Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ шӑлӗ нихҫан та выҫлӑх шӑлӗ пек ҫивӗччӗн ҫыртаймасть.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑюллӑрах хӗрсем каччӑсене чеен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, каччӑсем те ахӑлтатса кулаҫҫӗ, вӗсем те шапӑлти хӗрсене ҫивӗччӗн йӗпле-йӗпле илеҫҫӗ.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чернышевский буржуалла демократи мӗн тери ансӑр юхӑм пулнине, унӑн хӑравҫӑлӑхне, ултавлӑхне ҫивӗччӗн критикленӗ, капитализм вӑхӑтӗнче пурлӑх тӗрӗс мар пайланса тӑнине, ӗҫҫыннисене тӳсме ҫук хытӑ эксплуатацилесе пурӑннине критикленӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов кантӑк патӗнчен варт ҫаврӑнчӗ, хӗрарӑм ҫине ҫивӗччӗн пӑхрӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чухне, паянхи пекех япӑх паллӑсемпе аптраса ҫитсе, хӑй пит начар тӗлӗк курнине шута илсе, вӑл пӗрремӗш бригадӑна кайма пачах килӗшмерӗ; ҫакна илтсен, Давыдовӑн яланах ӑшӑ та ачаш куҫӗ сасартӑк тӗксӗмленсе кӑйрӗ, сиввӗн те шӑтарасла ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унтан Лушка кӗтмен ҫӗртенех ҫивӗччӗн вӑрт-варт тӑрса ларчӗ, хуҫлатнӑ чӗркуҫҫисене аллисемпе ыталаса илчӗ те сасартӑк куласси килсе кайнипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр кулса ячӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов унран: «Шабаш тӑвиччен миҫене ҫитертӗн?» — тесе ыйтсан, вӑл хӑйӑлтатса илчӗ: — «Пӗр теҫеттин ҫурӑна пӗр ҫаврӑм ҫитеймерӗ. Чикаркка ҫавӑрмалӑх табак парӑр-ха… кӑнтӑрларанпах туртман…» — терӗ те, Давыдов ҫинелле кастармалла ҫивӗччӗн, анчах ҫӗнтерӳллӗн савӑнса пӑхрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрарӑмсем уйрӑмах ҫивӗччӗн ун майлӑ тӑчӗҫ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Ая-я-я-я-я-я-я!» — ҫинҫен ҫӗкленсе кайса, арҫынсен хулӑн сассисем ҫийӗн янраса тӑрать хӗрарӑмсен ҫивӗччӗн ҫухӑрашнӑ сасси.«Ая-я-я-я-я-я!» — высоко взлетая, звенел над мужскими басовитыми голосами пронзительный бабий крик.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Половцевӑн кӗтмен ҫӗртекех, пӗр кӗске самантлӑха, кӑвар пӗҫертсе илнӗ пек ҫивӗччӗн, арҫын туйӑмӗ ҫиҫӗмленсе илчӗ, анчах вӑл хӑр-хар харлатса, хаярланса кайса, аллине минтер айне чиксе ячӗ, лаша ҫӑварне тытса уҫнӑ пек, хӗрарӑм ҫӑварне уҫма тытӑнчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Сывлӑх сунатӑп, капитан юлташ! — ҫивӗччӗн ответ пачӗ Ваня.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавӑн чухнехи пӗр тамаша ман аса ҫивӗччӗн кӗрсе юлчӗ те, ҫавна пула вара эпӗ харпӑрлӑха хирӗҫ хытӑ тӑра пуҫларӑм.И вот вонзился в память мне такой случай, через чего я и восстал против собственности.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ӗнтӗ тимлӗрех те сисӗмлӗрех, ун умӗнчен нимӗн те курӑнмасӑр иртсе кайма пултараймасть, Вӑл ӗнтӗ ҫивӗччӗн те усаллӑн кулма хӑять, ҫавӑнпа та хайхи питӗ сарлака кӑвак шлепкеллӗ ҫын, хӑйне кулса йӗпленине курса, шавлӑ сӑмахсемпе тиврете-тиврете илнине туйса, утӑмне хӑвӑртлатать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӗсем тӗксӗм шыва, ҫӗҫӗ пек, тарӑнӑн та ҫивӗччӗн касса кӗнӗ хӑйӑрлӑ сӑмсах ҫинче пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса лараҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ача-пӑчасем хаҫат ячӗсене ҫивӗччӗн кӑшкӑрса калаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Урисене ҫӗтӗк-ҫатӑкпа чӗркере те ҫивӗччӗн малалла каларӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Максим! — именереххӗн те ҫивӗччӗн калаҫма пуҫларӗ хӑй манпа, — каймӑн-ши эсӗ ун патне, каламӑн-ши ӑна мӗншӗнне… э?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн пичӗ хӗрлӗ пулнӑ, мӑйӑхӗ ҫивӗччӗн ҫӳлелле пӗтӗрӗнсе тӑнӑ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.