаяся ключи от новой квартиры 84 летняя Александра Степанова, которая только четыре года тому назад ушла с работы, не верит навалившемуся на ее долю счастью.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Тӑватӑ ҫулти ывӑлне Ваньӑна теттепе савӑнтарас тенӗ.

Help to translate

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла Шупашкар унӑн хӑнисене пӗрремӗш хут йышӑннӑ.

Двадцать четыре года назад Чебоксары принял его гостей в первый раз.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Унта тӑватӑ ыйту пӑхса тухрӗҫ.

Там рассмотрели четыре вопроса.

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Пурӗ вара кунта тӑватӑ ялтан /ыттисем — Хурӑнсур Ҫармӑс, Кайри Тукай/ ачасем ҫӳреҫҫӗ.

Всего сюда ходят дети из четырех деревень (остальные - Хурансур Сармас, Напольное Тугаево).

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Паянхи кун тӑватӑ мӑнук ҫитӗнет.

Сегодня растут четыре внука.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Пирӗн Пелепей тӑрӑхӗнче Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн академикӗсем паянхи куна тӑватӑ ҫын шутланаҫҫӗ.

В данный момент в Белебеевском районе насчитывается четыре академика Чувашской народной академии наук и искусств.

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӗне, пӑру, качакасем, виҫӗ сысна, тӑватӑ кролик, карта тулли хур-кӑвакал, чӑх-чӗп...

Корова, теленок, коза, три свиньи, четыре кролика, полный двор утки, кур...

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Арҫынна хӑй ҫумне май пур таран ҫирӗпрех ҫыхас тесе вӑл тӑватӑ ача ҫуратнӑ, тӗнне улӑштарма хатӗрленнӗ.

Чтобы привязать мужа к себе как можно крепче, она родила четверых детей, готовилась сменить вероисповедание.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ ӗне, икӗ чупнӑ пӑру, икӗ пӗчӗк вӑкӑр, лаша усрать.

Help to translate

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Унта — икӗ бассейн, тӑватӑ спортзал...

Там — два бассейна, четыре спортзала...

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— ЮТВ йӗркелесе тӑватӑ ҫултах самай пысӑк аудиторие ҫӗнсе илтӗр, телепередачӑсем нумай енлине кура сире тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем килӗштереҫҫӗ.

— Организовав ЮТВ, вы за четыре года собрали большую аудиторию, ваши передачи имеют разнонаправленный характер и это привлекает зрителя.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шӗвеке тӑватӑ пая уйӑрса пӗр кунра ӗҫсе ямалла.

Жидкость надо разделить на четыре части, за день выпить.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхри кӑтартӑвӗсемпе уйрӑм министрсем пайӑррӑн паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Мӗнле проектантсем шутланӑ ҫавӑн чухлӗ? — кӑсӑкланчӗ М.Игнатьев. — Тӑватӑ ҫухрӑмшӑн Европӑри пуян ҫӗршывсенче те 100 миллион ыйтмаҫҫӗ.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Республикӑри 20 районти тата тӑватӑ хулари 72 библиотекӑра 83022 ҫынна ыйтса пӗлнӗ.

Help to translate

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӗр ачасемпе арҫын ачасем тӑватӑ карталаннӑ ушкӑнран пӗр пысӑк вӑйӑ карти турӗҫ.

Девочки и мальчики из четырёх хороводов образовали один большой.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ҫак тӑватӑ саспаллирен тӑракан сӑмах кашниншӗн хаклӑ.

Это слово из четырех букв для каждого дорого.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑма ҫирӗм тӑватӑ калав кӗнӗ.

Help to translate

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed