Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланса (тĕпĕ: ӑнлан) more information about the word form can be found here.
«Ҫӳлтисем» тесе Саркай камсем пирки шахвӑртса каланине витӗрех ӑнланса илнӗ Таранов редактор пӳлӗмӗнчен мӑйӗнчен сӑнчӑрпа пӑвнӑ пек тытӑнчӑклӑн сывла-сывла, ҫатӑрах ыратма пуҫланӑ чӗрине аллипе хыпашла-хыпашла тухрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш Республикин Правительстви «03» служба пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне шута илсе тата лайӑх ӑнланса сире пур майсемпе пулӑшма тӑрӑшать.

Понимая важность и востребованность службы «03» Правительство Чувашской Республики старается всячески вас поддержать.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Хастарсем лава пӗрле, пӗр-пӗрне ӑнланса туртни курӑмлӑ ӗҫсем тума май парать.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Валерия Ивановна, нимӗн те ӑнланса илеймесӗр, ҫухалса кайсах ларчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫапла каласан, унӑн пичӗ татах та ҫуталса, хитреленсе кайрӗ, куҫӗсенче хӗвел хӗлхемӗсем вылянса илчӗҫ, ку вара мана тӳрех пӗр япалана уҫӑмлӑн ӑнланса илме пулӑшрӗ: вӑл ӑна, вӑл кӑна мар, вӗсем пӗр-пӗрне чи хӗрӳллӗ юратупа юратаҫҫӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ вара тинех ӑнланса илтӗм: Христина манпа юриех ҫакнашкал калаҫать.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Эпӗ, хам та сисмесӗр, мӗн пулнине ӑнланса та илеймесӗр, йӗкӗт хыҫҫӑн утса кайрӑм, айккинчен пӑхас пулсан, ку пирӗн интереслӗ курӑннӑ пулӗччӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Йӗкӗт те эпӗ мӗн ҫинчен шутланине ӑнланса илчӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ тӳрех ӑнланса илтӗм.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫавӑнпа Ивасова хӑй тантӑшӗ ҫинчен сӑмах хускатсан, Янасловӑн сӑн-сӑпачӗ мӗншӗн улшӑннине ӑнланса илеймерӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эпӗ тинех ӑнланса илтӗм: пианинӑпа хӗрача калать иккен…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ку ҫеҫ те мар, ҫак каҫ эпӗ малтанхи юратӑвӑн хӑвачӗ, вӑл хӑварнӑ йӗрӗн вилӗмсӗрлӗхӗ мӗнле пулнине татах та тарӑнрах ӑнланса илтӗм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Тарӑнӑн шухӑшласа, пур енчен те ӑнланса, ху мӗн тунине ыттисеннипе танлаштарса ӗҫлетӗн пулсан, ман шутпа, нихҫан та ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Зиминцев, паллах, мӗн пулнине малтан ӑнланса та ӗлкӗреймерӗ, вӑл ӑнланса ӗлкӗриччен Мосальский ачана хӑй ҫумне илчӗ те Зиминцевран тата айккинеллерех кайса тӑчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакна ӑнланса илсен, вӑл йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларчӗ, унӑн чӗринче тем тӑвӑлса ҫитсе, чиккинчен те тухса кайрӗ — Аня кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кайран вара ӗмӗрӗпех пӑшӑрхануллӑ, салхуллӑ ҫынсем пулса юлаҫҫӗ, пурнӑҫ — симфони ҫырасси кӑна мар, урӑх япала иккенне… ҫаплах тӗплӗн ӑнланса илеймеҫҫӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кайран, икӗ е виҫӗ уйӑхран, Люся акӑ йӑлтах ӑнланса илет.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юлашки вӑхӑтра Зиминцев ҫеҫ мар, Люся та Аньӑсем патне мӗншӗн сайра ҫӳре пуҫланине эпӗ тинех ӑнланса илтӗм!

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун пек кӗнекесем уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, чӑваш халӑхӑн ӗлӗкхи асаплӑ пурнӑҫне сапласа парса, хальхи пурнӑҫа тата ытларах юратма вӗрентеҫҫӗ, коммунизмшӑн кӗрешме хӑвхалантараҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫри тӗллевне тарӑнрах ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хаяр ҫапӑҫусенче вӗсем пурнӑҫ тути-масине ӑнланса илеҫҫӗ, тӑван халӑха, Коммунистсен партине тата ытларах юратакан пулаҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed