Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑварӗ те хупӑннӑ.
Штык // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Куҫӗсем ҫывӑрнӑ чухнехи евӗр хупӑнсарах тӑраҫҫӗ, сивлек ҫӑварӗ асаплӑн туртӑнса чалӑшнӑ.Глаза сонно полузакрыты, углы сурового рта страдальчески искривлены.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шыв юхӑмӗпе ҫил сарлака шыв куҫӗн хура ҫӑварӗ тӑрӑх пӑр катӑкӗсене юхтараҫҫӗ; ҫавра ҫил пек пӗтӗрӗнсе, хумсем явӑнаҫҫӗ, сивлеккӗн чӑштӑртатса чӳхенеҫҫӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑй вӑл пӗчӗк ача пек ҫухӑрса кӑшкӑрчӗ, чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, унтан месерле ӳкрӗ, пуҫне юр ҫивчӗ йӑвалантарса тапаланчӗ; унӑн юнпа тулнӑ куҫӗсем тата пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ ҫеҫ палӑракан пулчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чу… чунӑм!.. — сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта пӳлӗнчӗклӗн калаҫрӗ сӑнран шурса кайнӑ кил хуҫи; унӑн ҫурри карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ хӗрринчи чӑпар шатрасем ҫав самантрах кӑвакарса тухрӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Хупла лаханна, йытӑ ҫӑварӗ!
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тар та тапса тухрӗ, сасси те тытӑнчӗ, ҫӑварӗ те типсе ларчӗ.Он задыхался, голос его прерывался хрипотой, и во рту пересыхало.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Афанасий аллисене кӑкшӑм пек тытса ҫӑварӗ патне илсе пычӗ те пӗтӗм вӑйран ҫухӑрчӗ:
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Кисловодска каймаллине пӗлетӗп, анчах каяймастӑп — Федор Лукичӑн калаҫма йывӑр пирки ҫӑварӗ чалӑшрӗ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӑварӗ, шапанни евӗр, хӑлха таранах карӑлать.
Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорий, тилхепине рысакӑн ҫӑварӗ ҫурӑлса каяс пек туртса, ӑна мӗн кайма пултарнӑ таранах ячӗ.Григорий рвал вожжами губы рысаку и довел бег его до предельной резвости.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пенсне айӗнче ун куҫӗсем тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тахҫантанпах сухалне хырман ҫӑварӗ карӑлнӑ та хӑйӑлтатса сывлать.Под пенсне его тусклее блестели глаза, и хрипло всасывал воздух раскрытый рот.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шав куҫ умӗнчипе пӗрех курӑнса тӑрать мана Татьяна упӑшкин тупӑ кӗпҫи евӗр кармак ҫӑварӗ.Так и представляется мне рот Татьяниного муженька, раззявленный, как пушечное дуло.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл усӑнчӑк мӑйхӗпе витӗннӗ тата асапланса пӗтнӗ сивлек ҫӑварӗ — хурлӑх курнипе-и, ӗлӗкхи пурнӑҫӗ нимӗн хавассӑр пулнипе-и — чалӑшса ларнӑ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лайӑх мар ӑшӑ шыва ӗҫет те самантранах ҫӑварӗ типсе каять унӑн, кӗпи-йӗмӗ йӗп-йӗпе, питӗнчен тар юхать, хӑлхисенче пӗр чарӑнмасӑр тӗрӗлтетсе янӑракан сасӑ кашласа тӑрать, калас сӑмах, куршанак пек, пыр шӑтӑкне хирӗнсе ларать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Коловейдинӑн чалӑш-тӗлӗш ҫӑварӗ ҫине Григорий йӗрӗнсе пӑхса илчӗ.Григорий с ненавистью вглядывался в щербатый рот Коловейдина.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑн-питне пӑхрӗ, — сӑн-пичӗ те куҫ умӗнчех улшӑнма пуҫларӗ: сӑмси вӑрӑмланса тути тӗлнех ҫитрӗ; ҫӑварӗ самантрах хӑлха таран карӑлса кайрӗ; ҫӑварӗнчен шӑлӗ тухрӗ те аяккинелле кукӑрӑлса ларчӗ, — пан Данило куҫӗ умне шӑп та шай хайхи есаул патӗнче, туйра курнӑ тухатмӑш тухса тӑчӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн калаҫать вӑл? чӗнмесӗр ыйтать унӑн сӑн-сӑпачӗ; ҫӑварӗ вара, пӗрремӗш сӑмаха ҫӑмах ҫӑтнӑ пек ҫӑтма хатӗрленнӗ тейӗн, уҫӑлса тӑрать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чашӑкӗ шӑп та шай Пацюк ҫӑварӗ тӗлӗнче.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак ӗнтӗ ҫывӑхрах, лайӑхах илтӗнет, такӑшӗн ҫӑварӗ апат чӑмлать, чӑмланӑ май шӑлӗсене шаклаттарать.Вот-вот, возле самых ушей, и слышно даже, как чья-то морда жует и щелкает зубами на весь стол.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.