Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑкки хӑраса ӳкрӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лойко, ҫилпе хуҫӑлнӑ йывӑҫ пек сулӑнса, ҫӗр ҫине кайса ӳкрӗ, пӗр вӑхӑтрах макӑрать те, кулать те.А он зашатался, как сломанное ветром дерево, и пал на землю, рыдая и смеясь.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Йӗкӗт, чӗринчен пуля пырса тивнӗ пекех, кайса ӳкрӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Халь ӗнтӗ вӑл, ҫак таранччен ялан кахалланса, ӳсӗр пуҫпа нимӗн шухӑшламасӑр пурӑнаканскер, шухӑшламан-туман ҫӗртенех ӗҫлӗ, тӑрӑшакан, васкакан, ҫитменне тата ҫутҫанталӑкпа та кӗрешекен ҫын вырӑнне кӗрсе ӳкрӗ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
— Тӗрӗсне те тӗрӗс, Захар Митрич! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Катерина.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тыркассем вӑхӑтсӑр вилесшӗн пулмарӗҫ, пӗр Маша кӑна, асӑрханмасӑр ҫӳренӗ пирки, пӗррехинче урипе капкӑна пырса ҫакланчӗ, виҫӗ кун хушши туяпа ҫӳрерӗ, Семушкин ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ӳкрӗ пулин те, Маша вара вӑл конструкциленӗ капкӑн хӑрушӑ япала пулни ҫинчен ӑна хӑйнех каласа пачӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанлӑха вӑл ачасем тулла таптаса пӗтересрен хӑраса ӳкрӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӗлместӗп, Саня… — аптраса ӳкрӗ Маша.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чул пӗкӗ пек ҫавра йӗр туса, ҫырма леш енне ҫитсе ӳкрӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Семушкин вара чирлесех ӳкрӗ.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗрӗшнӗ кашта чӑтаймарӗ, хуҫӑлса анчӗ, Маша вӗлтӗрен шӑтӑкне персе те ӳкрӗ.Трухлявая перекладина не выдержала тяжести, переломилась, и Маша полетела в яму, набитую крапивой.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катерина булавкине кӑларчӗ те кӗсйинчен вара ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке, хут татӑкӗсем, тура катӑкӗ, чӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк куҫкӗски тухса ӳкрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн калаҫатӑн эсӗ кирлӗ мара? — чӗтресе ӳкрӗ Катерина.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тулӑ ҫинчен-и? — чӗтресе ӳкрӗ Санька.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Андрей Иванович ӑҫта? — аптӑраса ӳкрӗ Санька.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ вӗт Санькӑна сӑмах панӑ… — хӑраса ӳкрӗ Тимка.
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тимка пӳски сирӗн пата, участока ӳкрӗ.
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Автан хайхи, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗскер, мӑйракипе ҫав тери вӑйлӑн пырса тӗкрӗ, ача айккинелле вӑркӑнса, лапах ҫӗр ҫине персе ӳкрӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька чееленме хӑтланчӗ, вӑкӑртан пӑркалана-пӑркалана тарчӗ, пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла хӑвӑрттӑн сике-сике ӳкрӗ.Санька хитрил, увертывался от быка, делал резкие скачки то вправо, то влево.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗтмен ҫӗртенех вӑл пахча ҫимӗҫ пухмалли кунтӑк ҫине такӑнса ӳкрӗ.Неожиданно он споткнулся о большую, плетенную из прутьев корзину, в какие осенью собирали овощи.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951