Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Пушмак пӑрӑва ҫунтараканни те хӑйӗн тумтирне шывпа ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ; 9. кам та пулин, тасаскер, пӑру кӗлне пуҫтарса илтӗр те ӑна тапӑр тулашне таса ҫӗре хутӑр, ҫав кӗл Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ валли упрантӑр, вӑл тасатакан шыв тума кирлӗ: ку — ҫылӑх парни; 10. пӑру кӗлне пуҫтарнӑ ҫын та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана кӳрекен чи лайӑх йывӑҫ ҫӑвне, чи лайӑх иҫӗм ҫырлипе чи лайӑх тырра, ҫак ҫимӗҫсенчен чи малтан ӗлкӗрнисене, Эпӗ сана патӑм; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫана парнелекен малтанхи мӗнпур ҫӗр ҫимӗҫӗ сана пултӑр; ӑна сан килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсен Турӑ умӗнче ҫӗклентерсе кӳнӗ парнисенчен сана ҫакӑ пултӑр: Израиль ывӑлӗсем ҫӗклентерсе кӳнӗ пӗтӗм парнене Эпӗ сана, санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене ӗмӗрлӗхе панӑ; ӑна санӑн килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левитсем сан таврашӑнта пулччӑр, пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пур ӗҫе те ӗҫлеччӗр; урӑх ҫын сирӗн ҫывӑха ан пытӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Корей ӗҫне пула вилнисене шута илмесессӗн, ҫавӑн чухне вунтӑватӑ пин те ҫичҫӗр ҫын вилнӗ.49. И умерло от поражения четырнадцать тысяч семьсот человек, кроме умерших по делу Корееву.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эй Турӑ, кашни ӳтри чӗм Турри! пӗр ҫын ҫылӑха кӗнӗ те, Эсӗ вара пӗтӗм халӑха ҫилленетӗн-и? тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ; тапӑр тулашӗнче ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлертӗр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Икӗ ҫынни тапӑртах юлнӑ: пӗри — Елдад, тепӗри Модад ятлӑ пулнӑ; Сывлӑш хӑвачӗ вӗсем ҫине те куҫнӑ [вӗсем суйласа илнӗ ҫитмӗл ҫын шутӗнчех пулнӑ, кӗлӗ чатӑрӗ патне ҫеҫ пыман], вӗсем те тапӑрта пророкла калаҫнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей тухнӑ та халӑха Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа панӑ, унтан, халӑх пуҫлӑхӗсенчен ҫитмӗл ҫын суйласа илсе, вӗсене кӗлӗ чатӑрӗ патне тӑратнӑ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей каланӑ: эпӗ пурӑнакан ҫакӑ халӑх хушшинче ҫуран пыраканнисем ултҫӗр пин ҫын; Эсӗ вара: вӗсене Эпӗ аш парӑп, вӗсем уйӑхӗпех аш ҫийӗҫ! тетӗн; 22. вӗсене ҫителӗклӗ пултӑр тесе, мӗнпур сурӑха, вӑкӑра пусса пӗтерес-и? е вӗсене тивӗҫтермешкӗн тинӗсри мӗнпур пулӑ пухӑнӗ-и? тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль пуҫлӑхӗсем хушшинчен эсӗ Ман валли ху пӗлекен, халӑха пӑхса-тӗрӗслесе тӑракан ҫитмӗл ҫын суйласа ил, вӗсене пуху чатӑрӗ патне илсе пыр, вӗсем унта санпа пӗрле тӑччӑр; 17. Эпӗ ҫавӑнта анӑп та санпа калаҫӑп, сан ҫинчи Сывлӑшӑн хӑватне илсе вӗсем ҫине хурӑп: санпа пӗрле вӗсем халӑхӑн йывӑрлӑхне тӳсчӗр, санӑн пӗччен тӳсмелле ан пултӑр.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам та пулин ун умӗнче сасартӑк, ӑнсӑртран, вилсе кайсассӑн, ҫавна пула вӑл хӑйӗн назорей ятне илнӗ пуҫне ирсӗрлетсессӗн, унӑн вара хӑйне тасатмалли кун ҫӳҫне кастармалла, ӑна ҫиччӗмӗш кунне кастармалла, 10. саккӑрмӗш кунне унӑн священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илсе пымалла; 11. священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫылӑх парни кӳрӗ, теприне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, ҫапла ӑна вилнӗ ҫын ӳчӗпе ирсӗрленнинчен тасатӗ, ҫав кун унӑн пуҫне тасалӑх тивлечӗ парӗ; 12. хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнассине унӑн вара ҫӗнӗрен пуҫламалла, ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн пӗр ҫулхи путек памалла; ӗнтӗ унччен назорей пулса пурӑнни ирсӗрленнӗрен унӑн ӗлӗкхи кунӗсем пӑрахӑҫланчӗҫ.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Назорей пулса пурӑнма сӑмах панӑ хушӑра унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмелле мар; хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑнмалли кунсем иртиччен вӑл таса ҫын: унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫне ӳстерес пулать.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене, 47. пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 48. шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ; 49. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 44. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ: 45. ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38-39. Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 40. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ: 41. ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлне шутласа тухнӑ, 43. вара ячӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, малтан ҫуралнӑ ывӑлсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын пулнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисейпе Аарон левитсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур арҫыннине, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухнӑ; шута илнӗ левитсем мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин ҫын пулнӑ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.