Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата ҫакна та астӑватӑп: темлерен эпир пӗр ухмах ҫын пирки калаҫса кайрӑмӑр, ун чухне вӑл ӑна вӗлермелле кӑна мар, «ун какайне ҫисе ямалла та тирӗ ҫине выртса ҫывӑрмалла» терӗ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле ҫирӗплетсе калама пултарӗ-ха старик, ҫын какайне ҫиместӗп тесе?Как же посмеет старик после этого утверждать, что не занимается людоедством?
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Вӗсен наукине хывакан Ли Ши-чжэнь, хӑйӗн «Бэньцао чанму» ятлӑ кӗнекинчеччӗ пулас, ҫын какайне ӑшаласа ҫиме пулать, тесе питӗ уҫӑмлӑ ҫырса кӑтартнӑ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Хам пурпӗрех хӑрамастӑп, — ҫын ҫиместӗп пулин те вӗсенчен харсӑртарах эп.А мне не страшно. Я хоть и не ем человечины, а куда храбрее их.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пӗр-иккӗшне пурпӗрех астивкелесе пӑхрӑм: лӑймакаскер, те пулах вӑл, те ҫын какайӗ, ним те пӗлес ҫук.Съел несколько кусочков: скользкие, не разберешь, не то рыба, не то человечина,
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пуллин куҫӗсем шурӑ, хаяр, ҫӑварӗ вара ҫын какайӗшӗн антӑхакан ҫынсенни пекех карӑлса тӑрать.Глаза у рыбы белые, жестокие, рот хищно разинут, совсем как у тех людей, помышлявших о людоедстве.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пурпӗрех ҫывӑрса каясси пулмасть тесе эп ӑна ҫурҫӗр иртичченех тимлесе вуларӑм та сасартӑк йӗркесем хушшинче курах кайрӑм: кӗнекипех пӗр сӑмаха ҫырса тултарнӑ иккен — «ҫынна ҫын ҫиесси».
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Енчен те эс путсӗр ҫын хирӗҫленине юриех пӗр хӑлхунтан кӗртсе тепринчен кӑларсан: «Ыттисем пек мар, мӗнешкел ӑслӑ та пӗлекен ҫын», — тет вӑл сан пирки.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
«Мӗнле лайӑх ҫын пулсан та, хӑйне пӳлсен, вӑл хирӗҫлеме тытӑнать.самый лучший человек, если ему перечить, непременно станет возражать;
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ӑнлантӑм эп: вӗсен сӑмахӗсем наркӑмӑшлӑ, кулли ҫӗҫӗ пек, ҫӑткӑнла хирӗлекен шурӑ та шӗвӗр шӑлӗсем, — ҫаксем пурте ҫын какайне ҫиме майлашнӑ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Тата тепӗр ҫич-сакӑр ҫын хӑйсем тӗллӗн ман ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Нимле тӗрӗс мар сӑмаха та юсамарӑм, ҫын хушамачӗсене ҫеҫ улӑштаркаларӑм, ниме пӗлтермеҫҫӗ пулин те, вӗсем пурте ял ҫыннисем тата никамах та паллӑмарскерсем.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫав тетрадьсене илтӗм те эпӗ киле таврӑнтӑм, унта ҫыркаласа хунисене курсан, ку ҫын темле «мани преследовани» йышши чирпе асапланнӑ пулӗ терӗм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Алӑк патӗнче вӑл хӗр ӳт-пӗвӗ ҫинелле пӑртаккӑн тайӑлнӑ, ӳсӗр ҫын евӗр, енчен енне сулкаланса тӑракан Элиава курнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ҫын вилет те хӑй ӳчӗн ҫӗрӗкӗпе ҫӗре самӑрлатать, ҫӗр пучаха апатлантарать, пучах пӗрчӗ ҫитӗнтерсе парать, этем ҫӑкӑр ҫиет те унпа хай ӳт-пӗвне тӑрантарать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ну, ку ҫын каллех колхозра пулать! — терӗ Разметнов, Давыдова хулпуҫҫинчен ярса тытса, Молчун ҫинелле кӑтартса.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫапах та, мӗншӗн тухатӑн-ха эсӗ? — тӗпчесех ыйтрӗ Давыдов, ҫакӑн пек чухӑн ҫын — чӗмсӗр активист колхозран тухнинчен тӗлӗнсе.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр кунне колхозран тухма ҫирӗм виҫӗ ҫын заявлени пачӗҫ.На другой день было подано двадцать три заявления о выходе из колхоза.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн…Ты — старый член партии, красный партизан, краснознаменец, и вдруг такое явление…
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Шуйттан ӳкӗтлетӗр вӗсене, Сталин юлташ, эпӗ — фронтсем тӑрӑх ҫӳресе хамӑн сывлӑхӑма пӗтернӗ ҫын — урӑхла пултараймастӑп.