Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑ (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
Виле пуҫӗ ҫумне чӗнпе ҫыхса хунӑ туяна хӑвӑрт салтса илчӗ те шаман, ӑна шӑп варринчен шӑлӗпе ҫыртса, вӗҫӗсене аллисемпе ярса тытрӗ.

Быстро отцепив от головы покойника привязанную арканом палку, шаман взял ее в зубы как раз посередине, а концы обхватил руками.

Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вара, пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, хушса хунӑ:

И, немного помолчав, добавил:

Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Эттай тата тем калас тесе ҫӑварне уҫсаччӗ, анчах хатӗрлесе хунӑ сӑмахӗсем, юри тенӗ пекех, пуҫӗнчен тухса ӳкрӗҫ.

Эттай открыл было рот, чтобы еще что-то добавить, но все приготовленные слова, как назло, вылетели из его головы.

Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Апла сирӗн ятарласа тунӑ журнал та пур! — тӗлӗннӗ пекрех каларӗ Виктор Сергеевич, журнал хуппи ҫине тӑрӑшсах ӳкерсе хунӑ якӑра пӑхса.

— О, так у вас и журнал специальный есть! — многозначительно произнес Виктор Сергеевич, рассматривая на обложке старательно нарисованный якорь.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗр пилӗксенчеччӗ-ши, улттӑсенчеччӗ-ши вӑл ун чухне, амӑшӗ аш татӑкӗ илме нӳхрепе аннӑччӗ те, ҫав хушӑра (пулӑшам терӗ пулмалла ҫав ӗнтӗ) шуратса хунӑ пуҫлӑ сулана пуҫларӗ пӗли-пӗлми турама хайхискер.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ятне те шутласа хунӑ ӗнтӗ эпӗ унӑнне — Виталий.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурнӑҫ мар, пашалу, Тутисӗр ҫимӗҫ, — старик, лӑкӑштатакан урипех патнаррӑн яра-яра пусса, алӑк кӗтессине таянтарса хунӑ сулӑмлӑ патаккине илчӗ те йӗкӗт хуткупӑсне ҫӗртен ҫӗклесе йӗкӗтпе юнашар лашт пырса лартрӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗллехи кермене ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайни, шурӑ чехсене аркатни, чӑваш тӑрӑхӗвче алхаснӑ Калюков бандин юлашкийӗсене тытма пулӑшни, колхоз тунӑ ҫӗре ҫанна тавӑрса хутшӑнни, кӗҫӗн ывӑлӗсем пуҫ хунӑ хыҫҫӑн иртнӗ вӑрҫа хӑй ирӗкӗпе кайма тӑрса ӑна унта яманни («Шӗшлӗн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухӑш ҫӑмхине ҫӑмхалама тытӑннӑччӗ те — ҫывӑхрах, ҫӳл енчен, кулӑс сассине янках чун кӗни — ун чӗрине шартах ҫуй сапрӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗрре ӑна, ватӑ ҫынна хӗрхенсе-тӗр, колхоз председателӗ: «Тавтапуҫ сана, Мукуҫ мучи, кун чухлӗ ӗҫлесе патӑн, кан килӳнте ирӗккӗн», тенӗ пулать те, лешӗ вара, пӑшатан пек куҫӗле тӗллесе, хирӗҫ ҫапла лаплаттарса хунӑ пулать: «Эс ачам, малтан ман ҫула ҫит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаҫ. Сана вара, шӑллӑм, кӑшт-кашт килте ларкаласан та пӑсмасть. Арӑмна хир кӑтартма пӑрахни те ултӑ ҫул — ачи-пӑчипех пӑчланчӗ, колхоз ӗҫне ҫӳремест. Пулӑш арӑмна. Мана вара — ан тӗкӗн, ман вырӑн халь ҫӗре кӗричченех кунта!» — тенӗ пулать.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗрре картса хунӑ виҫепе пурӑнать те пурӑнать мучи.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав самант хыҫҫӑн мӗн тумаллине вара Нина йӑлт картса хунӑ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ильсеяр кушака каллех чӳрече ҫине вырттарчӗ те, ӗсӗкле-ӗсӗкле, ҫыран хӗррине, Актуша питӗрсе хунӑ шӑтӑк патне, анчӗ.

Она опять уложила кошку на подоконнике и, всхлипывая, пошла вниз к пещере, где сидел взаперти Актуш.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеяр будкӑран тухнӑ чухне ҫумӑр чарӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫил лӑпланнӑччӗ, пӗтӗм тӳпене хупӑрласа хунӑ хура пӗлӗтсем сирӗлсе кайнӑччӗ.

Когда Ильсеяр вышла из будки, дождь уже перестал, ветер утих, тучи, застилавшие все небо, рассеялись.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучи, хумсен тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, Ильсеяра типӗ ҫӗр ҫине хунӑ чухне хӗвелтухӑҫӗнче шурӑмпуҫ ҫути ӳкнӗччӗ ӗнтӗ.

Когда дед Бикмуш положил Ильсеяр на землю, на востоке уже прочертилась заря.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Шӑтӑк тавра вӗсем кӑнтӑрлах хатӗрлесе хунӑ шалчасене ҫапса лартрӗҫ те, михӗсенчен ҫӗленӗ шӑналӑк карса, ҫиелтен йывӑҫ турачӗсемпе курӑксем пӑрахса тултарчӗҫ.

Втроем они вбили по краям ямы заготовленные днем колышки, натянули на них сшитое из мешков полотнище, а сверху набросали веток и травы.

ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Бикмуш мучи малтан хӑй ҫӗр айне варса хунӑ патронсене кӑларса килчӗ.

Дед Бикмуш выкопал и притащил патроны, которые он тогда сам зарыл в землю.

ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Авӑ, Актуш будка алӑкӗ умне тӑсӑлса выртнӑ, Фатыма пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хунӑ та канлӗн ҫывӑрать.

Вон Актуш растянулся во всю длину возле порога будки, а Фатима уткнулась мордочкой ему в бок и безмятежно спит.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ывӑнма-канма пӗлмен ҫын ҫаплах ӗҫлет, — таҫта, Автан тӗми ҫинче пулас; вӑл пӗтӗм хула ҫине тӑвӑр та ҫирӗп кӑшӑл ҫапса хунӑ пекех, пикенсех тата ӗҫне пӗлсе, панлаттарса ҫапать:

И всё работал неутомимый человек, — где-то на Петуховой горке, должно быть; он точно на весь город набивал тесный, крепкий обруч, упрямо и уверенно выстукивая:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӑл ҫав тери ывӑнса, пусӑрӑнса ҫитрӗ, вара ҫӗр ҫинех ларчӗ те урисене тӑсса хучӗ, йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хӑй собор хыҫӗнче, тротуар юпи ҫумӗнче, такамсен питӗрсе хунӑ хӗрлӗ хапхи умӗнче ларать иккен.

Его обняла тягостная усталость, он сел на землю и вытянул ноги, оглянулся: сидел за собором, у тротуарной тумбы, против чьих-то красных запертых ворот.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Суять! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл хӑй умӗнчи ҫынсен пӗр ҫӗре пӗрлешсе тӑнӑ ҫав тери пысӑк пӗр чӗрӗ сӑн-сӑпачӗ еннелле; ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй патнелле тӑсса хунӑ типшӗм алла асӑрхарӗ, тӗттӗм куҫа, шап-шакла — кавӑн евӗрлӗ — пуҫа курчӗ, ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Тиунова ярса тытрӗ, ӑна таҫта аялалла вӑркӑнтарчӗ те мӗкӗрсе ячӗ:

— Врёт! — крикнул он в огромное живое лицо перед собой; обернулся, увидал сухую руку, протянутую к нему, тёмный глаз, голый — дынею — череп, бросился, схватил Тиунова, швырнул его куда-то вниз и взревел:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed