Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑвать (тĕпĕ: ҫу) more information about the word form can be found here.
Хула ҫийӗнче кӗрхи йывӑр пӗлӗтсем тӑраҫрӗ, сивӗ ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать.

Над городом висели тяжелые осенние тучи, сеял холодный дождь.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сирӗн кашнийӗнех аннӗр пур-тӑр-ха, ывӑлӗ вӑрҫӑра пӗтессе аса илсенех питне хура куҫҫульпе ҫӑвать пулӗ… —

И, небось, у каждого из вас мать есть, и, небось, как вспомнит про сына, что он на войне гибнет, так слезьми и обольется… —

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лапка-лапка йӗпе юр чалӑшшӑн ҫӑвать, Лузгин сивӗ уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывларӗ.

Снег летел косо, большими мокрыми хлопьями, и Лузгин жадно дышал морозной свежестью.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗлтӗркке юр ҫӑвать, клуб патӗнче ҫаплах колхозниксем кӗпӗрленсе, шавласа тӑраҫҫӗ-ха, таҫта, Черемшанкӑн тепӗр вӗҫӗнче, кӑшкӑрса юрӑ юрлани, сивӗре купӑс сасси хӑйӑлтатни илтӗнет.

Сыпал легкий снежок, около клуба еще толпились и глухо гудели собравшиеся в кружок колхозники, где-то на другом краю Черемшанки горланили песню, задыхалась на холоде сиплая гармонь.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юр ҫӑвать, ӳкнӗ ҫӗртех ирӗлет.

Снег падал и таял на лету.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗссӗр кӑвак ҫивиттипе кӗптеннӗ тӳперен тӑман ҫӑвать.

С серой наволочи неба срывалась метель.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, Хопер шывӗн тепӗр енче, тачка пӗлӗтсен ҫутӑрах шурӑ арки асамат кӗперӗн капӑр пиҫиххийӗпе пиеленнӗ пӑрлӑ ҫумӑра тӑкать, ҫумӑрӗ ҫӗр ҫине чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвать.

Где-то по ту сторону Хопра из ярко-белого подола тучи сыпался и сек землю косой дождь с градом, перепоясанный цветастым кушаком радуги.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫумӑр шӑпӑртатса ҫӑвать.

Накрапывал дождь.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать.

Моросил дождь.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтре карса илнӗ тӳперен ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать.

С обволоченного хмарью неба сеялся дождь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗпхӳллӗ ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать.

Мелкий накрапывал дождь.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑвать, — терӗ хӑна.

— Идет, — ответил гость.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫумӑр ҫӑвать, ӑшӑ та кӑмӑла килекен ҫумӑр.

Был дождь, тепленький такой, приятный.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫи хӑй — проповедникӗ вӗсен, вара, паллах, алла алӑ ҫӑвать, иккӗшин ҫинче те пылчӑк катмакпа катмакласа пӗтереймиех пулсан та.

Сам хозяин — проповедник у них, ну и рука руку моет, а на обеих грязи мотыгой не соскребешь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хура пӗлӗтрен йӗпсӳ кӗрпе ҫӑвать, Дон ҫинче, тупӑ пенӗ пек шартлата-шартлата, пӑр ҫурӑлать.

С черного неба падала иглистая пороша, на Дону раскатисто, пушечными выстрелами лопался лед.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

Наталья стирала его бельишко, штопала, вязала чулки и чинила шаровары и рубахи, — оттого дед Гришака, узнав, и глядел дня два на нее с суровой строгостью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Голова хусах; анчах килӗнче унӑн хӗрпултӑрӗ пурӑнать, ирхи-каҫхи апат пӗҫерет вӑл, саксене ҫӑвать, пӳрт ӑшне шуратать, голова валли кӗпелӗх пир тӗртме ҫип арлать, хуҫа пекех кил пӑхать.

Голова вдов; но у него живет в доме свояченица, которая варит обедать и ужинать, моет лавки, белит хату, прядет ему на рубашки и заведывает всем домом.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Паркра витӗрех ҫил вӗрет, вӗлтӗртетсе хӑрпӑк юр ҫӑвать; уҫӑ уй-хирте ҫил-тӑман халь те чарӑнманни туйӑнса тӑрать.

В парке тянуло сквознячком и порошило; чувствовалось, что в полях, на просторе, все еще трудится метель.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юр чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвать.

Снег косо бил в землю.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫумӑр ҫӑвать те ҫӑвать, шыв ӗнтӗ умри кантӑк ҫинче те юхать.

Дождь все припускал и припускал, вода стекала бугорками по смотровому стеклу.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed