Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ: 2. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: 3. вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус вара вӗсене каланӑ: ачасем килччӗр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Ҫӳлти Патшалӑх ҫакӑн пеккисемшӗн, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон: ҫакна сана ӳтпе юн мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ; 18. Эпӗ те сана калатӑп: эсӗ — Петр, ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме лартӑп, ӑна тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ; 19. сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине парӑп: эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ, тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл; 38. хир — тӗнче; ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем; 39. пукра акнӑ тӑшман — шуйттан вӑл; вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ, выраканӗсем вара — ангелсем.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр: 19. Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6. чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7. ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8. чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.10. Блаженны изгнанные за правду, ибо их есть Царство Небесное.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ: 3. Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.2. И Он, отверзши уста Свои, учил их, говоря: 3. Блаженны нищие духом, ибо их есть Царство Небесное.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнтанпа вара Иисус ҫапла каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирне пырса халӑха вӗренте пуҫлать, 2. вӑл: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тет.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каларӗ мана: 10. ку курӑнӑвӑн тупсӑмӗ ҫапла: 11. тинӗсрен ҫӗкленсе хӑпарнӑ ӑмӑрткайӑк, эсӗ курнӑскер, — хӑвӑн Даниил тӑванна кӑтартнӑ тӑваттӑмӗш патшалӑх вӑл, 12. анчах ӑна халӗ Эпӗ сана ӑнлантарса панӑ пек ӑнлантарман.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлти Патшалӑх парнине илме хатӗр тӑрӑр, ӗнтӗ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе сӳнми ҫутӑ ҫуталса кайӗ.35. Будьте готовы к воздаянию царствия, ибо свет немерцающий воссияет вам на вечное время.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире валли Патшалӑх хатӗр ӗнтӗ: сыхӑ тӑрӑр.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.