Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукчӗ (тĕпĕ: ҫук) more information about the word form can be found here.
Ун пек-кун пек сас-хура ҫукчӗ, — терӗ лавҫӑ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑвах пӗлетӗн-ҫке, ывӑл килте пулнӑ пулсан эп сана яхӑнне те ярас ҫукчӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн тиха хушка марччӗ-ҫке тата ун кайри пӗҫҫи ҫинче те ула йӗр ҫукчӗ?

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкеке тата, вӑл ҫитнӗ тӗле Карамыш та крепоҫре ҫукчӗ, таҫта хӑнана кайнӑччӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Телее, ама ҫури амӑшӗ килте ҫукчӗ, виҫӗ пӗртӑван вара пӗрре макӑрса, тепре пӗр-пӗрне савӑнӑҫлӑн ыталаса темӗн ҫинчен те калаҫма ӗлкӗрчӗҫ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай астӑвасса Урасметӑн нимле тӗкме те ҫукчӗ, кур-ха, алманчӑ пуйса пынӑҫем картине те тӗреклетсе пырать.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туканаш килте ҫукчӗ, Ухтепи тин ҫеҫ мунча кӗрсе килсе типсе ҫитмен ҫӳҫ-пуҫне тирпейлетчӗ.

Help to translate

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй тӗллӗн килес пулсан, паллах, вӑл ҫапла кӑмпа е мӑйӑр шыраса ҫӳрес ҫукчӗ, тӳрех сунара каймаллаччӗ.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пире валли лӑпкӑ лаша ҫукчӗ.

Но смирных лошадей у нас для езды не было.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Аялти тута хӗрри ун чӗтретчӗ, ҫӳренӗ тата калаҫнӑ чухне вӑл тутисене чаплаттаратчӗ, мӗн каланине ӑнланма ҫукчӗ.

Нижняя губа его тряслась; когда он ходил и когда говорил, он шлёпал губами, и нельзя было понять, что он говорит.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Хӗрарӑмсем — ялтан аякка тухса ҫӳременскерсем — авалхи ӗлкеллӗ кӗпе-тумтирпех ҫӳренӗ: мӑйракаллӑ сурпанпа, кив ӳкерчӗклӗ тӗрӗсемпе чӗнтӗрленӗ кӗпе-саппунпа, хӑлхаллӑ пушмакпа (ҫӑка вӑрманӗсем кунта пулас пулсан, вӗсем, паллах, ҫичӗ пушӑт ҫӑпатине те сырма пӑрахас ҫукчӗ халиччен!).

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Самара килмен пулсан, тӗве яшки те ҫисе курас ҫукчӗ, — хартлатрӗ тепӗр хут.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эп присягӑна хирӗҫ пыни ӑна килӗшес ҫукчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳртре хӑйӑ ҫути ҫукчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мана пӗлмен чӑваш ҫукчӗ ӗлӗк.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Экзамен таврашӗ ҫукчӗ, кайрӗ те ларчӗ ытти студентсемпе пӗрле.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Иккӗмӗшӗнчен, телеграмма пирки акӑ мӗн калам: хистесе ҫырман пулсан, эсир паян ҫакӑнта килсе ларас ҫукчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атте вилсен, тупӑка хума та ҫукчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсӗ пулӑшман пулсан, эпӗ гимнази вӗренсе тухас ҫукчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калушпа ҫеҫ пулнӑ пулсан, Вӑтакас ҫырми урлӑ каҫаяс ҫукчӗ: ҫав тери хулӑн кӗрт хӳнӗ-ҫке.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed