Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫыннӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ан кулян, Таня, — йӑпатрӗ карчӑк хӗре, — сан пурӑнассу малалла-ха; ман ӗнтӗ, ват ҫыннӑн, каялла кайса пырать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм-сисӗм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш ӗҫ патне ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет те.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйӗн савӑнӑҫӗ, хӑйӗн телейӗ.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Пурнӑҫ чӑннипех те чаплӑ пултӑр тесессӗн пур ҫыннӑн та хӑйне килӗшекен пӗр-пӗр професси суйласа илмелле.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ҫавӑнпа та вӑрмана пушартан, ӑна усӑсӑр касса пӗтересрен сыхлас йӑла кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ пулмалла.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Мӗнле, ӑҫтан вӑй-хал ҫитрӗ манӑн — пӗлместӗп, ҫыннӑн вилес килмест иккен.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑйне вилӗмрен хӑтарнӑ ҫыннӑн аллинчен тутлӑ ҫимӗҫсене илнӗ май, асӑрханса, ман ҫине вӑл чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа вӑрмана пушартан сыхласси кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ».

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫыннӑн тата юратура кӑна-ши телей?

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫыннӑн пӗчӗк ҫитменлӗхӗ те вӗсемшӗн турпас куҫа кӗнӗ пек туйӑнать.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кашни ҫыннӑн чи ҫывӑх ҫынна ҫеҫ каласа памалли шухӑш-кӑмӑл пур.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Малти урапа ҫинче выртакан ҫыннӑн хура ҫӳҫӗсене курсанах эпӗ Захара палласа илтӗм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Художник ҫыннӑн шалти туйӑмне ҫав тери тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартса панӑ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кивӗ йӗркепе ӳснӗ ҫыннӑн кӑмӑлӗнче ыррипе усалли те пӗр ҫӗрлӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӑй пек ҫынсен вӑйӗ уйрӑм ҫыннӑн хул-ҫурӑм вӑйӗнче маррине — пӗрлешӳллӗ, пӗр ӗмӗтлӗ кӗрешӳре пулнине вӑл пит ерипен ӑнланса ҫитет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ те тӳрӗ, уҫӑ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Лашасӑр тӑрса юлнӑ Ҫтаппан хавшаса ӳкменнине кура, Михха ҫав Хӗлипех пысӑк шар курнӑ ҫыннӑн ӗнипе пӑрушне вӗлерттерет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ялан йӑваш та кӑмӑллӑ курӑнакан ҫыннӑн ӑшӗнче ҫак тери хаярлӑх пулма пултарасса шухӑшламанччӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки кайри пӳрт алӑкне хупсан, пӑл, хӑлхине алӑк ҫумне тытса, савакан ыр ҫыннӑн сассине симпыл пек ҫӑтрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни ҫыннӑн хӑйӗн ҫӑлтӑрӗ пур, вӑл ӳксен, ҫынни те вилет, теҫҫӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed