Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемьере (тĕпĕ: ҫемье) more information about the word form can be found here.
Ҫемьере туберкулезпа чирлисем ҫук-и? — ыйтрӗ профессор, Эльгеева темиҫе хутчен вӑрӑммӑн сывлама хушса, йывӑҫ стетоскоппа ӳпкене итлесе пӑхнӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куҫкӗретех Совет влаҫне хирӗҫ шухӑшлакан ҫынпа пӗр ҫемьере пурӑнать, ача большевик ан пултӑр тенипе те килӗшет.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл вырӑс ҫарӗн чӑн-чӑн шанчӑклӑ офицерӗ, ҫемьере те ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫын пуласса ӗненетӗп.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫемьере чи асли пулнӑ май Георгий Петрович Слюсарев сӑмах пуҫларӗ:

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑспа ҫеҫ пурӑнни ҫителӗксӗр пире: пысӑк туйӑм, юрату, иксӗлми туслӑх пулмалла ҫемьере.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑвашсем пӗр-пӗрне кӳрентерес ҫук; пуянни-чухӑнни — пурте пӗр ҫемьере, пӗр чӑваш халӑхӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫемьере пӗрне-пӗри хӑш чухне парӑнас та пулать, шухӑшламасӑрах кӳрентерес пулмасть.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара ман кам пулмалла ҫемьере?

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑш ҫемьере амӑшӗн ячӗ Софья пулсан, хӗрӗсем вара, яланах темелле, е Вера, е Надежда, е Любовь ятлӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗччен выртмасть, пӗр ҫемьере, тесе йӑпатнӑ Павлуш хӑйӗн аппӑшне.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Петр Ильичӑн имени пекки пулкаланӑ, пысӑках мар тупӑш та илкеленӗ ашшӗнчен юлнӑ уй-хиртен, сад-пахчинчен, вӑрман-улӑхсенчен, анчах ҫемьере пӗр-пӗччен юлнӑранпа вӑл именипе интересленмен — сутса янӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Баронесса Баратынская тӳрех каланӑ ывӑлне: «Эп вилсен кирек мӗнле пурӑн, эп пур чух ют хӗрарӑм пирӗн ҫемьере ан пултӑр, ҫитӗ сана пӗр la femme de chambre пулсан та», — тенӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр ҫемьере — пилӗк хушамат!

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ара, ҫапла, ҫапла пулмалла йӗркеллӗ ҫемьере, — текелесе, Паймуксемпе пӗрле турӑш еннелле пӑхса сӑхсӑхнӑ хушӑра каларӗ Тоскинеев.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах «ҫын пул» тенин кашни ҫемьере уйрӑм сӑн-сӑпачӗ пур.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла, хӑй ҫамрӑкла юратнӑ Антонина Павловна чӑваш учительницине пӑрахса, Михала полковник хӗрне качча илни ӑнӑҫлӑ пулаймасть, вӗсен часах ҫемьере харкашусем пуҫланаҫҫӗ.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Хӗр пӗрчи ун чухне виҫҫӗре кӑна пулнӑ-ха, ҫемьере вара пурӗ тӑватӑ ача.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫемьере чи кӗҫӗнни, амӑшӗ ӑна ҫуратнӑ чух 50-ра пулнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Тимӗр туйпа! // З.Ларионова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 8 стр.

Ҫак ҫынсем мана хӑйсем патне туртаҫҫӗ те, хӑйсенчен ютшӑнтараҫҫӗ те; ҫакна хулан шавлӑ урамӗнчи ҫапкаланчӑк чикансен эшкерӗпе танлаштарма юрать-тӗр: кӗре ют сӑнсем, ӑнланмалла мар чӗлхе, чӑрсӑр хусканусем, хӑлхисенчи ҫакӑсем, хура ҫӳҫ, капӑр тумтир-ластӑк ҫемьере ҫеҫ хӑтлӑ туякан, кичемлӗхе хӑнӑхнӑ ҫынсене те хӑйсем ҫине пӑхтараҫҫӗ, пӑхса тӑрса киленме те пулать; анчах вӗсемпе тапӑра кам каять?

Люди эти притягивали и отталкивали меня, что можно сравнить с толпой бродячих цыган на бойкой городской улице: смуглые чуждые лица, непонятный язык, вызывающие движения, серьги в ушах, черные волосы и живописные лохмотья останавливают внимание самых прозаических, традиционно семейных, людей, и внимание это не лишено симпатии; но кто пойдет с ними в табор?

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ ҫемьере пӗртен пӗр ачаччӗ; мана вӗрентсе ӳстерни хире-хирӗҫлӗхсемпе уйрӑлса тӑратчӗ: мана е ҫав тери юратса-ачашласа, тимлӗ пӑхатчӗҫ, кашни вак йӑлӑнтармӑша пурнӑҫлатчӗҫ, е эпӗ пуррине йӑлтах манса каятчӗҫ, — ҫав авӑксенче манӑн хам тӑвайман мӗн пур ӗҫ тӗлӗшпе аса илтерсех тӑма тиветчӗ.

Я был единственным ребенком в семье; воспитание мое отличалось крайностями: меня или окружали самыми заботливыми попечениями, исполняя малейшие прихоти, или забывали о моем существовании настолько, что я должен был напоминать о себе во всех, требующих постороннего внимания, случаях.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed