Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эппин the word is in our database.
Эппин (тĕпĕ: эппин) more information about the word form can be found here.
Итле, эппин, тӑрат хӑлхуна, — ҫапла каларӗ те Виталий ытахальтен сых ятне тенӗ евӗр, машина тӑнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Ну, значит, так… — обернувшись, Виталий посмотрел туда, где стояла машина.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну, ҫитӗ, эппин, лӗпӗртетсе пырса, итле анекдотсем!

Ну, довольно болтать, слушай анекдоты!

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешсем, вӗсем, пӗлтӗр кӗркуннепе кӑҫал ҫуркунне пикенсе пӑхнисем, тӗрӗслӳ вырӑнне ҫырлахрӗҫ, урӑхла каласан, разведка вырӑнне, эппин.

Те две попытки, которые были в прошлом году осенью и этой весной, вроде проверки, иначе говоря вместо разведки.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вара сан тую та шӑнчӗ пулать, мана качча илесси, эппин.

— Вот и замерзла твоя свадьба.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, акӑ вӑл, Виталий — пӗлӗр те чухлӑр, курӑр та тӗлӗнӗр — пурнӑҫ тумхахӗ-сакӑлти урлӑ, яшлӑх юрӗ-юпанчи витӗр шуххӑн та суккӑррӑн яри утакан ҫамрӑк этем.

И оттого еще вел Виталий себя бесшабашно, дерзко, нахально, — а мне, мол, все трын-трава…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, эреххи икӗ ещӗкех пултар-ха, эппин.

Да, водки пусть будет два ящика.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Туйне, эппин, ӑна вӑраха хӑварас мар, паянахкӗрлеттерсе ирттерес, каҫхине сирӗн тӑвансемле хамӑр тавансене ченес те (ялтисене, чат ҫывӑххисене) — ҫитрӗ те.

— Со свадьбой-то как быть, тянуть, думаю, нечего, сегодня и сыграем, пригласим родных самых близких: ваших и наших, — и хватит.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аре, вӗренесех тесен, вӗрентӗр, эппин, унччен, кам чарать.

Вот и пусть учится, я поперек дороги ей не стану.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, кӑтарт.

— Тогда покажи.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Пурпӗрех эп ӗмӗре хӑраххӑн пурӑнса ирттерес хӗр, хама килӗштерекен пур чух калаҫса юлам эппин пӗрех хут», — терӗ-тӗр те ҫырлахрӗ пуль.

«Все равно мне одинокой девушкой быть на всю жизнь, так хоть поговорю разок с тем, кому нравлюсь», — небось думала она грешным делом.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйсен тына пӑрӑвӗ кӗҫӗр кӗтӳрен киле таврӑнманни пирки, ӑна шырама тухса йӑлт хӑшкӑлса пӗтни пирки, йӗрӗ шӑп та лӑп ҫакӑнта илсе ҫитерни пирки танлӑн та тивӗҫлӗн халаплама тапратрӗҫ — ман пирки шак хураҫҫӗ, эппин.

Ну и начала свекровь моя будущая издалека да присказками намекать: потерялась, мол, у них телка, уж они искать устали, да вот следы к нашему дому привели.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ия, юрӗ, вӑл-ку пырӗ-ха, эппин

Да, ладно, это ничего, значит...

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, сӑхсӑх!

— Тогда, перекрестись!

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви ӗмӗчӗ (кино-пуҫу, эппин, мур тӗпне; Карӑк ҫырминчен поселока тата тепӗр сакӑр ҫухрӑм ҫуран танкка-ха унта.

Мечта Матвея (к черту теперь кино; от Глухариного оврага до поселка ковыляй восемь километров пешком.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Каторгӑна, эппин? — тӗрӗсрех каларӗ Маняша.

— Значит, каторга? — уточнила Маняша.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Эппин, тухас ҫула! — терӗ Негоро.

— Ну так в путь! — сказал Негоро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫак хаклӑ тавара алла илмелли ҫеҫ юлчӗ эппин? — сӑмах хушрӗ Гаррис.

— Остается, значит, прибрать к рукам этот ценный товар? — заметил Гаррис.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эппин, карап Африка ҫыранӗсем патне ҫитсе ҫапӑнни ӑнсӑртлӑх кӑна-и?

— Значит, это чистая случайность, что корабль прибило к берегам Африки?

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эппин, эсӗ Ҫӗнӗ Зеландие, маори ҫӗршывне, лекрӗн?

Итак, ты поехал в Новую Зеландию, в страну маори?

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эппин, сана тытрӗҫ-и?

Значит, тебя поймали?

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed