Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра the word is in our database.
тавра (тĕпĕ: тавра) more information about the word form can be found here.
Хӗвелтухӑҫ енче, Юманлӑх шырланӗ тавра, вӑрман ункӑланса юлать.

Кружился на востоке в Дубовеньком буераке лес.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвак куҫлӑ салтак гранатине пуҫӗ тавра вӑйкӑнтарса ҫавӑрма тытӑнчӗ; малта пыраканни, курпунтарах ҫӳллӗ салтакӗ, тутӑхнӑ штык вӗҫӗпе урядник шинельне шӑйӑрттарса илчӗ; шахтер сӑнли, тем те пӗр киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, приклачӗпе Мишка Кошевой ҫине хӑмсарса пырать.

Голубоглазый солдат кружил над головой гранату; высокий, сутулый, шедший впереди, царапнул ржавым жалом штыка сукно урядницкой шинели; похожий на шахтера матерился и замахивался на Мишку Кошевого прикладом.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫ тавра тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Иван Алексеевич ҫапла шут турӗ: сотньӑна Петрограда ҫитсе кӗме памалла мар; ытах кампа та пулин тытӑҫса илме тиветех пулсан, — Корниловпа, анчах Керенскишӗн те, унӑн влаҫӗшӗн те мар, ун хыҫҫӑн килсе ҫитекен ҫӗнӗ влаҫшӑн тытӑҫас пулать.

Поворочал мозгами, решил: не допустить сотню до Петрограда, а если и придется с кем цокнуться, так с Корниловым, но не за Керенского, не за его власть, а за ту, которая станет после него.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗр… лешсен те, кусен те халӗ шухӑшсем ҫав тӗнӗл тавра ҫаврӑнаҫҫӗ.

Земля… вокруг этой оси вертятся сейчас мысли и тех и других.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паҫӑрхи ҫивӗчлӗхе ҫухатнӑ калаҫу юлашки кунсенчи событисем тавра ҫӑмхаланма пуҫларӗ.

Разговор, утративший недавнюю напряженность, вертелся вокруг событий последних дней.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Днепрӑн сӗвек ҫыранӗсемпе сӑрчӗсем тӗлӗнчи тӳпе ҫутӑ кӑвак, хӗрлӗ тата тӗксӗм сарӑ тӗссемпе пайӑркаланса ҫивӗтленнӗ те, тавра курӑм аялӑшӗнче мӗн пурри йӑлтах черченкӗллӗн курӑнса тӑрать, йӗппе чикнӗ евӗр куҫа чӗпӗтсе ыраттарать.

За покатым свалом Днепра небо крашено лазурью, киноварью, ржавой позолотой, каждый штрих на горизонте так неосязаемо воздушен, что больно касаться взглядом.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем кӑвайт тавра ут йӗнерӗсем ҫине ларнӑ та тарпа тата нӳрӗпе касӑлса шӑршланнӑ пир тӑласене типӗтеҫҫӗ.

Казаки сидели на седлах вокруг огня, сушили взвонявшиеся от пота и сырости портянки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ҫил Чир енчен ҫӗрӗшнӗ курӑкӑн пылак тутӑллӑ шӑршине варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче ҫуркуннехи пекех, сенкер те акӑш-макӑш черчен мӗлкесем тавра курӑм хӗррипе вӗлтӗртетсе выляҫҫӗ.

Южный ветер нес с Чира томленые запахи травного тлена, и в полдни на горизонте уже маячили, как весной, голубые, нежнейшие тени.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ Чубатыйӑн тавра курӑмне нумай улӑштарнӑ.

Мировоззрение Чубатого сильно изменила война.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫула тухас умӗн парса янӑ махоркӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫсе илсе, иккӗмӗш взводри казаксем окопӑн пӗр юппинче взводнӑй урядник тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Второй взвод, разделив выданный перед уходом паек махорки, жался на повороте, окружив взводного урядника.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавна та ӑнланмастӑр-и-мӗн, путсӗр йытӑсем? — ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ Листницкий, тӗтӗм явӑнакан кӑвайт тавра пухӑнса ларнӑ казаксен малти ушкӑнӗ тӗлне ҫитерехпе.

Что вы, сволочи, не понимаете? — злобно крикнул Листницкий, доходя до первой группы сидевших вокруг дымного огонька казаков.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Винтовкисене стена ҫумне сӗвентерсе хунӑ, хӑйсем кӑвайт тавра кукленсе ларнӑ та чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Курили, сидя на корточках, прислонив к стене винтовки.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн икӗ айккипе, линкор тавра катерсем пынӑ пек, мотоциклсем, бронетранопортерсем чупнӑ.

По ее сторонам, как катеры вокруг линкора, катились мотоциклы, бронетранспортеры.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пысӑк сӗтел тавра шавлӑ ҫамрӑк халӑх ларса тухрӗ.

Вокруг сдвинутых столов уселась шумная компания молодых людей.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Офицерсем, апат ҫиме пӑрахса, сасартӑк килнӗ хӑна тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

Многие офицеры бросили обедать и обступили нежданного гостя.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн тупӑ тавра пилӗм таран пытанмалӑх алтас пулать, ҫӳреме вырӑн пултӑр…

А тут надо вокруг орудия ров отрыть, да чтобы он был глубже чем по пояс, с ходами сообщения.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Приемник тавра ларакансем пурте харӑсах Сергей ҫине пӑхса илчӗҫ.

Все, кто сидел у приемника, посмотрели на Сергея.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем тата патнерех пычӗҫ, Сергей ури вӗҫӗнчи чемодан тавра ункӑ пек тӑрса тухрӗҫ.

Люди еще ближе придвинулись к чемодану, стоявшему у ног Сергея, обступили его.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте кӑвайт умне пычӗҫ, нимӗн чӗнмесӗр, тӗлӗнтермӗш чемодан тавра мӗн каласса кӗтсе ларчӗҫ.

Почти все сплавщики вернулись к костру и молча, в ожидании передачи, уселись вокруг загадочного чемодана.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Грицько тавра каччӑсем хӑшӗ ларса, хӑшӗ айккӑн выртса пынӑ, — хӑшӗсем калаҫнӑ, хӑшӗсем инҫетре курӑнакан вӑрмана пӑхса пынӑ, хӑшӗсем юханшыв кӗрленине итленӗ.

Вокруг Грицька и сидели и полулежали парни — кто был занят разговорами, кто рассматривал дальний лес, кто вслушивался в шум реки.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed