Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра the word is in our database.
тавра (тĕпĕ: тавра) more information about the word form can be found here.
Бунчук калаҫасса та темле урӑхларах, сӑмаха вӗҫне ҫити каламасӑр, ҫирӗп тута хӗрринчен хӗсӗнсе тухакан кулӑпа кулкаласа, калаҫать, — ку этем пӗр хӑй ҫеҫ пӗлсе тӑракан чӑнлӑхран кукӑр-макӑр тавра сукмакпа иртсе каять тейӗн.

Бунчук и говорил как-то недосказанно, с улыбкой, зажатой в твердом углу губ, будто шел, обходя одному ему известную правду по кривой, извилистой стежке.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана патша ҫуртӗнчи тӗрлӗ элексем-мӗнсем ӗмпӳн таса ячӗ тавра эрешмен карти пек явкаланса варалани питех те хумхантарать.

Меня глубоко волнуют те дворцовые сплетни, которые паутиной кутают светлое имя монарха.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тавра шӑпланчӗ.

Help to translate

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Маршевӑй сотня полк вырнаҫса тӑракан имение сад тавра каять.

Маршевая сотня шла, огибая сад, в имение, где расположился полк.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетре мар, ут ҫитти ҫинче, Козьма Крючков кичемленсе выртать, сайра мӑйӑхӗн йӑлхахне пӳрни тавра ҫӑмхалать.

Неподалеку на попонке лежал Крючков Козьма, скучал, наматывал на палец жидкую поросль усов.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арман чулӗ епле ҫаврӑнса тӑрать, ҫавнашкалах ухӑ йӗппи ман тавра ҫаврӑнайса кӑна тӑтӑрччӗ, хама ан тивтӗрччӗ.

Как жернова вертятся, так не приходила бы ко мне стрела, вертелась бы.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, тунсӑхласа, лашин мӑйне шӑлкаласа якатрӗ, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине уртӑнчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӑна икӗ хутлӑ ҫурт ҫине, ун тавра хӳмеленӗ йывӑҫ карта ҫине, картиш варринчи ҫав тери илемлӗ ҫурт-йӗрсем ҫине пӑхрӗ.

Тоскуя и выглаживая конскую шею, Григорий давил ногами стремена, глядел на аккуратный двухэтажный дом, на деревянный забор, на чудно́го вида дворовые постройки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Унта завод пурччӗ пулас? — ыйтрӗ Штокман, подпилкипе хӑйраса, пӳрни тавра вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл тусанӗ сапалантарса.

— Там ведь завод, кажется, есть? — спросил Штокман, двигая напилком, сея вокруг пальца тончайшую серебряную пыль.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутран-ситрен имение Евгений килкелет, садра лачака кӳлӗ тавра уткаласа ҫӳрет, тунсӑхласа пурӑнать.

Изредка летом наезжал в имение Евгений, ходил по саду и леваде, скучал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй хуҫи — пан ҫывӑракан пӳлӗм чӳречи умне чарӑнса, хӑйӗн хӗрелнӗ сӑмси тавра пӳрнине чеен ҫавӑрттарса, кӑчӑк туртса тӑнӑ.

Сам хозяин — становился против окон панской спальни и хитро крутил пальцем перед веселым своим носом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗ, картлашкаллӑ ӑмрине ҫӗр ҫумнелле пӗкӗртсе, Митькӑна юр тӑрӑх сӗтӗрсе, нӑк уснӑ пуҫне пӑркалать, урипе кукалесе таҫта ҫитех юр сирпӗтсе, пӑра пек пӗтӗрсе хунӑ хӳри тавра кӗмӗл тусан вӗҫтерет.

Тот, пригибая к земле морщинистый подгрудок, волоча его по снегу, крутил низко опущенной головой, далеко назад кидал ногою снег, рассевая вокруг спиралью скрученного хвоста серебряную пыль.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горница тавра пӑхрӗ — ӑнланчӗ.

Оглядел горницу — понял.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗ тытнӑ пек чӗтресе, пысӑк тутӑр ҫине арчаран юбкӑсем, кофтӑсем, пӗчӗкрех тутӑрсем ывӑтма тытӑнчӗ, кусене вӑл пӗтӗмпех качча тухнӑ чух илсе килнӗ, унтан, хашкама ерсе, куҫӗсене сапалантарса ярса, юлашки хут кухня тавра ҫаврӑнчӗ те, лампине сӳнтерсе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

В большой шалевый платок лихорадочно кидала из сундука юбки, кофточки, полушалки — девичье свое приданое, — задыхаясь, с растерянными глазами, в последний раз прошлась по кухне и, загасив огонь, выбежала на крыльцо.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн ҫийӗнче тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ пиншак лӗнчӗр-лӗнчӗррӗн ҫакӑнса тӑрать, пиншак ҫухавийӗ унӑн пӗркеленчӗк хӑмӑр мӑйӗ тавра йӑлӑланнӑ.

На нем дрябло обвисал длинный верблюжьего сукна сюртук, воротник петлей охватывал коричневую, в морщинах, шею.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аксинья йӳле янӑ кӗрӗк аркисене уҫрӗ те, юман тавра хӑмла явӑннӑ пек, Григорие ыталаса илчӗ.

— Распахнула опушенные полы донской шубы, обвилась вокруг Григория, как хмель вокруг дуба.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорийӗн куҫӗсем кухня тавра васкавлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ те Петро ҫине ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Кинув по кухне беглый взгляд, Григорий остановил глаза на Петре.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пуҫ урлӑ чикелентер ӑна, мирошнике! — ӑс параҫҫӗ вӗсем тавра пухӑннӑ казаксем.

— Через голову мирошника! — советовали окружавшие их казаки.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авдеич, чӗлӗмне туртса, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, итлесе тӑракансен ансухланнӑ пуҫӗсем ҫине пӑхрӗ, хавхаланса кайса, хӑйӗн пичӗ тавра явӑнакан тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнчен малалла калама тытӑнчӗ:

— Авдеич, закуривая, оглядел потупленные головы слушателей, одушевляясь, загремел из висячего облака дыма, закутавшего его лицо:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сийӗн-сийӗн капланать хутор ҫине кизек тӗтӗмӗ, ҫул хӗррине тухса тӑкнӑ кӗл куписем тавра пурӑнакан ҫуртсем патне вӗҫсе килсе тулнӑ кураксем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Пластался над хутором кизячный дым, возле кучек рассыпанной у дороги золы расхаживали налетевшие к жилью грачи.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асӑрхамасть вӑл, епле унӑн кашни ирӗксӗр куҫ ытамнех, Пантелей Прокофьевича сарӑм сарма пулӑшнӑ хутранах, хӑйӗн салхуллӑ та килӗшӳллӗ куҫӗсемпе Наталья турта-турта илнине; ашӑм карти тавра лашасем хӑвалакан Петро ун ҫине пӑха-пӑха илнине, хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шутласа, ӑна питленӗн сӑмсине каҫӑртса кулнине те вӑл курмасть.

Он не замечал, как Наталья, помогая Пантелею Прокофьевичу настилать посад снопов, перехватывала каждый невольный взгляд мужа своим тоскующим, ревнивым взглядом; не видел того, как Петро, гонявший по кругу лошадей, взглядывая на него, курносил лицо неприметной, про себя, ухмылкой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed