Шырав
Шырав ĕçĕ:
Владимир, тарӑхса ҫитнипе, вӗресе кӑна тӑрать.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Начарланса, ватӑлса кайнӑ, ывӑнса ҫитнипе сулӑнкалакан пулнӑ сестрасем ӗҫе яланхи пекех крахмалланӑ халатсемпе пынӑ, врачсем тума хушса хӑварнӑ ӗҫсене калама ҫук тӑрӑшса тунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӑй пӗтсе ҫитнипе ларма та пултараймарӗ, пичӗпе юр ҫине тӑрӑнса анчӗ те айӗнчи юра, антӑхнӑ пек, ҫулама тытӑнчӗ.Не имея уже сил присесть, он упал лицом в снег и стал жадно лизать наст.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Митя ахӑлтатса кулса ячӗ те, телейӗ ытла капланса ҫитнипе ура ҫинче тӑма пултараймасӑр, кресло ҫине кайса ларчӗ.Митя захохотал и сел в кресло, будучи не в силах держаться на ногах от счастья.
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
Чунӗ кӳтсе ҫитнипе йӗрет вӑл.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Ай, тур-тур. Аплах ан кала-ха, Кюльме. Аптраса ҫитнипе килтӗмӗр сан пата. Ӑш вӑрканипе…»
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Йӑлӑхса ҫитнипе — «вилсен вилеп» тесе — аптека им-ҫамне кӗпер ҫинчен вӑркӑнтарни те пулнӑччӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Чӑвашсемшӗн вӑл «Чӑвашкино» йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнипе те пӗлтерӗшлӗ.Для чуваш это знаменательно 90-летием организации "Чувашкино".
Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22
Мероприятие кирлӗ пек йӗркелеме пултарни ПР Чӑваш культура обществи хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме вӗренсе ҫитнипе те ҫыхӑннӑ.
«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
17. Ҫавӑнпа эпӗ сире Ҫӳлхуҫана асӑнса калатӑп: эсир ӗнтӗ малашне ытти халӑхсем хӑйсен ниме тӑман ӑсӗпе пурӑннӑ пек ан пурӑнӑр; 18. вӗсен ӗнтӗ ӑстӑнӗ тайӑлнӑ, нимӗн те пӗлменнипе, чӗри туйми пулса ҫитнипе Турӑ пурӑнӑҫӗнчен ютшӑннӑ; 19. туйми пулса ҫитсе, вӗсем намӑс ӗҫе ярӑнчӗҫ, пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗн чиккине пӗлмесӗр аскӑнаҫҫӗ.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7. Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Хамӑн пӗтӗм ҫиллӗмпе тӑвӑллӑ ҫил ярӑп, Манӑн хаярлӑхӑмпа шалкӑм ҫумӑр пуҫланӗ, тарӑхса ҫитнипе вӗсене пӗтермешкӗн пӑр чулӗсем тӑкӑп, тет.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл шывсӑр аптӑраса ҫитнипе хӑраса ӳкнӗ халӑх пуҫлӑха хирӗҫ ӳпкелешсе калаҫни ҫинчен илтнӗ, Иудифь ӗнтӗ Озия вӗсене мӗнле сӑмахсем калани ҫинчен те, вӑл пилӗк кунран хулана Ассири ҫарне пама тупа туни ҫинчен те илтнӗ, 10. вара вӑл хӑйӗн ҫуртне-туприне пӑхса тӑракан хӗрарӑм тарҫине хула пуҫлӑхӗсене Озияна, Хаврина тата Хармина чӗнме янӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.