Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта the word is in our database.
унта (тĕпĕ: унт) more information about the word form can be found here.
Хӑшӗ-пӗри пачах унта талпӑнмасть, тӑван тӑрӑха таврӑнать, ӗҫ вырӑнӗ тупса ялтах тӑрӑшать.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ара, унта пурнӑҫ «вӗрет», пурӑнма интереслӗрех те.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Унта пурӑнакан, учетра тӑракан ҫул ҫитмен ачасене тата ӑнӑҫсӑр ҫемьесене тӗрӗслес тӗллевпе рейд ирттернӗ.

Help to translate

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ял ҫыннисем унта хутшӑнса хӑйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараҫҫӗ.

Help to translate

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Унта вара ҫак вӑййа кӑмӑллакан чылай команда хутшӑнчӗ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Юнашар маршрутри ушкӑнран кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравласа тин ҫеҫ унта пӑши пырса тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1906-1909 ҫулсенче вӑл пулӑшнипе хӗрарӑмсен прогимназине ҫӗнетме май килнӗ, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне тунӑ, унта тата тӑватӑ класс вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗсен ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем пирки унта та вуласа пӗлтӗмӗр.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта Таланцевсем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта та вӑл, чылай вӑхӑт шута илменскер, хуҫасӑр выртнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта тӗп мероприятисен планӗнчи улшӑнусене пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта вӗсем уяв валли шӑхличсем тата ытти япала ӑсталама пултараҫҫӗ.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кашни ҫын унта хӑйӗн валли кӑсӑкли тупатех.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Ҫӑварни пикине хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ. Ӑна тумлантармашкӑн пин метр пусма кирлӗ пулнӑ. Вӑл хула ҫыннисене питӗ кӑмӑла кайнӑ. Унта ачасем хаваспах выляҫҫӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш халӑх сайчӗнчисем те унта пур.

Есть там тексты и из Чувашского народного сайта.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

«Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӑларӑмӗсенчи тата район хаҫачӗсенчи статьясемпе хыпарсем унта вырнаҫнӑ.

Там размещены статьи и новости из изданий «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», а также районных газет.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Ӗҫ вӑйӗ унта пулнӑ та - производствӑшӑн меллӗ.

Для производства было удобно - там была рабочая сила.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed