Шырав
Шырав ĕçĕ:
45. Хула ҫыннисем арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хула хӳми ҫине улӑхса тӑнӑ, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Симона хӑйсене хӗрхенме ыйтса хыттӑн тархасланӑ: 46. усал ӗҫӗмӗрсене кура ан айӑпла пире, ырӑ кӑмӑлупа хӗрхенсем пире, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Ионафан ӗнтӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, пуҫӗ ҫине тусан сапса, Турра кӗлтунӑ.71. И разодрал Ионафан одежды свои, и посыпал землю на голову свою, и молился.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Хӑйсем ҫийӗнчи ҫӗрсе пӗтекен хӗрхӗлтӗм те йӗпкӗн хӗрлӗ тумтирӗнченех вӗсем турӑ маррине ӑнланса илме пултаратӑр; юлашкинчен вӗсене хӑйсене те кӗшӗклесе ярӗҫ, ӗнтӗ ҫӗршыв намӑсӗ пулӗҫ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫийӗнчи риза аркийӗн вӗҫӗ пӗтӗм Турӑ Ҫуртне тултарса тӑратчӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хуралтӑ ҫийӗнчи курӑк пек пулччӑр: вӑл тӑпӑлтарса кӑларичченех типсе каять, 7. вӑл выраканӑн аллине тулас ҫук, кӗлте ҫыхаканӑн ывӑҫне те кӗрес ҫук; 8. иртсе пыракансем те вӗсене: «сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пултӑр; сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллетпӗр!» тееймӗҫ.
Пс 128 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ Хӑвӑн вӑюпа тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ, Эсӗ шыв ҫийӗнчи ҫӗленсен пуҫне аркатнӑ; 14. Эсӗ левиафан пуҫне аркатнӑ, ӑна пушхирте [Эфиопире] пурӑнакансенӗн апачӗ тунӑ; 15. Эсӗ чулран ҫӑлкуҫӗ, юхӑм шыв ҫапса кӑларнӑ, Эсӗ ялан юхакан шывсене типӗтсе янӑ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пулса иртнине пӗлсессӗн, Мардохей ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, тусанпа сапӑнса, хула тӑрӑх пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрса [пӗр айӑпсӑр халӑха пӗтереҫҫӗ! тесе] йӗрсе пынӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫак сӑмахсене илтсен Ассири ҫарӗн пуҫлӑхӗсем ҫийӗнчи тумтирӗсене турта-турта ҫурнӑ, ӗнтӗ вӗсен чунӗ шуйханса ӳкнӗ, вара тапӑрта шӑв-шав, кӑшкӑрашу пуҫланнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ахаз ӗнтӗ ҫӑвӑнмалли савӑтсен сапакӗсем ҫумӗнчи аялти кӑшӑлӗсене татнӑ, савӑчӗсене кӑларса илнӗ, пӑхӑртан шӑратнӑ вӑкӑрсен ҫийӗнчи тинӗсе антарса чул урайне илсе лартнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл ҫийӗнчи тумтирне икӗ пая туртса ҫурнӑ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Давид ту тӑррине, ҫынсем Турра пуҫҫапакан вырӑна, ҫитсессӗн, акӑ ӑна хирӗҫ Архи ҫынни, Давид тусӗ Хусий, пырать: ҫийӗнчи тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине тусан сапнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иоав тарҫисем вара, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Иоав патне пынӑ та: Авессалом тарҫисем сан ануна вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ, тенӗ.]
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара патша тӑнӑ та ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫӗре ӳкнӗ, ун умӗнчи тарҫисем те пурте тумтирӗсене туртса ҫурнӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул вилсессӗн, Давид амаликсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗртен каялла таврӑнса Секелагра икӗ кун хушши тӑнӑ хыҫҫӑн, 2. акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кунхине Саул тапӑрӗнчен пӗр ҫын килнӗ; ун ҫийӗнчи тумтирӗ ҫуркаланса пӗтнӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вениамин йӑхӗн пӗр ҫынни ҫапӑҫу хирӗнчен тарса тухнӑ та ҫав кунах Силома ҫитнӗ; ҫийӗнчи тумтирне вӑл ҫуркаласа пӗтернӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакна курсассӑн, ашшӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та каланӑ: ах, хӗрӗм, хӗрӗм! эсӗ мана ҫапсах хуҫрӑн; эсӗ те ман канӑҫлӑхӑма пӗтерекенсен шутӗнче-ҫке! эпӗ [сан ҫинчен] Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнтӑм, ӗнтӗ ӑна каялла тӑваймӑп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн, 4. акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ; 5. ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.