Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗмпӗр трактирӗнче эпӗ хама ӑссӑр тыткаланине хам ӑшӑмра йышӑнмасӑр тӑма пултараймарӑм.Я не мог не признаться в душе, что поведение мое в симбирском трактире было глупо.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, хама нимӗн те пулман пек тытса, укҫа-тенкӗме, кӗпе-йӗме тата пӗтӗм ман ӗҫӗмсене пӑхакан Савельич енне ҫаврӑнтӑм та ачана ҫӗр тенкӗ пама хушрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл, ӑна турӑ пӗлет-и тен, темле тӗрӗс мар шутлать те, сехетсерен вӑйя малалла тӑсса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, — хама ирӗке вӗҫерӗннӗ ачапа пӗрех тыткалатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫавӑнпах та эпӗ тем чул вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр, хуйха-суйха пула хама хам пӗлмесӗр, пӗр сӑмах илтмесӗр выртрӑм.и несколько минут я лежал не двигаясь, не помня себя от горя и не слыша ни слова.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тачка икӗ хама хушшине хӗсӗнсе ларчӗ те бортран ҫыран хӗрринелле килекенсем чарӑнса тӑчӗҫ.Тачка застряла между досками, и все движение с борта на берег остановилось.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ пур япаларан та иккӗленме юрататӑп: ҫапла пулни характер ҫирӗплӗхне кансӗрлемест; хама мӗн кӗтнине пӗлмесен эпӗ яланах малалла хӑюллӑн утатӑп.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ӗнтӗ ман сана хам мӗншӗн кунтан васкавлӑн тухса кайнине ӑнлантарса памалла; сӑлтавӗ сана пӗчӗккӗ пек туйӑнӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана хама ҫеҫ тивет.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тен, ман хама вӗлерттерес килет пулӗ…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хама хам тиркемерӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗнчешӗн пысӑк ҫухату мар; мана хама та чылаях йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.Потеря для мира небольшая; да и мне самому порядочно уж скучно.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Доктор манӑн секундант пулма килӗшрӗ: эпӗ ӑна перӗшӳ условийӗсем пирки темиҫе сӗнӳ патӑм; унӑн ҫине тӑрсах ӗҫе мӗн май пур таран вӑрттӑнрах ирттерсе ямалла тӑвас пулать, мӗншӗн тесен эпӗ хама кирек хӑҫан та вилӗм умне илсе тухма пултаратӑп, анчах ку тӗнчере хамӑн пуласлӑха кашт та пӑсас килмест.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑҫта кайма хатӗрлетӗп эпӗ хама?
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хама хам кулӑшла пуласран хӑратӑп эпӗ.
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Киле таврӑнсан, эпӗ хама темскер ҫитменнине асӑрхарӑм.
Июнӗн 6-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ҫук, ҫук! — терӗ те вӑл, унӑн пичӗ ҫав тери шухӑшлӑ та куляннӑ пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа эпӗ хама ӗнтӗ темле пулсан та, ун аллине чуп тума сӑмах патӑм.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хама хам тӗнчери ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах та пултаруллӑрах тесе шутланӑ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм; хама пурте юратнӑ пулсан, эпӗ хамра иксӗлми юрату хӑватне тупнӑ пулӑттӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чун-чӗрери хӗрӳ туйӑмсене пула ӑнран кайиччен алхасма пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ; чыслӑха юратнӑран кун-ҫулра пулнӑ сӑлтавсем кӑмӑлӑма пусарса хучӗҫ, анчах вӑл урӑхла майпа палӑрчӗ, мӗншӗн тесен чыслӑха юратни вӑл нимӗн те мар, влаҫшӑн хыпса ҫунни кӑна, ман кӑмӑла кӳме вара чи малтанах хам таврара мӗн-мӗн пуррине йӑлтах хама пӑхӑнтарни кирлӗ, хама юраттарнине хускатмалла, пӗтӗмпех парӑнтармалла, хӑратса тӑмалла — ҫакӑ мар-и вара влаҫӑн чӑн аслӑ тупсӑмӗ?
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫ иртиччен эпӗ темиҫе хут та вӗсем калаҫнӑ ҫӗре юри хутшӑнма тӑтӑм, анчах пике ман ҫине самаях сиввӗн пӑхкаларӗ, юлашкинчен, эпӗ, хама япӑх пулнӑ пек туса, пӑрахса кайрӑм.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964